Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852360 views
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (158)]

Comments:

Вихтăр // 1039.8.4424
2012.12.13 09:20

Чуну пит ыратать пулсан ларăва кайса Сăмах памасан мĕн ыратнине хĕрÿллĕн калама тăрăш!
Игорь Сайман // 2933.58.3214
2012.12.13 17:57
Тĕнчери мĕнпур усал ĕç "Чун ыратăвĕ" текен суя ăнлав витĕр пулса пырать.Йĕксĕк те хăйĕн йĕксĕкле ĕçне "чун ыратнăранах" тăвать. Çавăнпа та эпĕ чун ыратăвне ĕненместĕп. Урăхларах тĕревсем кирлĕ.
Вихтăр // 1457.42.6280
2012.12.13 22:01

Сайманăн пур ыйту çине те хăйне тивĕçтерекен хурав пур, апла пулсан кунçул сан вăрăм пулать, лайăх тулли пурнăçпа пурăн! Сана темле темăра чĕннĕ вĕт Моляков ирттерекен митинга, эсĕ каймастăн. Чуточку вăл тăрăшнине пула Лучинкина взяли под стражу. Эсĕ питĕ осведомленный, çавăнпа асăннă çын камне çырмасан та.
Тимер // 2980.58.1062
2012.12.14 11:56
Комиссисем 20 çул пуçтарăнаç.Унта ларакансен никамăнта килĕнче чăвашла калаçмаç.Курмастăн вĕсене лавкара пасарта кантурта чĕлхене упранине.Шăнкравла ун патне халех.Вăл сана:слушаю-тет.Чунпа ĕçлемеç.
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.14 20:26

Те çырмала, те çырас çук, аптрарăм. Тимĕрпе Вихтăр чунпа ĕçлеме сĕнеç, Сайманĕ чунлисам йĕксĕкрех ĕçсем тăваç тет. Ладно çыракансем сахал, пĕр-ик Васса хутшăнсан савçим аптрил.
Игорь Сайман // 1205.71.8188
2012.12.14 22:16
Чун тĕрлĕрен пулать вăл, Алюш. Йĕксĕк те, йĕксĕк марри те хăйĕн ĕçне чунпа тăвать. Чунĕсем çеç тĕрлĕрен.
Алюш // 6738.419
2012.12.15 00:00

Чун пирки питĕ тарăн шухăшсем çырать Сайман. Вунă çул вĕренсен те ăнланса çитимăп. Вот раштавăн 14-мĕшĕ те иртрĕ--"Тăваттăмĕш ыйтура Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсемпе çыравçăсен псевдонимĕсене çирĕплетесси пулчĕ. Сайманăн хăйĕн псевдонимне хÿтĕлеме хутшăнсан вырăнлă пулĕччĕ.
Якур // 2918-3898
2012.12.15 10:16
Вообще эп шутлатăп Сайманăн теоринчен практикăна куçмалла, сăмахран, йĕксĕксене шута илмелле(унсăрăн мĕнле малалла уртăнма пулать-кампа пĕрле утмаллине пĕлес пулать). Чунлăраххисене шута илмелле. Паян Барак Обама тÿрĕ эфирта куççуль кăларчĕ. Чăваш Президенчĕ те Андриянăмăрпа сывпуллашнă чухне куççуль кăларчĕ-няк.
Пурис // 2918-3898
2012.12.15 10:37
Ман шутпа Сайманăн та, Алюшăн чунлăх çинчен тарăн шухăшлă алçырăвĕсем тăратмалла. Глядишь, кăшт куççуль кăларса кăтартсан халăх умĕнче, уже Эльтепере те суйлама пулать!
Вихтăр // 2918-3898
2012.12.15 17:47
Сайман пур-пĕрех каламарĕ, мĕншĕн чĕлхе комиççине çитсе хутшăнма хăяйманнине. Эпĕ ăнланатăп, сăлтав расна пулать:кил-йышра,ĕçре, ытти хутшăнăвра темтепĕр тупăнать. Анчах ХĔРŸЛЛĔ чĕнсе каланă хыççăн унта хутшăнса пире ырă сăмахпа савăнтарасса шансаччĕ.

Pages: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters