...АНЧАХ ТА УНТА ПАЯНХИ КУН ТА ЧăВАШСЕМ ПУРĂНАÇÇĔ!!!http://suvar.su/5288.html Ку ял 20 пин çынлă Пăва хулинчен 3 километрта (Хыр кати урлă çеç каçмалла). Тĕплĕнрех, тен, Васса çырса пĕлтерĕ.
Васса // 3710.57.9655
2013.05.25 21:20
Чăнах та çапла, Атавра халĕ те чăвашсем пурăнаççĕ, шкулĕнче те чăвашла вĕрентеççĕ, тăрсан -тăрсан чаплă çынсем те тухкалаççĕ.
Серуш // 4186.57.1361
2013.05.27 23:59
Шел, паян сакăн пек ÿкерчĕк кашни ялтах. Чи малтан ялти учительсен ачисем ялта вырăсла калаçма тытăнчĕç. "папа-мама", "бабушка-дедушка" калаччĕç. Хадĕ вырăсла кăна пÿплеççĕ.
Ÿстеререх калатăр, Серуш. Статьяра Шупашкарпа çумма-çуммăн вырнăçнă ял пирки пырать. Лару-тăру чăнах та йывăр, анчах ÿстерсе калама кирлĕ мар. Хурланмалли ÿстерсе каламасăрах нумай. Ялти учительсене те ытлашши тăранма кирлĕ мар пулĕ. Ситуацие тĕрĕс ăнланмасар ăна сиплеме çук.
Халь сире ак çак ял çине çаврăнса пăхма сĕнетĕп: Çĕмĕрле районĕ, Хутар. Çав тери паллă ял. Райцентртан пачах та çывăхра тееймĕн. Кунти "чăвашлăх" пирки кам тĕплĕнрех пĕлет, тархасшăн çырса пĕлтерĕр.
Мĕн калас. Чăвашра мĕнле, пирĕн тăрăхра та кая мар. Анчах та, Хутар тăрăхĕнчен 20-ме яхăн чăваш( раççей) профессорĕ çуралса çитĕннĕ, пĕр раççейĕпе паллă композитор, виçĕ чăвашра палăрнă юрăç. Халăх тăван чĕлхепе калаçать, чăвашла пурăнать
Серуш // 4186.57.1361
2013.05.29 00:02
Agabazarа.Ку пурнаçран илни, пĕр ÿстермесĕр. Пытармасăр каласан, хам та çавнашкал лару-тăрура ÿссе çитĕнтĕм. Учитель ачисем ялта пурте "папа-мама" тесе калаччĕç. Ыттисем "апай, анне, атти, аттек" теччĕç. Хаман ачасене те аттепе анне ыйтнипе "бабушка-дедушка" теме ханахтартам.Кун пек тĕслĕх кашни районтах, кашни ялтах.
Чăваш чĕлхипе лару-тăру ялсенче тĕрлĕрен. Хăшĕ-пĕрисенче чăн та чăвашла калаçакан ачасене сахал мар тĕл пулатăн. Ак, сăмахран пирĕн Лапсартан инçех те мар Йăршу ялне илес (икĕ-виçĕ çырма урлă каçмалла та варман витĕр тухмалла çеç) — унта ачасем урамра чăвашла калаçаççĕ...
Игорь Сайман // 3067.15.1690
2013.05.29 00:27
Акă Володя текенскер те вĕрентевçĕ вĕт. Учитель. Ачисем пирки хăех çапла калать: Вырăсла пурăнаççĕ тет. Чăн та, чăвашла пĕлеççĕ тет-ха та, анчах сисетĕп, ку ниме тăман сăмах çеç. Ячĕшĕн каланăскер.
Игорь Сайман // 3067.15.1690
2013.05.29 00:38
Çĕмĕрле районĕнчи Хутар пирки ман халлĕхе ак çапла информаци. Хрущёв вăхăтĕнче, 1960-мĕш çулсенче, райцентрсенче вырăсла программа çине куçарас юхăм пуçланнă. Анчах та çак юхăм кăштах "ахаль ялсене те" пырса тивнĕ. Темшĕн-çке çак йыша хайхи Хутар та лекнĕ. Çавна май ку сайтри "Володя" никлă çынна эп "Жертва" тесе шутлатăп.(Хăех йышăнать вырăс программипе вĕреннине).
Ку ял 20 пин çынлă Пăва хулинчен 3 километрта (Хыр кати урлă çеç каçмалла). Тĕплĕнрех, тен, Васса çырса пĕлтерĕ.