Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Не говори всегда что знаешь, но знай всегда что говоришь.(Клавдий)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Патша, хун тата элтапӑр (Юхма Мишши)

Аçтахар Плотников27.03.2012 08:234917 views
«Элтепӗр/элтепер» сӑмах пирки калаҫӑва малалла тӑснӑ май куҫ умне Юхма Мишши 1993 ҫулта кӑларнӑ статья тӗл пулчӗ:
----------------------
Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль, Мӗншен тесен, хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӳрк йӑхӗсен пирӗн эрӑчченех ҫак сӑмах пурри паллӑ. Акӑ, Г.П. Снесарев тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Реликты домусульманских верований... кӗнекинче те патша (падшах) сӑмах пуррине ҫырать. Ҫак сӑмаха эпир Ю.А. Рапопортӑн «Из истории религии Древнего Хорезма» кӗнекинче те вулама пултаратпӑр. «Укажем еще, что записанный в Хорезме рассказ относительно существовавшегося здесь когда-то обычая оставлять стариков в пустынных местностях, дополняет любопытная подробность; «падшах» повелел собирать и захоронить кости».

1439–1498 ҫулсенче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ Мирхонд VIII ӗмӗрти Хасарстанри ӗҫсем ҫинчеи ҫырнӑ чухне паллӑ ҫарпуҫне Парспике патша тесе чыслать. М.И. Артамонов «Хасарсен историйӗ» кӗнекинче ҫак ят турккӑсен «паша» сӑмахӗнчен пулман тесе ӑнлантарать.

Эппин, VIII ӗмӗрти хасарсен чӗлхинче патша та, хан (кахан) та пулнӑ. Хасарсемпе пӗр чӗлхеллӗ сӑварсем вара хӑйсен патшине элтапӑр тенӗ. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем ӑна элтепер тесе калаҫҫӗ. Пирӗн шутпа вара элтепер мар, элтӑпар е альтапар темелле, ку вӑл эльре, патшалӑхра тапӑр тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ.
------------------
Ылттӑн ҫӳпҫе. «Вучах» библиотеки, 1993 — 102 с. — 75 с.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Владимир // 3729.59.3294
2012.03.27 15:26
Эльтепер (мой табор) ят парсан кĕтÿçĕ пулатĕ ĕнтĕ пирĕн халăх пуçлăхĕ. Халăхĕ сурăх кĕтÿвĕ пулсассăн.
Владимир // 3729.59.3294
2012.03.27 15:32
Патша сăмаха ача чухнех илтнĕ эпĕ. Манăн 82 çулти мамак Брежнева çапла калатчĕ. Апла пулсассăн пирĕн халăх юлашки 200 çулта çаплах каланă пулна та.
2012.03.28 20:39
Аçтахар Плотников
«Элтепер» сăмахри «тепер» кĕтĕве ăнлантарман ĕнтĕ. Ав, иккĕмĕш пайне епле çырмаллине те ăнкарса илеймеççĕ пулсан ун этимологине те ăнлавне те чухламаççĕ пулас.
2012.03.29 21:03
Аксар Чунтупай
<Тапăр> тенине халь кĕтÿ выртмалли-пуçтарăнмалли вырăна калаççĕ. Халăхсем куçса çÿресе пурăннă вăхăтра ун пĕлтерĕшĕ пачах урăхла пулнă пуль ĕнтĕ...

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters