Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Живопись не каша - её маслом испортить - запросто.(Эмиль Кроткий)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чунҫӳрев-2010

Аçтахар Плотников12.07.2010 11:153607 views
Ҫапла, эп ҫак «Чунҫӳрев» ятлӑ ҫулҫӳреве кӑҫал та ҫитсе курас терӗм. Килӗшрӗ мана пӗлтӗр. Питӗ килӗшрӗ. Отпуск шутӗнчен пӗр эрне хӑварсах ҫула тухрӑм. «Хавал» лагере темшӗн-ҫке ҫак вӑхӑтрах йӗркеленӗ — унта та ҫитсе курас кӑмӑл пурччӗ те каимарӑм.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан кӑҫалхи чунҫӳревре самай уйрӑмлӑхсем пур. Ман пӗлӗш филолог ку термин, «чунҫӳрев» ӗнтӗ, ӑнӑҫлӑ мар тесе шутлать — чун ҫывӑрнӑ чухне ҫӳрет тет, ҫапах та ман шутпа термина йышӑнмаллах — тем тесен те ку ҫулҫӳревре чун канать, тата мӗн чухлӗ хӑват илсе таврӑнатӑн! Сӑртсем, тусем те ҫавӑрса пӑрахма хатӗр!
Уйрӑмлӑхӗсене палӑртас пулсан лайӑххи те япӑххи те пур ӗнтӗ. Лайӑххи, паллах, нумайрах. Ҫула пӗлтӗрхи пек ПАЗикра хӗсӗнсе каймарӑмӑр, пысӑк автобуспа тухрӑмӑр. Пӗлтӗр кӗрсе тухнӑ вырӑнсем шутне кӑҫӑл Андриян Николаев космонавтӑн, Анатолий Миттов ӳнерҫӗн, Энтри Турхан ҫыравҫӑн вил тӑприсем кӗчӗҫ. Вӗсене пурне те пуҫ тайрӑмӑр. Ман питӗ Кӗсле ту ҫине, Яков Ухсай вилтӑприйӗ ҫине хӑпарса курас кӑмӑл пурччӗ те — ҫитеймерӗмӗр. Ҫапах та кӑҫал Яков Ухсай музейне кӗрсе тухрӑмӑрах — пӗлтӗр кӗменччӗ. Музейӗ ҫӗнӗ — икӗ-виҫӗ ҫул каялла вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ тет. Экспоначӗ-ҫурчӗ мӗнӗпех. Питӗ шел. Халӗ унта экспонатсем питӗ сахал. Ҫапах та музей пуянланатех пулӗ. Эп Яков Ухсайӑн «Тутимӗрне» ҫеҫ вуласа — мана питӗ килӗшрӗ. Ыттисене те электронлӑ вулавӑша кӗртмелле-ха.
Кӑҫал икӗ ялта концерт патӑмар — Кӑнна Кушкинче тата Слакпуҫра (чӑвашла ӑна Ӑслакпуҫ темелле тет-и?). Халӑх питӗ кӑмӑллӑ юлчӗ. Слакпуҫ ҫамрӑкӗсем пирӗн пата хӑнана та (эпир садикре вырнаҫнӑччӗ) килсе кайрӗҫ. Слакпуҫ тенӗрен... Вӑл ялти ҫӑлкуҫ шывне ӗҫес терӗм. Эп яланах вырӑнти ҫӑлкуҫ шывӗсене ӗҫме тӑрӑшап — вӑт кунта, килнӗ-килнех, ӗҫес терӗм. Мана ҫул тӑрӑх анаталла анмалла терӗҫ та кайран сулахаялла пӑрӑнмалла терӗҫ. Уттартӑм. Малта икӗ хӗр пӗрчи тӗл пулчӗҫ. Ыйтрӑм хайхи — ӑҫталла каямалла-ши тесе. Вырӑсла калаҫакан ачасем вара сылтӑмалла ячӗҫ. Малта тата тепӗр икӗ аслӑрах хӗр пыратчӗҫ те, вӗсенчен ыйтрӑм — «Мы не местные» тесе иртсе кайрӗҫ. Икӗ хӗр пӗрчи (пӗри шӑкалат тӗсе ҫитиех пиҫсе кайнӑччӗ) каланӑ енче ҫӑлкуҫ курӑнмарӗ. Пӑхрӑм-пӑхрӑм... Шырарӑм-шырарӑм... Юрӗ-ха, пӗлтӗр вӑл ҫӑлкуҫ патне автобуспа аннине астӑватӑп... Тупрӑм вара шыраса.
Силпи ял вырӑнне ҫитсен эпир кӑҫал тепӗр пура лартрӑмӑр. Пӗлтӗрхи вара чиперех ларать — ун патне сукмак та хывӑннӑ. Хӑй Силпи шывӗ вара типсе ларнӑ. Силпи ялӗ вырӑнӗнче юхать-ха, анчах та ҫӳлерех хӑпарсан шыв ҫулӗ тип-типех. Унти пӗве те пӗр икӗ метр типсе ларнӑ. Мӗн тӑвӑн? Шӑрӑх. Типӗ. Ҫумӑр ҫук. Ун вырӑнне саранча пурччӗ. Нумаях мар, ҫапах та пирӗнпе утакан Наташа ятлӑ хӗре (тата ыттисене те) самай ҫухӑртрӗҫ-ха. Ура айӗнчен сиксе тухаҫҫӗ те ӑҫта кирлӗ унта сикеҫҫӗ. Вӑл шутра пирӗн ҫине те :).
Ухинккелте пире пӗлтӗрхи пӗлӗшсем кӗтсе илчӗҫ. Лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Концерт лартма вара май пулмарӗ — вырӑнти клуб директорӗ «паян ман канмалли кун» тесе ҫурта уҫасшӑн пулмарӗ тет. Эпир вара Беловсен (кил хуҫисене Галяпа Толяна пысӑк тав!) килӗ умӗнче пӗчӗк кӑна концерт лартрӑмӑр, юрласа-ташласа патӑмӑр. Юпа илсе тухнӑ Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чеменре (юпана салатнӑ май вӑл ялта самай тытӑнса тӑма тиврӗ) те юрласа пама тиврӗ — халӑх вӗсен ялне «Шуҫӑм» ансамбль килнине пӗлчӗ те ыйтрӗ ӗнтӗ. Чунҫӳреве темиҫе ҫул хушши пӗр сиктермесер ҫӳрекен артисем вара хирӗҫлемерӗҫ — чӑвашла юрларӗҫ, ташларӗҫ. Шӳтлесе тенӗ пек хунӑ калпак ӑшне халӑх укҫа та пӑрахкаларӗ :).
Ҫулталӑк хушшинчи улшӑнусем хӑш-пӗр ҫӗрсенче питӗ вӑйлӑ курӑнчӗҫ. Сиктермере чиркӳ туса лартнӑ. Ҫулталӑк хушшинче. Пӗлтӗр ҫукччӗ, кӑҫал пур. Пӑлхара чавса пӗтернӗ. Чакалаҫҫӗ кӑна. Палӑксем лартасшӑн, пристань тӑвасшӑн.
Палхар пирки пӗр-ик сӑмах каласа хӑварам-ха. Пире тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа. Мунчана та илсе кайрӗҫ (эп хам кайман, ыттисем тен каласа парӗҫ). Вӑт ҫитрӗмӗр ӗнтӗ Пӑлхара (малтан Сӑвара кӗрсе тухнӑччӗ) — малта ҫиҫӗм ҫиҫет. Кӗтсе илекенсем (шел те ячӗсене астуса юлаймарӑм) тин ҫеҫ ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ тет. Шел те ҫумӑрӗ ҫумарӗ, айӑккинчен пӑрӑнса кайрӗ. Пӗлтӗрхи пирӗн вырӑна чавса пӗтернӗ, шатер лартнӑ. Ҫыран хӗррине тухса тӑтӑмӑр ҫеҫ — ҫил хӑпарса кайрӗ! Вӑйлӑ ҫил! Вӗҫтерет кӑна. Тусанӗ-мӗнӗпех! Чавакансене тусанпах хупласа хучӗ — лешӗсем вара пӗтӗм япали-качки пӑрахсах тарчӗҫ (малтан, эпир иртсе кайнӑ чухне, кӑткӑсем пекех ӗҫлетчӗҫ). Кайран каҫхи кайса пӑхрӑм — мешокӗсем унтах выртатчӗҫ. Ирхине пуҫтарчӗҫ вара. Мана ҫав тусан вӗҫтерсе вӗсене хӑваласа яни — ҫутҫанталӑк «ан чавӑр, кайӑр кунтан» тенӗ пекех туйӑнчӗ.
Пӑтӑрмахсем те пулкаларӗҫ. Элшел (тата Ешӗл, Ишлӗ ятпа асӑнаҫҫӗ) хулашӗ валли питӗ чаплӑ юпа туса панӑ иккен! Шел те, ӑсти, эпир мӗнле автобуспа ҫула тухнине шута илеймен — пирӗн вара малтан вӑл юпана сӳтме тиврӗ. Вырӑна ҫитсен, паллах, эпир ӑна пуҫтартӑмӑр. Сӳтнӗ-пуҫтарнӑ вӑхӑтра юпа кӑшт сиенленчӗ пулин те мӑнаҫлӑн ларса юлчӗ. Унӑн никӗсне Светлана Асаматӑн сӑввине хутӑмар.
Тепӗр пӑтӑрмах — шӑрӑх ҫанталӑк. Тусан ҫӑтса, шӑрӑхра тар юхтарса ҫӳреме тиврӗ. Кӑшт автобус алӑкне уҫса ҫӳрес терӗмӗр те... Малтан лайӑхах пытӑмӑр. Кайран пирӗн алӑк хирӗҫ пыракан сывлӑшпа илчӗ те вӑркӑнса тухса вӗҫрӗ. Лартрӑмӑр та малалла кайрӑмӑр. Пӑлхарта Атӑл хӗрне ҫитсен те халӑх канлӗн шыва кӗреймерӗ — шывӗ хуп-хураччӗ.
Япӑххи пирки каланӑччӗ те... Чӗмпӗрте И.Я.Яковлев музейне кӗреймерӗмӗр — тунтикун пулнӑран вӑл хупӑччӗ. Ухинккелти ял пуҫлӑхӗсем хӑнасене япӑх кӗтсе илни пулчӗ ӗнтӗ (пӗлтӗр те хапӑлласа кӗтменччӗ те-ха ӗнтӗ) — ун пирки каларӑм. Эп хам Кӑнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейенче пӗлтӗр пулсаччӗ — кӑҫал вара унта кӗрсе кӑтартмарӗҫ. Ку япӑх ен мар — вӑхӑт ҫитменни кӑна. Юпапа питӗ нумай аппаланма тивнӗрен Кӑнна Кушкине питӗ кая юлса ҫитрӗмӗр. Ирхине вара ҫул вӑрӑм пулнӑран кӗреймерӗмӗр. Ҫапла вара чунҫӳреве кӑҫал пӗрремеш хут хутшӑнакансем вырӑнти музее кӗрсе тухаймарӗҫ. Кӑнна Кушки тенӗрен... Кунти концерта питӗ васкаса хатӗрлеме тиврӗ. Аппаратурине ӗнерлеме вӑхӑт та ҫуккӑччӗ. Пирӗнпе пӗрле Вера Панкратова юрӑҫ пырса — юрлама тухрӗ те кӗвви каймасть. Вара кӗвӗсӗрех юрласа пачӗ. Халӑха килӗшрӗ тата — пӑнтӑр-пӑнтӑр кӗвӗсӗр илемлӗрех те пулчӗ терӗҫ.
Тата мӗн калас? Нумай ҫырма пулать. Чунҫӳреве кайса курмалла. Эп ҫырнине кӑна вулани, эп тунӑ сӑнсене кӑна пӑхни ҫак ҫулҫӳревре пухнӑ хӑвата туйса илме май памасть ҫав. Кайса килмелле. Эп тепӗр ҫул та каясшӑн. Кӗсле ту хӗррипе иртмелле пулсан — унта хӑпарса пӑхатӑпах. Ыттисем каймасан хам пӗччен каятӑп. Ҫумӑр ҫусан... пӑхӑпӑр унта. Тата Пӳлерте пӗр чӑваш ятне йышӑнатӑп. Виҫҫӗмӗш хут кайсан йышӑнмаллах пулӗ тетӗп.
Юлашкинчен пӗрле пынӑ чунҫӳревҫӗсене тав сӑмахӗ калас килет. Уйрӑмах Ҫеруш водителе. Автобуса чаплӑ тытса пычӗ. Вӑл ҫеҫ кӑна мар, пирӗн ҫулҫӳреври ӗҫсене те хутшӑнчӗ! Маттур! Ҫул ҫинче пӑтӑрмахсӑр ҫӳремелле пултӑр!
Чунҫӳревҫӗсем! Сирӗнпе пӗрле ҫул тӑрӑх пыма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Чунҫӳреве йӗркелекен Олег Цыпленкова, чӑвашла Ултиере, уйрӑм ПЫСӐК тав сӑмахӗ!

Хушма каҫӑсем:
http://gallery.chuvash.org/v/meropr ... -2010/nplotnickovan/ — эп тунӑ сӑнӳкерчӗксем
http://bulgar.chuvash.org/action/kunkeneki — Чунҫӳрев кун кӗнекийӗ
http://chuvash.org/blogs/comments/889.html — пӗлтӗрхи Чунҫӳрев пирки
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters