Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Новая идея - это клин, который входит только толстым концом.(Б. Фонтенель)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Николай Егорович Лукианов каланӑ доклад (ЧАП уявӗнче)

Аçтахар Плотников22.03.2011 19:406055 views
Ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрӗмрсем.

Чи малтанах сире пурне те Чӑваш аталану партине йӗркелесе яни ҫирӗм ҫул тултарнипе саламлама ирӗк парсамӑр.
Вӑл событи пулса иртнӗренпе пуҫ йӗри тавра шутламалӑх, ӑна анализламалӑх, ҫак вӑхӑтчен пуҫтарӑннӑ опытпа усӑ курса паянхи чӑваш наци аталанӑвӗнче туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалӑх вӑхӑт ҫителӗклех иртрӗ темелле пуль.
Хам тӗп сӑмаххӑма пуҫличчен чи малтанах эп ҫак событипе ҫыхӑннӑ икӗ япалана акцентласах палӑртса хӑварасшӑн.
Пӗрремӗшӗ. Ҫав кун таранччен чӑваш халӑх историйӗнче халӑх, наци интересӗсене хӳтӗлеме хӑйне хӑй политика партийӗ тесе ят парса йӗркеленнӗ организаци пулман пулнӑ. Апла тӑк, чӑваш халӑхӗ хӑй те, ун интеллигенцийӗ те ҫав вӑхӑтчен ун таранчченех хӑюлланса ӳссе ҫитеймен пулнӑ-тӑр. Вӑл вӑхӑта эпир, ҫакӑнта пуҫтарӑннисем, пурте тенӗ пекех лайӑх астӑватпӑр, ун пек ӗҫе тума тытӑнма самай хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ, самана урӑхларах ҫаврӑнса кайнӑ пулсан ун пек пуҫаруҫӑсем репрессиленмесӗр юлма пултарайман паллах. ЧАП факт пек вӑл чӑваш халӑх историйӗнче пуҫласа хӑйне наци интересӗшӗн кӗрешме йӗркеленнӗ пӗртен пӗр политика партийӗ пулса историне кӗрсе тӑрса юлчӗ. Апла пулсан, Тав тӑвар ЧАП йӗркелӳҫисене.
Иккӗмӗшӗ. ЧАП Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи наци патшалӑхӗсенче чӑннипех те политика партийӗ пек официаллӑ майпа регистрациленнӗ пӗртен пӗр организаци пулса тӑрса юлчӗ. Ӑна вӑл вӑхӑтри саккунсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Юстици Министерстви регистрациленӗ. Ку япала та вӑл, ман шутпа, питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн чӑваш патшалӑхӗн хӑйӗн те ун пек ӗҫ тума хӑю ҫитермелле пулнӑ-ҫке-ха. Чыс та мухтав уншӑн тӑван патшалӑхӑмӑра, Республикӑн Юстици Министерствине, питӗ пысӑк тав вӑл вӑхӑтра Министр пулнӑ Николай Васильевич Яковлева.

* * *
Анчах та чӑваш наци юхӑмӗ вӑл Чӑваш аталану партийӗпе кӑна пуҫланман паллах. ЧАПӑн унӑн тымарӗ пур, вӑл тымар тарӑн та парка. Вӑл ӑҫтан, мӗнле те мӗнлерех пуҫланса аталанса кайнӑ-ха. Ҫавӑн ҫинчен хам мӗн шутлани пирки темҫе сӑмах.
Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче пирӗн халӑх, Элкер калашле, пайтах «хӗн-хур айӗнче» асапланса пурӑннӑ. Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑранпа тӗрлӗрен патшалӑх тытӑмӗнче пулма лекнӗ ӑна. Ылтӑн Урта, Хусан Ханлӑхӗ те Мускав княҫлӑхӗпе Раҫҫей Империйӗ таранчченех ют халӑх йӗркеленӗ пӗр политика тытӑмӗнчен тепӗр политика тытӑмне куҫа куҫа пыма лекнӗ пире. Тӳрех каламалла, вӗсенче пӗринче те пирӗн халӑх хӑйне кирлӗ пек саркаланса пурӑнайман. Официозла пропоганда эпир каярахпа вырӑс патшалӑхне лекни вӑл пирӗн халӑхшӑн хурлӑхран ырлӑха куҫни тенине айвансем анчах ӗненме пултараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ку таранччен историнче нимӗнле патшалӑх та, нимӗнле халӑх та тепӗр халӑха ӑна ырӑ тӑвас, ӑна пуйтарас та лайӑх пурнӑҫ туса парас тесе тапӑнса ярса илмен-ха. Пулман ун пекки. Тапӑнаканни вӑл хӑй ярса илекен халӑха пусмӑрласа, унтан хырҫӑ та куланай пуҫтарса хамӑн ҫавӑнпа хӑватланас та пуйса ҫӗкленс тесе анчах шутлама пултарнӑ. Экспансилекенӗн, колонизацилекенӗн, оккупацилекенӗн урӑхларах тӗллев пулма та пултарайман. Ҫавӑнпа та Раҫҫей империйӗнче ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн пуҫламӗшӗнче пулса иртнӗ политикӑпа экономика тӗлӗшӗнчен питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисемччен пирӗн халӑх хӑйӗн историйӗнче юттисенчен мӗн чухлӗ асап тӳссе ирттерни пирки калама та кирлех мар. Раҫҫей империйӗнче чӑвашӑн, ытти пирӗн йышши халӑхсенни пекех, политикӑпа право статусне палӑртман та пулнӑ. Ун пек тумалли пирки шутламан та, шутлама та пултарайман. Раҫҫей империйӗ вырӑс халӑх патшалӑхӗ анчах шутланнӑ май пирӗн халӑх пеккисен статусне «инородцы» тесе анчах палӑртнӑ пулнӑ.
Ҫавӑнпа та Импери ҫакнашкал тытса пыракан политика вырӑс мар ытти халӑхсене, ҫав вӑхӑтрах чӑвашсене те, пач та килӗшме пултарайман. Вырӑс мар халӑхсем хӑйсен прависемшӗн кӗрешме пуҫлани те, ытти тӗрлӗ сӑлтавсемпе пӗрлех, империне шалтан аркатса вун ҫиччӗмӗш ҫулта вӑл политика системӑна тӗп тунин пысӑк сӑлтавӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Ытти аталаннӑ халӑхсем пекех чӑвашсем те ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӗшӗнче хастарланса тапраннӑ, тӗрлӗрен организацисене пуҫтарӑнса халӑх шӑпи, унӑн малашлӑхӗ, пуласлӑхӗ пирки шутланӑ, калаҫнӑ, тавлашнӑ, тата тӗрлӗрен ӗҫсем тунӑ. Вӑл вӑхӑтри чӑваш националисчӗсем туса ирттернӗ ӗҫӗн историлле тӗп результачӗ РСФСР ВЦИКӗпе Совнаркомӗ 1920, 06, 24-мӗшӗнче «Чӑваш автономи облаҫӗ ҫинчен» ятлӑ Декрет йышӑнни пулса тӑрать. Ҫак аслӑ документ вӑл чӑваш халӑхӗ наци пулса ӳссе ҫитнине, вӑл хӑйӗн шӑпине хӑй тӗллӗн хӑй пултарайнӑ пек татса парас ӗҫре малтанхи чи йывӑр утӑма тумалӑх хӑюлланнине пӗлтерет. Кунсӑр пуҫсӑр тата ҫак Декрет пирӗн халӑхшӑн вӑл ӗмӗр ӗмӗрӗпе ют халӑх тата ун патшалӑхӗ айӗнче асапланса пурӑнни вӑл унӑн хӗн хурлӑ историне кӑна кӗрсе юлассине пӗлтернӗ. Ҫӗре ҫитиччен пуҫ таяр та вӗсене ҫавӑншӑн, чысласа мухтав юрри юрлар.
Ҫавӑнпа та пирӗн чӑваш патшалӑхлӑхне пуҫласа йӗркелесе яракансене Чӑваш аталану партийӗн пыскашшӗсем тесе калас килет ман.
Ҫак историлле Декретран пуҫланса тапраннӑ та вара пирӗн халӑхӑн наци патшалӑхне йӗркелесси. Ҫав тери тумхахлӑн та кӑткӑссӑн пулса пынӑ вӑл процесс. Самана май ылмашӑнса, улшӑнса тата пиҫӗхсе пынӑ чӑваш ҫирӗммӗш ӗмӗрте хӑйӗн патшалӑхлӑхне, ҫавна май тата хӑйӗн историне йӗркелесе, майлаштарса пырас ӗҫ. Тем пек пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулсан та Декрет йышӑнса хӑварни хамӑрӑн патшалӑхлӑхлансассин пӗрремӗш утӑмӗ анчах пулнӑ. Пирӗн патшалӑхӑн арканнӑ Империн ишӗлчӗкӗнчен амаланса ҫуралакан ҫӗнӗ политика системинче хӑйӗн политикӑпа право статусӗ пирки те, унӑн административлӑ территорийӗн чиккисем пирки те, экономинӑпа культура аталанӑвӗ пирки те нумай вӑй хурса кӗрешмелле пулнӑ. Право тӗлӗшӗнчен пирӗн патшалӑх хӑйӗн политика статусне чӑнахах та патшалӑх пек йӗркелесе легитимизацилесси вӑл 1926.01.26-31-мӗшӗсенче пуса иртнӗ Советсен пӗррӗмӗш Съездӗнче йышӑнса хӑварнӑ Чӑваш АССР Конституцийӗпе йӗркеленсе пӗтнӗ теме юрать.
Самана ылмашӑнса пынӑ май чӑваш нацийӗн те, патшалӑхӗн те ӑна май трансформациленме лекнӗ. ЧАССРӗн 1937.07.18-мӗшӗпе 1978.05.31-мӗшӗнче йышӑннӑ Конституцисем СССР полики системи ылмашӑннӑ май пирӗн патшалӑх тытӑмӗ те ылмашӑнса пынине ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Пирӗншӗн, ҫакӑнта мана итлесе лараканнисемшӗн чи хӑрушши вӑл, паллах, 1937 мӗш ҫулта хамӑр тӑван чӑваш патшалӑхӗн вӑл вӑхӑтри чи аслӑ влаҫ органӗ йышӑнса хӑварнӑ Конституци (ӑна тата Сталин Конституцийӗ те тенӗ) чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи шутӗнчен кӑларса пӑрахни пулса тӑрать. Мӗншӗн тесен, ман шутпа, чӑваш патшалӑхӗ текен политика институчӗ чӑннипех те хамӑрӑн, чӑвашӑн патшалӑхӗ пулма пӑрахса хӑйне евӗрлӗ РСФСРӑн административлӑ территорилле тытӑм пек анчах тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫсӑр тата вӑл вӑхӑтран мӗн пур пек ыйтусене, ҫав шутра наци политикине те, патшалӑх влаҫӗн тытӑмӗ мар, парти органӗсем татса пама тытӑнаҫҫӗ.
Хӗрӗх ҫул каялла, 1971 мӗш ҫулта, КПССӑн 24-мӗш съездӗнче Совет Союзӗнче, ун территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен кашнин уйрӑмлӑхӗсем, хӑйевӗрлӗхӗсем йӑшса, пӗтсе пынипе историлле ҫӗнӗ сообщество — Совет халӑхӗ йӗркеленни пирки пӗлтернӗ.
Пуҫланнӑ вара Совет Союзне кӗрекен пур халӑхран искуствӑлла пӗр халӑх тӑвасси. Практикӑра вӑл мӗн пур пек халӑхсене пӗр вырӑс халӑхӗ ҫумне пуҫтарасси, вӗсене майӗпен вырӑслантарасси анчах пулса тӑнӑ. Паллах, ҫав япала вӑл нимле халӑха та килӗшме пултарайман.
Ҫавӑн пек волюнтаризмла, киревсӗрле процессем Совет Союзӗ текен капмар патшалӑха шалтан аркатма пуҫларӗҫ те ӗнтӗ. Сакӑрвуннӑмӗш ҫулсем вӗҫленнӗ тӗле СССР арканма пуҫларӗ, унта пурӑнакан кашни халӑх хӑйӗн шӑпи прики ытларах шутлама пуҫларӗ те хӑйӗн пурнӑҫне хӑйне кирлӗ пек, хӑй пултарнӑ таран йӑркелеме тытӑнчӗ. Ытти аталаннӑ халӑхсем пекех чӑваш халӑхӗ те ҫав процесран айӑккинчен тӑрса юлма пултарайман. Союзӑн, КПССӑн власть тытӑмӗ хавшанӑ вӑхӑтра пирӗн те тӗнчере, Совет Союзӗпе Раҫҫейре хамӑрӑн вырӑна тупса палӑртма, тӑван патшалӑха тӑпрен ҫӗнетсе самана май майлаштарма, политика системине трансформацилеме лекрӗ. Ун пек чухне ҫак япаласене питӗ хӑвӑрттӑн туса иртттермесен эпир кая тӑрса юлма пултараттӑмӑр. Самана вӑл хӑех пирӗн халӑха, унӑн шӑпи пирки шухӑшлакансене, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса пӑчӑртанттарчӗ, чӑмӑртанттарчӗ, консолидацилентерчӗ. Чӑваш аталану партийӗ тесе ятланса пуҫтарӑнтӑмӑр та вара эпир ҫавӑн чух. Вӑл организаци, ун йӗри тавра пуҫтарӑннисем темҫе ҫул хушшинчех Чӑваш патшалӑхӗн политика системине тӗпрен ылмаштарас, унӑн паянхи пурнӑҫа юрӑхлӑ право никӗсне хывса хӑварас ӗҫре питӗ пысӑк витӗм кӳме пултарчӗҫ.
Чӑваш патшалӑхлӑхне аталантарса пырас ӗҫри ҫирӗм ӗмӗрти хӑйне евӗрлӗ результачӗ, триумфӗ вӑл 1990.10.24-мӗшӗнче Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗ йышӑнса хӑварнӑ «Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен» калакан Декларацийӗ пулса тӑчӗ. Ҫак историлле документ вӑл чӑваш халӑхӗ чӑннипех те наци пулса пиҫсе ҫитнине, вӑл чӑнахах та вӑйпиттиленсе хӑйне хӑй тӗнче правин субъекчӗ таран ӳссе ҫитме ӑнтӑлнине пӗлтерчӗ. Вӑл вӑхӑтри саккунсемпе юрӑхлӑн суйланнӑ патшалӑх влаҫӗн чи аслӑ органӗ йышӑнса хӑварнӑ ҫак историлле документ вӑл чӑваш хӑйӗн патшалӑхлӑхне ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте аталантармалли никӗсне тӗплентерсе хывса хӑварчӗ. Ҫак Деклараципе килӗшӳллӗн пирӗн чӑваш патшалӑх политика системи революцилле ылмашӑнма пултарчӗ, вӑл документ унччен Республикӑмӑрта хуҫаланнӑ тоталитаризм саманине аркатмалли хӑватлӑ хатӗр пулса тӑчӗ. Вӑл вӑхӑтра чӑваш халӑхӗ хӑйӗн историлле миссине туйса илме пултарайрӗ те хамӑр тӑван патшалӑха чӑннипех те хамӑрлантарассишӗн кар тӑрайрӗ. Декларацине пула каярахпа йышӑнса хӑварнӑ Чӑваш Республка Конституцийӗ тата ытти саккунсем те ҫакна яр уҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ. Демократилле, ирӗклӗн те уҫҫӑн майпа суйлава хутшӑнса чӑннипех те чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем хамӑрӑн тӑван патшалӑха ертсе пыракан чи аслӑ органӗсене суйланса тытса пырасси патнех ҫитнӗччӗ ун чухне. Раҫҫейри мӗн пур пек наци территори тытӑмӗсем хушшинче пирӗн Республикӑмӑрта пурӑнакансем анчах ирӗклӗ, демократиллӗ те уҫҫӑн ирттернӗ суйлава хутшӑнса ЧАП тӑратнӑ кандидатурӑпа, вӑл палӑртнӑ программӑпа килӗшсе ӑна суйлава хутшӑнакансен списокне кӗртӗ суйлавҫӑсен 46 проценчӗнчен те ытларах хӑйсен сассине пачӗҫ. Ҫавӑн пек пысӑк ҫитӗнӳрен ЧАП тытса пыракан идеологине шанманнисен, килӗштерменнисен, е уҫҫӑнах ӑна хирӗҫ тӑраканнисем сехрисем питех те хӑпнӑччӗ вара вӑл вӑхӑтра. Тӑван патшалӑх никӗсне хамӑра юрӑхлӑ пек йӗркелес тӗлӗшӗпе тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем те тума пултартӑмӑр ун чух — тӑван чӗлхе статусне ҫӗклесси, Республикӑн ҫӗнӗ Конституцине хатӗрлесе йышӑнса хӑварасси тата ытти япаласем те ЧАП витӗмӗсӗр пулса пыман. Анчах та пӗр япалана уҫҫӑнах каламалла пирӗн паян — вӑл вӑхӑтра идеологи, программа шайӗпе палӑртнине пурнӑҫламалӑх, реализацилемелӗх кадрсем пулманах пирӗн. Ку вара урӑх калаҫу.
Пӗтӗмлетсе ҫакна каламалла пулӗ. ЧАП хӑй вӑхӑчӗшӗн питех те юрӑхлӑ, самана ыйтнипе ҫуралнӑ, халӑхӑн, нацин историлле миссине чунӗпе ӑнланса илсе, ӑна ӑша хывса, чӑваша наци пек темиҫе карт ҫӗклентерме, халӑха халӑх пек туйтарма, ӑна хӑйӗн шалти вӑйне, потенциалне ӗнентерме те шантарма пултарттаракан историлле феномен пулчӗ. Кунсӑр пуҫсӑр тата вӑл парти хӑй ӗҫне яланах цивлизацилле, европӑллӑ, толерантлӑ, республикӑра тӗпленсе пурӑнакан чӑваш мар халӑхсене кӳрентермесӗр йӗркелесе тытса пынӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем ЧАП йӗркеленнӗ, ӗҫлесе тапаланнӑ вӑхӑт пирки паян кун та тунсӑхласа та ӑмсанса аса илеҫҫӗ. Апла тӑк, пирӗн кӗрешӗвӗмер сая кайман тес килет ман.
Ҫавӑнпа та, тӑвансем, тепӗр хут пуҫӑмӑрсене тайса тав тӑвар ҫавӑншӑн ЧАПа йӗркелекенсене, ӑна тытса пыракансене.

* * *
Кунта ларакансенчен нумайӗшӗ ҫак ҫӗнӗ саманара чӑваш патшалӑхлӑхне йӗркелесе майлаштарас ӗҫе хӑйне май пултарайнӑ таран хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫсӑр тата пирӗн хамӑрӑн ӳлӗм пулас патшалӑх системине йӗркелесе хывса хӑвараканнисем те вӗсем эпирех. Ҫавӑнпа та пирӗнех хамӑра тӑван истори процесне тӑвакансем пек туйма пӗлмелле. Урӑххисем мар, эпирех тӑватпӑр хамӑр историне.
Паллӑ ӗнтӗ, кирек мӗнле наци патшалӑхӗ те вӑл хӑйне йӗркелекен халӑха упрама, аталантарма туса хунӑ политика инструменчӗ пулса тӑрать. Тӗнче аталанӑвӗ ку таранччен те нацине аталантармалли тата урӑхларах эффективлӑ та универсаллӑ хатӗр шутласа кӑларайман. Анчах та паян пирӗн Чӑваш Республики текен патшалӑх чӑнахах та чӑваш нацине упракан, хӳтӗлекен, аталантаракан хатӗр пулса тӑрать и ха.
Тем каласан та паян хамӑр патшалӑхӑмӑрта чӑваш чӑваш пек саркаланса пурӑнать теме май ҫук. Мӗншӗн тесен эпир хамӑр республикӑмӑрта тӑван чӗлхемӗрпе вӗренсе пӗлӳленме те, йӗркеллӗ ӗҫе вырнаҫма та, хамӑра ирӗклӗн, тулли праваллӑн туйма та пултарймастпӑр. Апла тӑк, эпир хамӑр патшалӑхрах чӑваш пек дискриминациленетпӗр. Парадоксла пулсан та тӗлӗнмелле япала вӗт вӑл — чӑваш пулма чӑннпех те герой, паттӑр пулмалла паян. Раҫҫейре мар, хамӑрӑн тӑван Чӑваш Республикинчех. Халлӗхе пирӗн хамӑрӑн республикӑмӑрта хамӑрӑн правасем пуррине аса илтерсе, вӗсене пайӑррӑн, кашни ҫын хӑйне уйрӑммӑн хӳтӗлӗсе йӑлӑнса та мӗскӗнленсе ҫӳремелле. Ҫав вӑхӑтрах пире чӑваш пек пӗртте юратманнисем, тен курайманннисем те, хӑйсем пач тӗрӗс мар хӑтлансан та вӗсемех тӗрӗс пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпир, хамӑрӑн позицине тӗнче правипе, РФ Конституцийӗпе аргументласан та тӗрӗслентерейместпӗр. Мӗншӗн ҫапла пулса пырать-ха.
Паллах, ун пекки вӑл чи малтан Раҫҫей текен патшалӑх каллех хӑйне хӑй ним вӑтанмасӑр, уҫҫӑнах вырӑс халӑхӗпе анчах идентификацилеме пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Вӑл вырӑс халӑх прависене Раҫҫей патшалӑхӗн административлӑ территорийӗнче кӑна мар, ытти патшалӑх территорийӗсенче те, вӗсен суверенитетне пӑсса та хӳтӗлет. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫей политикӗсем ытти тӗпленсе пурӑнакан халӑхсен прависене Федераци территорийӗнче те наци прависем пек хӳтӗлемеҫҫӗ. Мӗн эпир, чӑвашсем, тутарсем, ҫармӑссем тата ытти халӑхсем Раҫҫей Федераци гражданӗсем мар-им, эпир Раҫҫее хамӑр ирӗкпе тулли праваллӑ халӑх пек кӗмен-шим вара. Кунсӑрӑн пуҫне эпир ӗмӗрсем хушши Раҫҫее хамӑр выҫса вилсен те куланай та хырҫӑ парса, налук тӳлесе тӑман-им. Мӗн чухлӗ вӑй питти ҫамрӑк чӑваш арҫынни Раҫҫейӗн империйӗн, унтан Совет Союзӗн, халь тата Раҫҫей Федерацийӗн унӑн тӗрлӗ вӑрҫисенче асапланса, аманса — сусӑрланса та вилсе пӗтмен-шим. Апла пулсан кама, мӗне пула тӳснӗ пулса тухать вара ҫавӑн пек тӗнче нушине пирӗн халӑх. Пӗр тӗслӗх.
Кӑҫал январь уйӑхӗнче Уфа хулинче Раҫҫей Президенчӗ Федераци Пухӑвӗн икӗ палатипе те тӗл пулнӑ чухне федеративлӑ патшалӑхӑн политика элити мӗн калаҫнине итленӗ-и эсир. Чӑвашла ун пек усал япалана калама хӑю ҫитереймен пирки вырӑслах цитатӑлатӑп:
Зюганов Геннадий: «Я полностью поддерживаю точку зрения о том, что русские являются государствообразующим народом... Ядром консолидации может быть только триединый народ — русские, укараинцы, белорусы». Ҫак коммунист шучӗпе кунта ӗмӗрӗпе тӗпленсе пурӑнакан финно-угрсем, тӗрӗксем, ҫавсен хушшине паллах чӑвашсем те, Раҫҫее консолидацилеме юрӑхсӑр пулса тухать.
Грызов Борис: «Когда формировалась Российская империя, она создавалась за счет территорий, которые просили о помощи. Российская империя была толерантна к этим территориям… Отличительная черта русского характера в том, что мы хотим жить в дружбе с другими, мы хотим быть братьями, и эта черта не присуща другим национальностям».
Тискер япала мар-и-ха ҫак. Кун пек калаҫиччен малтан ҫак политиксен мӗншӗн Раҫҫей Федераци Конституцине уҫса пӑхмалла мар. Унта РФ-инче пур нацисем те пӗр тан, пӗр пек праваллӑ тесе ҫырса хунӑ вӗт-ха.
Пире пӗтнӗ, хӑйӗн историне маннӑ, хӑйне хӑй хисеплеме пӑрахнӑ халӑх вырӑнне хума кирлӗ мар. Килӗшместпӗр эпир ҫакӑнпа.
Тата тепӗр тискер япала. Пирӗн мӑнасаттесем йӗркеленӗ, асаттесем, аттесем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче пиншерӗн те пиншерӗн асапланса вилсе пӗтсе фашистсенчен хӳтӗлесе хӑварнӑ чӑваш Патшалӑхне паян нимӗҫ фашисчӗсем мар, Раҫҫейӗн влаҫӗн чи аслӑ политика структурине ертсе пыракан Жириновскийсем пӗтересшӗн. Юриех, Раҫҫейри халӑхсене хирӗҫтерсе ҫапӑҫтарса ярас тӗллевпех тӑваҫҫӗ пек туйӑнать куна. Фашистсем тӑвайманнине Жириновский пеккисем тӑвасшӑн. Тискер. Ҫавӑнпа та Жириновскине пирӗн Чӑваш Республикинче Персона нон грата тесе йышӑнмалла. Пирӗн, хамӑра цивилизацииллӗ халӑх тесе шутлакансен, пӗрле кар тӑрса Раҫҫее Жириноскийлентерме памалла мар. Апла пулсан кунта пирӗн хамӑра хӳтӗлемелле анчах та мар, Раҫҫее хӑйне те пӳтсӗрлӗхрен хӑтармалла.
Ҫавӑпа та ЧАПа йӗркелекенсем пуҫарнипе йышӑнса хӑварнӑ патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацинче палӑртнӑ пирӗн правасене Раҫҫей политикӗсем пирӗн халӑхран ыйтмасӑрах пӑснинчен тӗлӗнмелле те мар. Хамӑр халӑха упрас, ӑна аталантарас тӗллевпе йышӑннӑ ҫак историлле документа ним вырӑнне хумасӑр пирӗн, халӑхӑн суверенлӑ прависене хӗсе хӗсе паян пире хамӑрӑн Президентӑмӑра халӑхпа, уҫҫӑн суйлаттарасшӑн та мар. Мускавра ларакансем пирӗн халӑхран ӑслӑрах, вӗсем пирӗн халӑха мӗнле пуҫлӑх кирлине халӑхран хӑйӗнчен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ пулмалла.
Центр пирӗн халӑха ӑна тулли праваллӑ наци вырӑнне хумасӑр пирӗн пурнӑҫӑн нумай енӗсене хӑй регламентацилес, тата тӗрӗсрех каласан, пире чӑвашмарлантарас политикӑ тытса пырать.
Ун пек ан пултӑр тесен чӑваш наци юхӑмӗн ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрти тӗп тӗллевӗсенчен пӗри вӑл хамӑр патшалӑха упрасси, ӑна аталантарасси, суверенитет прависене ӳстересси пулса тӑрать.
Ҫавӑн пек пулма пирӗн хамӑрӑн та эпир пӗр халӑх, пӗр наци пек тӗнче право субъекчӗ икенне яланах асра тытса тӑмалла та хамӑр чӑвашлӑх ӗҫне тунӗ чух ҫак шайран анмалла мар. Ку та вӑл паян наци юхӑмӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.

* * *
Темҫе сӑмах чӑваш наци интеллигенци пирки. Наци, общество аталанӑвӗ, хастарланӑвӗ мӗнлерех пулса пырасси вӑл чи малтанах унӑн интеллигенци текен элитинчен килет. Теме пула пӳлӗх ун пеккисене сахал ҫуратса ярса вӗсене питӗ пысӑк яваплантарать. Ун пеккисен ӑш чикки халӑх, общество нушипе, проблемипе тулса ларса вӗсемшӗн хыпса, шухӑшласа, пуҫа ҫӗмӗрсе тулмалла. Ҫавӑн пеккисемсӗр халӑх чӑннипех те наци, аталаннӑ общество пулса пиҫсе ҫитеймест. Шутласа пӑхӑр-ха, мӗнлерех ха пирӗн халӑхӑн ҫак «сий». Чӑвашӑн вӗреннисенчен, пӗлӳленнисенчен питӗ нумайӗшӗ мана коммунистсен вӑхӑтӗнчилле каласан «рабочи класпа колхозлӑ хресченсен хушшинчи прослойкӑ» текенни пек анчах туйӑнать. Мӗншӗн тесен, дипломланнисем, профессорланнисем хӑйсен допломланнипе те профессорланнипе те кӗреҫе е мӑлатук пек паян кун пурӑнмалӑх апат ӗҫлесе илмелли хатӗр вырӑнне хурса анчах усӑ курас пулсан, каҫарӑр та, вӗсем интеллигенци пулса пиҫсе ҫитеймен-ха. Паянхи пек форумсем ирттерсе пӗр пӗринпе хутшӑнни, тен чӑваш халӑх интеллигенцине йышлӑлантарӗ.
Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче обществора коммунистсен идеологийӗ хуҫаланнӑ пулсан, вӑл влаҫ аркансан вӑл та унпа пӗрлех тӗпленчӗ. Демократи, рынок системи, харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ хутшӑнусем вӗсем идеологи мар. Коммунизм идеологийӗ ҫирӗм ҫул хушшинче пирӗн хамӑрӑн халӑх, наци идеологийӗпе ылмашӑнмаллаччӗ. Ҫавӑнпа та, ман шутпа, чӑваш наци интеллигенцийӗн тӗп функцийӗ вӑл пирӗн халӑха «Мӑнтӗллевлӗлентермелли». Анчах та эпир тӑваймарӑмӑр ҫакна. Мӗншӗн тесен интеллигенци хӑй те «Мӑнтӗллевлӗнеймерӗ», пысӑк идейӑпа авӑрланмалӑх вӑй тупаймарӗ. Ҫакӑ вӑл пирӗн наци интеллигенцийӗн тӗп ҫылӑхӗ.
Тата тепӗр япала. Хӑйне хӑй ирӗклӗ тесе шутлакан, е чӑнахах та ирӗклӗ ҫын анчах чӑваш пулма пултарать. Тоталитаризмра, пусмӑрта сӳнетпӗр эпир. Апла тӑк, чӑваш наци интеллигенцийӗн хӑйӗн ирӗклӗленме вӗренсе ҫитсе чӑваш халӑхне те Ирӗклентерсе ҫӗклемелле.
Ҫавӑнпа та ман шутпа, наци интеллигенцийӗн, халӑх юхӑмӗн тепӗр тӗп тӗллевӗ хамӑр халӑха та, уйрӑм чӑваша та Ирӗклӗлентересси пулса тӑрать. А.Ҫ.

* * *
Чӑваш чӗлхисӗр чӑваш ҫук. Урӑх чӗлхеленни урӑх халӑхланать. Ку вӑл аксиома. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ пӗр халӑх теприне тапӑнса ярса илсен ӑна хӑйӗн тӑван чӗлхинчен пистерме, хӑй ӗненекен турра ӗнентерттерме, хӑй тытса пыракан йӑла йӗркене тытса пыртарма тӑрӑшать. Вара хӑйӗн тӑван чӗлхинчен, тӗнӗнчен писекен халӑх вӑл хӑйӗнчен хӑй писет, хӑйӗншӗн хӑй ютланать те урӑх чӗлхеленсе урӑх халӑхланать. Вара ун пек халӑх хӑйӗн малтанхи пурнӑҫ йӗркипе мар, урӑх халӑх пурнӑҫ йӗркине куҫса ӑна хӑйӗн тӑван пурнӑҫ йӗрки пек туйса пурӑнма тытӑнать. Чӗлхепе пӗрле чун, мӗн пур ӑш чик ылмашӑнать, мӗншӗн тесен чӗлхе вӑл сас е сас палли анчах мар. Пур те пӗлетпӗр, урӑх чӗлхеленнисем тӑван чӗлхене манаҫҫӗ.
Ҫавна пӗлсе те ӗнтӗ пирӗн аттесем, асаттесем хӑйсене фатерлантарас гросфатерлантарас текеннисене е тата урӑхлалла ятпа чӗнтерес текеннисене хирӗҫ тӑрса иртнӗ вӑрҫӑсенче вуншар та вуншар пинӗн виле виле пӗтнӗ. Апла пулсан мӗншӗн пирӗн паян паппӑланмалла та мамӑланмалла, дедӑланмалла та бабӑланмалла. Паппӑлантараканнисем фатерлантараканнсенчен мӗнпе лайӑхрах. Паппӑ мамӑ вӑл атте анне мар, вӑл урӑх этнопсихологи, вӑл урӑх пурнӑҫ йӗрки, вӑл урӑх «модус вивенди». Чи малтан ҫавӑнтан пуҫланать те вара вӑл урӑх халӑха парӑнасси, урӑх халӑха куҫасси, хӑвӑншӑн ху ютланасси. Матур халӑх ютта куҫмасть, вӑл хӑйӗн пурнӑҫ йӗркипе йӗркеленсе, майлашӑнса пурӑнать. Ун пек чухне вара эпир хамӑрӑн атте аннесен пурнӑҫӗпе, апла пулсан хамӑрӑн чӑн чӑн пурнӑҫпа мар, урӑххисен, пире паппӑлантарса мамӑлантарнисен пурнӑҫӗпе пурнӑҫланса, вӗсен пурнӑҫне, историне, вӗсен хуйхи суйхине хамӑрӑннипеклентерсе пурӑнма пуҫлатпӑр. Чи тӗп, чи усал япала вӑл шӑп та лӑп ҫакӑнта ҫке ха. Эпир хамӑр ас тӑвакан истори тапхӑрӗнче нихӑҫан та нимле халӑха та аттелентерес аннелентерес темен.
Ман шутпала, пирӗн халӑх чунне, ӑш чиккине пушатса пӗтернӗ. Тӑван чӗлхе вӑл паян хӑйне евӗр рубеж, хӑйне евӗр рубикон. Хӑш пӗрисем чӑваш чӗлхи пӗтет тесе калаҫнине илтме пулать. Ман шутпа, ку пач та тӗрӗс япала мар, ҫирӗмпӗрремӗш ӗмӗре ҫитсе те пурӑнакан чӗрӗ чӗлхе пӗтме те ҫухалма та пултараймаҫ вӑл. Чӗлхе пурӑнать, чӗлхе пурӑнӗ те. Анчах та вӑл хӑйне ӑссӗн пурӑнакан чӗрӗ чун мар, вӑл халӑхра пурӑнать. Урӑххи пирки калаҫмалла пирӗн кунта. Пулӑпӑр-и-ха эпир хамӑр, ҫав шутра ак ҫакӑнта ларакансем те. Килӗшӗ-и-ха пире чӑваш пулса пурӑнма ӳлӗмрен. Чӗлхе вӑл пирӗн ӑш чикре, пирӗн чун чӗрере анчах чӗрӗ пулма пултарать. Чӑваш халӑхӗ, нацийӗ, культури, чӗлхи пирки шухӑшлап, вӗсемшӗн тӑрӑшап тени вӑл эс ху тӑван ачупа, тӑван патшалӑхра, тӑван чӗлхӳпе калаҫаймасан пуш япала анчах пулса тӑрать. Эп хам тӑван ачасемпе хам тӑван чӑлхепе калаҫса ирӗклӗн туйса пурӑнннӑ чухне тин чӑваш чӗлхи чӗрӗ пулма пултарать.
Паян пирӗн иртнӗ ӗмӗрте чӑваш патриархаллӑрах обществоран урбанизациленме пуҫланӑ чухнехи чир-чӗрсенчен хӑпӑнса пӗтмелле. Тӑван чӗлхе, тӑван халӑх пирки ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗре тивӗҫлӗ шутлама тытӑнмалла.
Эп шутланипе, чӑваш наци юхӑмӗн паянхи тепӗр пысӑк тӗллевӗ вӑл хамӑр халӑха чӑвашлӑлантарасси. Чӑвашлӑланса маттурланмалла, чӑвашлӑланса культурӑланмалла, чӑвашлӑланса цивилизациленмелле, чӑвашлӑланса этемленмелле, чӑвашлӑланса чӑвашланмалла.

* * *
Хамӑр тӑван патшалӑхӑмӑрта, эпир, чӑвашсем, хамӑр йышпа та хамӑр потенциалпа та доминантлӑ халӑх. Хамӑр хушшӑмӑрта эпир кунта ӗмӗртенпеле тӗпленсе пурӑнакан халӑхсемпе хутшӑнса, хӑталанса, тӑванланса пурӑнатпӑр. Тутар чӑвашла, чӑваш тутарла, ҫармӑс чӑвашла, чӑваш ҫармӑсла текенни пирӗн аттесемшӗн те, хамӑрӑншӑн та хӑнӑхнӑ япала. Эпир пӗр пӗринпе интеграциленетпӗр. Анчах та хӑйне вырӑс текен халӑх представителӗсем теме пула пирӗнленесшӗнех, интеграциленесшӗнех марччӗ. Ӗмӗр ӗмӗрӗпе пирӗнпе пӗрле, юнашар хутшӑнса пурӑнатпӑр пулсан та чӑвашла виҫӗ сӑмах вӗренмелӗх хӑю ҫитереймеҫҫӗ пуль тетӗп эп вӗсене.
Ҫавӑнпа та пирӗн наци юхӑмӗн ҫывӑх вӑхӑтри тӗллев вӑл тӑван Республикӑра тӗпленсе пурӑнакан хамӑр йӗри таври халӑхсене чӑмӑртаса пуҫтарса вӗсене хамӑрла маттурлантарасси, культурӑлантарасси, цивилизацилентересси, этемлентересси. Республикӑмӑрта чӑваш чӑваш пек, тутар тутар пек, вырӑс вырӑс пек, еврей еврей пек, ҫармӑс ҫармӑс пек, тата ытти халӑхсем хӑйсем пек пулса, пирӗн чӑваш обществине интеграциленсе хӑйсене ирӗклӗ те телейлӗ туйччӗр.

Хамӑн сӑмаххӑма вӗҫлесе эп ҫапла каласшӑн:
ЧАП идеисем чӗрӗ. Чӑваш халӑхӗ пурӑнать. Чӑваш патшалӑхӗ пур. Паян та, ӳлӗмрен те эпир ҫӗкленӗ Ирӗклӗх ялавӗ ЧАПлӑн ялкӑштӑр.
Сывӑ пултӑр чӑннипех те Федеративлӑ Раҫҫей.
Сывӑ пултӑр пирӗн тӑван Республикӑмӑр.
Тӑван халӑхӑмӑра мухтав. Мухтав. Мухтав.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (10)]

Comments:

2011.03.22 20:30
Аçтахар Плотников
http://docme.ru/kh5 — PDF форматпа (вулама çăмăлрах).
Олег Мустаев // 3844.36.2824
2011.03.22 21:39
Питĕ тĕрĕс,ăнлануллă,анлă."Хыпарта" пĕр тăхтаса тăмасăрах пичетлемелле.Пĕтĕм халăх вулатăр.Чăтамлăх та çирĕп сывлăх сана Микула пичу.
олег мустаев // 2229.78.7646
2011.03.23 08:40
Уйрăм брошюра кăларса сăнÿкерчĕксемпе(историлле фактсемпе çыхăнтарса) пуянлатса халăх хушинче салатсан тата аван пулать.Ку ĕçе,ман шутпа, профессионаллă специалист Илле пичче Иванов тулли те çÿллĕ шайра пурнăçа кĕртме пултарать
2011.03.27 13:57
Хисеплĕ Микула ! Тавах сана тăванăм,ылтăнăм,шанчăкăм, эс пурришĕн,чăваш халăхĕшĕн чунна çунтарнăшăн. Çак доклад,ман шутпа,кашни чăваш килĕнчех пулмалла.Мустаев шухăшĕ тĕрĕс, уйрăм кĕнеке кăлармалла ! Авалхи йăлапа НИМЕ тăвар! Кам ĕçлесе,кам укçа тÿлесе кĕнеке кăларма пулăшар.

Укçа куçармалли реквизитсене пĕлтерĕр.


Çурçĕр чăваш-сăварсенчен САЛАМ !!!
Ленин Жириновский // 3809.2.4572
2011.03.28 20:29
Микула, что-то чавашпа вырес самахесене хам пекех хутуштарса каласть. Мана вал касарула, а уна ни в какую!!! Микула, чего это так??? националист.... корней родных смшеиваешь с культурой славянской...
2011.03.29 14:10
Аксар Чунтупай
Микулая чĕлхе енчен мухтамалла кăна: çĕнĕ сăмахсем тăвать вăл. Ку вăл чăваш чĕлхин çивĕчлĕхне кăтартать.
Володя // 2583.50.5742
2011.03.29 16:09
"Зюганов Геннадий: «Я полностью поддерживаю точку зрения о том, что русские являются государствообразующим народом... Ядром консолидации может быть только триединый народ — русские, укараинцы, белорусы». Грызов Борис: «Когда формировалась Российская империя, она создавалась за счет территорий, которые просили о помощи. Российская империя была толерантна к этим территориям… Отличительная черта русского характера в том, что мы хотим жить в дружбе с другими, мы хотим быть братьями, и эта черта не присуща другим национальностям».
Чăн сăмахсемех вĕт ха, истори тĕлĕшĕпе.1551-52 çулсенче пирĕн халăх хăй ирĕкĕпех вырăс халăхĕн хŸтлĕхĕнче çăлăнман пулсассă, эпир пĕтмеллипех тутар айĕнче пĕтнĕ пулĕччĕ вĕт. Мĕнпе пăсланатпăр ши, тăванăмăрсем? Сире вăрçă кирлĕ и мĕн? Пире мĕн, килтен хĕвалаççĕ им? Юрлас килет чăвашла - юрла, хуть урам çурса ярсах кăшкăр, ташла, пÿпле чăвашла. Нихçан та, хам 50 çултан иртрĕм пулсан та, мана хам ялта, хам хулара чарман!Еçне пĕлетĕн тăк, профессор та, врач та, хутте кам пулма пултаратăн пирĕн Чăвашеньрех!
atner jumansem // 1289.93.7552
2011.03.30 19:31
Ĕçне тăвасче,пуш сăмах переççĕ.
Владимир // 5080.0.9168
2011.04.03 02:26
Чăн сăмахсемех вĕт ха, истори тĕлĕшĕпе.1551-52 çулсенче пирĕн халăх хăй ирĕкĕпех вырăс халăхĕн хŸтлĕхĕнче çăлăнман пулсассă, эпир пĕтмеллипех тутар айĕнче пĕтнĕ пулĕччĕ вĕт. Мĕнпе пăсланатпăр ши, тăванăмăрсем?

История не терпит сослагательных наклонений теççĕ. Володя тăванăм, тутар айĕнче эпир пĕтме мар, тутарсем сахалтарах пулнă ун чухне, вĕсем хăйсем пирĕн чĕлхе çине куçма тытăннă тĕслĕхсем те пур вăл вăхăта илсен. Франци халăхĕ пуçланса кайнă пек пулатьчĕ пуль, тĕслĕхсем пур историнче. Халĕ санăн чура чунĕ. Каçар та эпĕ сана кÿрентересшĕн мар, сан пек чунлисене вырăссем хăйсем çавăн пек калаççĕ. Хăçан кирлĕ хăйсене майлă хистеççĕ. Вĕсенчен аслăрах хамăр чĕлхене шкулсенчен кăларса яраççĕ, чурасен хуçасен чĕлхипе калаçмалла теççĕ вĕсем. Рабство унижает человека настолько, что раб начинает любить свои оковы. Çак самантра пыран эсĕ. Хăвăн чĕлхÿсĕр эсĕ тăван халăх çынни мар. Хамăр несĕлсен умĕнче намăс пире. Тата вырăссен умĕнче те. Чура тесе хамăра шутланишĕн.
2011.04.03 12:28
Аçтахар Плотников
http://www.youtube.com/user/suvartv#p/u/1/oukaVqwzxrw - докладăн видео вариантне халь курма пулать. СуварТВ вырнаçтарнă.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters