Паян юрӑ шӑрантаркӑчне (проигрывателе) Аксар кӑларнӑ «Туйӑмпа» (63-мӗш mp3 пуххи) диска лартрӑм. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранать... сасартӑк палланӑ кӗвве итлех кайрӑм. Анчах эп пӗлекен юрӑ мар иккен, пушшех урӑххи. Диск ҫине ҫырнӑ — «Эс те ман тӑван». Сӑввине те кӗввине те Зоя Васильева ҫырнӑ иккен, юрлаканӗ те хӑйех...
Юррин кӗвви вара каснӑ-лартнӑ «Татрӑм эп кӑвак чечек...» юрӑри пек (шел те кӗвӗ авторӗ кам пулнине пӗлместӗп) — эп ун пирки пӗрре тема та уҫсаччӗ: http://chuvash.org/blogs/comments/1581.html (унта туйра эп ӳкернӗ саманта курма пулать, ҫав юрра юрлаҫҫӗ)
Зоя Васильевӑн юррипе кунта паллашма пулать:
http://yadi.sk/d/fK0sBYi53kQrK
«Татрӑм эп кӑвак чечек» юрӑ (Е. Лукианова юрлать) ҫавӑн пекех «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай, юрлар-и юррине» курмаюрӑсен пуххине кӗнӗ, mp3 форматпа кунтан илме май пур: http://yadi.sk/d/1JJJQ_wW3kUeu
Курмаюрӑ:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>