Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Валентина Яклычева инкеке лекнӗ

Аçтахар Плотников13.10.2012 13:5817738 views
Пӑлхарта (Тутарстанри хулара) чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Яклычева пурӑнать — пирӗн халӑхӑн авалхи хултине килекен кашни чӑваша ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илет. Питӗ тараватлӑ хӗрарӑм! Кашни хӑнана чаплӑ йышӑнать: мунчине те хутса парать, мӗнле пулӑшу кирлӗ — яланах пулӑшма хатӗр.
Уйӑх каялла Валентина ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ иккен — мана халь тин пӗлтерчӗҫ. Вӑйлах суранланнӑ терӗҫ, Хусанти пульницара выртса тухнӑ.
Валентинӑна эп хамӑн тӑван шкула та илсе кайсаччӗ — ун чухне вӑл ачасене Пӑлхар хули пирки каласа пачӗ, шкулӑн музейӗпе паллашрӗ. Чӑн та питӗ маттур хӗрарӑм.
Инкек-синкексем самай пулаҫҫӗ, унсӑр пурнӑҫ ҫук. Валентинӑна ман чун-чӗререн хӑвартрах сывалма сунас килет.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (39)]

Comments:

Игорь Сайман // 2277.92.2589
2012.11.13 01:45
Хулара пурăнакан чăвашсен 99,99 проценчĕ хăйсен ачисене, мăнукĕсене "вырăсла" ятсем парать, вырăсла вĕрентсе ÿстерет(Унашкаллисем хушшинче паллах сирĕн çывăх тăвансем те пур). Нивушлĕ вĕсем пурте йĕксĕксем???
Якур // 1039.8.4424
2012.11.14 11:32

Саймана: эсĕ Конгресс куштанĕсем патне пĕр эрне те пулин пĕр кун сиктермесĕр çÿресе пăх, вара ăнланăн мĕнле "пиар" пирки çыратăп эпĕ. Хăйсене "Анти пиар" параççĕ ним тăкаксăрах.
Якур // 1039.8.4424
2012.11.14 11:40

Саймана: Чăваш драма театрĕнче ЧНКан Чаплă ларăвĕнче Хусанти Костя Яковлев тĕрĕс каларĕ: Критикуют или хвалят когда хоть что-нибудь делают, когда "ДЕЛА" нет у меня нет смелости критиканством заниматься- эпĕ влаç тытăмĕнчи чиновниксемпе мĕнле ĕçлеме пулнине хамăрăн ĕçпе кăтартасшăн тата çавăн пек тума чĕнесшĕн терĕ çеç вăл.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.14 12:27
Саймана.99.99хулари проценчĕ кăшкăрмасть тата ыттисене вĕрентместь чăвашлăха упрас пирки.Сăпайлă вĕсем.Эс калашле йĕксĕксе вара намăса пĕлмесĕр 20 çул чăвашлăха "аталантараç"трибунăран тата президиумран.
Игорь Сайман // 2326.01.4695
2012.11.14 13:51
"Сăпайлăн çеç" вырăса тухса пыракансене мухтать иккен-ха ку... Леш "ораторсем" вара темшĕн "айăплă" пулса тухаççĕ. Тĕлĕнмелле!
Игорь Сайман // 3704.21.1549
2012.11.14 19:26
Мăнтарăн чăвашăн трибунăсемпе президиумсем патне çывхарма та юрамасть-шим вара? Е унта Аршинова йышши "варягсен" çеç хуçаланмалла? Эсир "урăх тĕлтен" аталантарма хăтланса пăхăр(манран чару çук!). Курăпăр, мĕн пулса тухĕ унта...
Игорь Сайман // 3704.21.1549
2012.11.14 19:37
Мĕншĕн ачисене чăвашла вĕрентме МАЙ ТУПАЙМАН "оратор" е çыравçă пекки "намăссăр йĕксĕк", анчах çавнашкалах инженер, рабочи е министр апла мар? Ăçта кунта логика? Пустуй тулхăрса çÿриччен сăлтавĕсене шырасан аванрах мар-и?
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.16 11:15
Ачисене чăвашла вĕрентме пултарайман "оратор"намăссăр пулнини каламасăрах паллă.Çавсене пула çур миллион çухатрăмăр 10çул хушшинче.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.16 11:20
Чăвашсен паллă патриотне художникне Анатолий Розова сивĕ те çумăрлă кĕркунне пытартăмăр.Вуншар çул президиумсенчен анма пĕлмен "ораторсем"пĕрри те пыман!Валентина Яклычевăна пулăшаканĕ те пирĕнсĕр пуçне никам та пулмарĕ.
Игорь Сайман // 1350.52.1880
2012.11.16 16:44
Тĕрĕссипе, никам та çылăхсăр мар. Вырăсла Библире:"Не судите, и не судимы будете", -тенĕ. Паллах вăл сăмахсем чăвашла Библире те пур.

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters