Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Противоположности, поставленные рядом, становятся более явными.(Бонавентура)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ват пичи

Аçтахар Плотников02.12.2010 19:564239 views
Ку сӑнӳкерчӗкре ман тӑвансем сӑнланнӑ: Ват пичи (Михаил Васильев) тата унӑн икӗ хӗрӗ. Сулахайри — Вера, сылтӑмри — Тоня. Пӗчӗккӗ чухне вӗсем патне нумай ҫӳренӗ ӗнтӗ, анчах асӑмра нимӗн те юлман тесен те юрать. Ҫавна май кивӗ сӑнсене куҫ умне кӑларса тӑвансем пирки асилес килет.
Ват пичи пирӗн тӑвансем хушшинче сумлӑ шутланать — вӑл Ҫатракасси патӗнчи ҫӑван пуҫӗ пулать. Шӑп та вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ чухне ҫав ҫӗнӗ ҫӑвана уҫнӑччӗ. Шутлаттӑмӑрччӗ ун чух — ҫӗнӗ ҫӑвана ӑна пытарӗҫ, е киввине, Алькеш ҫӑвине... Ҫӗнӗ ҫӑвана пытарсан — ҫӑва пуҫӗ пулса тӑрать-ҫке. Апла хисеплесе пурне те ҫӗнӗ ҫӑва пуҫӗ тумаҫҫӗ... Ҫапах та ӑна ҫӗнӗ ҫӑвана пытарчӗҫ.
Килте эпир Ват пичи теттӗмӗр те мӗн ятлине ыйтман та. Миҫе хут пулнӑ пулӗ вӗсем патӗнче — ятне ыйтман. Ват пичи те ват пичи... Халӗ ятарласа аннерен ыйтрӑм — Михаил Васильев иккен, ялта ӑна Ваҫҫа Михали тенӗ. Вӑл ман кукаҫин (Васильев Степанӑн) шӑлни пулать.
Тӑвансене манас марччӗ. Шел те хӑнана ҫӳреме вӑхӑт тупма питӗ йывӑр...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters