Тен,Ваше Высокопревосходительство темелле?.Мана,сăмахран,хăш чух Эсир теççĕ те питĕ кÿренетĕп.Кăшт кăна ăнлантаран çынна:вырăссенчен куçнă суя хисеплени.Ăнланаççĕ те савăнсах килĕшеççĕ.
Timer:"Тен,Ваше Высокопревосходительство темелле?" Кама апла каламалла?
Timer:"Мана,сăмахран,хăш чух Эсир теççĕ те питĕ кÿренетĕп" Кÿренекенсем çинче шыв турттараççĕ.
Timer:"Кăшт кăна ăнлантаран çынна:вырăссенчен куçнă суя хисеплени.Ăнланаççĕ те савăнсах килĕшеççĕ." Савăнтарăр-ха эппин пĕр-пĕр министăра, прокурора, темиçе çăлтăрлă полицейские: Министăра, вырăс пулсан, "Эсир" тейĕр, чăвашшине "эс" тесен те "çитет". :-)
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.12.25 00:45
Хата-тахлачсем, шапал-шапал тусах Сене сул кетсе илепер-и? Чаваш чарашесем аста?
Акасапар хăта, эс ху ма кÿренен-ха Эс тесе хисеплесе чĕнсен.Акасапар калашле:"Кÿренекенсем çинче шыв турттараççĕ" вĕт-ха. Куçкĕретех Акасапар вылять, ăна хисеплемесен те Эсир тесе чĕнни пахарах. Пĕтĕм пурнăç çавăн пек ултав иртсе каять. Акасапара хистетĕп суварсен ушкăнне хутшăнма. Унта Балтай,Сархан,Валем, Алмантай тата ыттисем сана вĕрентĕç ХИСЕП ăçтан пуçланнине.
Эп,Акасапар хăта, шкул ачи мар вĕт сана кÿренчĕклĕн çырнă страницăсене илсе кăтартма. Каллех суя сăмахсем: кÿреннĕ-кала кÿрентĕм тесе(Тимĕр пек,сăмахран), кÿренмен-савăнса малалла тăсăпăр пуплеве.
Акасапар хăта, Сан чунна кантармашкăн Эс тесе çырнă сăвăсемпе эссе-сене илсе кăтартмалла-и-ха ĕнтĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ санпа çанă тавăрса ĕçлесшĕн мар эсĕ, пулăмсене хутшăнмастăн. Çавăн пек поэт-çынсем çырнă йĕркесене туртса кăларкаласах ĕмĕре ирттересшĕн-и тен?
Ну, Атнер, мĕн Хуначи Кашкăр ятне пĕрмай тĕлли-паллисĕр туртса калармалалла?
Пĕрремĕшенчен, вăл çĕре кĕнĕ, кунта килсе тавлашас çук. Иккĕмĕшĕнчен, хăвăрах каларăр вĕт министр мар çынна "эсир" тесе тертленмелле марри пирки. Эппин паллă-иç ку мыскара ăçтан сиксе тухни.