Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Много людей живет не живя, но только собираясь жить.(Белинский)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852353 views
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (158)]

Comments:

Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 13:08
Ман шутпа И.Сайман хăй кăшт вулама пултарнине, вулав пÿлĕмĕнче ытларах ларнине кăтартасшăн. Эпир ĕçлетпĕр вĕт-ха, налук енчĕкне тултаратпăр. Но, впрочем ĕçлекен çынна Советсенче те, кайран для показухи кăна палăрткаланă. Пăх-ха мĕнлерех мăнаçлă тыткалаççĕ хăйсене "кантурсем", мĕнле тыткăна илет çан-çурăма вĕсен мăнаçлă пÿлĕмĕсене кĕрсен!
Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 13:17
Эх Agabazar,Agabazar. Эс мĕнле ăнланмастăн! Хуть кашни ача пахчипе шкул ятне тăван чĕлхепе парса хур. Ĕçĕ çавăнта-и вара, эс Алюша хирĕçлетĕн. Мĕн хирĕçлетĕн, ху та пĕлместĕн. Финанс юххисем( потокĕсем), политика рычакĕсем веçех турă çыннисен аллинче. Е эс вĕсем пирĕншĕн çав рычаксемпе лайăхрах усă кÿреç тесе шутлатна? Ан улталан!
Agabazar // 6288.3.8349
2013.01.28 14:02
Agabazar
Ача садне хăш чĕлхепе ят панин пĕлтерĕшĕ çук тесе малашне тек пĕр сăмах та ан калăр, тархасшăн Мĕншĕн тесен ят вăл ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ патне янă вăрттăн хыпар - вырăс пулса ÿс ачам тенине пĕлтерет. Месседж.
Пурнăç Пурисĕ // 6133.7.6517
2013.01.28 14:28
Вăрттăн хыпар янă тени вăл черетлĕ теори. Хуть Патăрьелĕнче, Ельчĕкре, Тăвайра, Элĕкре тата Етĕрнере ял ачисем вырăсла çеç поплеççĕ. Пурнăç таппинчен кая юласшăн мар. Енчен те Наци республикинче чиновнике наци чĕлхине пĕлсен çеç, Çар ретĕнче службăра тăнă хыççăн çеç кĕртеппĕр тесе палăртсан ашшĕ-амăшĕ( учительсем мар) тăван чĕлхене вĕрентме тăрăшĕç!
Тимер // 4071.26.2366
2013.01.28 15:49
Agabazar.Гениально каларăн.Чăвашлăхшăн пĕр май сьездсенче трибунăран кăшкăракансене ПРИГОВОР патăн!Вĕсем пĕри те ачисене чăваш ятне пама хал çитереймен.
Agabazar // 1861.83.2675
2013.01.28 16:10
Agabazar
Финанс юхăмĕсене, Политика ричакĕсене кам аллине парасшăн вара эсир? Шупашкарта "Русский марш" ирттерекенсене-и? Е Интернетра "заскорузлый чуваш" тесе çыракан "пуртенккесене"? Е "Нам не нужен чувашский язык!" тесе çухăракансене! Мĕн пĕлетĕр-ши кун пирки? "Вертикаль" тенине илтнĕ-и хуть?
Игорь Сайман // 2982.74.8750
2013.01.28 21:13
Якур
2013-01-27 14:12
"И.Сайман, чăвашăм. Инет-ра пурне те пăхмалла мар, кирлине çеç." ЭСИР МАР-ТăК, ĂНА ЫТТИСЕМ ПĂХАÇÇĔ. эСИР ПĂХМАННИ ВĂЛ-СТРАУСЛА ПУÇА ХĂЙĂР ĂШНЕ ЧИКНИ ÇЕÇ.
Игорь Сайман // 2982.74.8750
2013.01.28 21:17
Пурнăç Пурисĕ:"Ман шутпа И.Сайман хăй кăшт вулама пултарнине, вулав пÿлĕмĕнче ытларах ларнине кăтартасшăн..."
Эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне пĕлместпĕр. Эппин пĕр-пĕрне нимĕн те кăтартма пултараймастпăр.
Тимер // 4673.1.3643
2013.01.29 10:26
Пурнăç Пурисĕ калани Тутарстанра пурнăçа кĕрсе пырать.Тутарла пĕлмен чиновник çук вĕсен.Ачисене те тутарла ят хунă.Тутар ачин папа-мама çук.Халăх вăйлă вĕсен.Вăйлă халăхăн ертÿçи те вăйлă.
Игорь Сайман // 1802.43.4491
2013.01.29 16:52
Шел пулин те, Тимер Тутарстан пирки тĕрĕс мар çав... Ак çакăнта мĕн каланине ăша хывса пăхăр http://zvezdapovolzhya.ru/obshestvo ... vost-12-03-2012.html

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters