Админ çырать:"Енчен те Николай Фёдорович чăн та тивĕçлĕ çын пулсассăн—ара суйлаттар халăха!".Пĕрремĕшĕ-сьезда пуçтарăннă делегатсем далеко Халăх мар,Иккĕмĕшĕ-сьезда пуçтарăннă халăх(тĕрлĕ регионсенчен)ăçтан пĕлеç кандидатсенчен кам мĕнле шухăшлине, виççĕмĕшĕ-шыв айĕнчи юхăмсене(подводные течения в руководстве)халăх пĕлмесĕрех юлать,тăваттăмăшĕ-кирек кама суйласан та халăхăн ыйтмалли инструменчĕ(обратная связь чиновников с народом)çук пулсан ним те пулмаç.
Тата ыйту Админран, хам пĕлĕве ÿстерес тесе ыйтатăп: "Элтепер" е "Элтепĕр"(ку сăмах "темтепĕр" тенĕнех туйăнать). Аттун Акасапар та час-часах Тимĕркке,Такамскер тесе çыркалать те-хăйне писăк вырăна хунăнах туйăнать. Юрать туйăнать анчах.
Элтепер=Йылтывар. http://forum.ykt.ru/viewmsg.jsp?id=26278940 Ахмед ибн Фадлан çырса пынисенче тĕл пулать. Араб чĕлхипе çырнă. Эпир кириллицăпа палăртатпăр. Элĕн (çĕршывăн) Тĕп Арĕ (çынни). Çавăн пек ăнланмалла.
Акасапар ан кăртăшлан,эс те ун тăванех.Эпир сахаллăн юлнă, пурте тăван.Анчах пĕри Ăнланакан Тăван,тепри вара кутăнлашакан Тăван.Пурин те пĕрне пĕри ăнланма тăрăшмалла малашне.Анчах Акасапартан ку япалана(ăнланулăха) кĕтсе илме çук пулĕ.
КАланă вĕт сана, Тимĕр: Акасапар пĕчĕк ĕçсемпе аппаланмаç тесе.Вăл тÿрех пуçлать Пысăккинчен, а халлĕхе вăй-хăват пухать, анчах та вăхăчĕ нумай иртсе каять. Акасапар васкамасть, ун Ĕмĕрĕ в-ă-ă-рăм.
Timer:"Ефим конкретлă ĕç тăвать." Çав тери тĕрĕс: кнкретлă ĕç тăвать ку сайтра: чăваш чĕлхине хирĕç кĕрешекенсен хутне кĕрет, тÿрре кăларать. Илле Иванов пек харсăр хÿтĕлевçĕсене таптама тăрашать... Нимех те калаймăн, питĕ конкретлă ĕç!!!
А Акасапар кунта çырнисĕр пуçне ним те тумаç, тума шутламаç те.Ăна просто килĕшет "умничать" туса ларма пирĕн хушшинче. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен в "своем сообществе"( чиновниксем, ăсчахсем хушшинче)его никто давно не слушает!