Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Любовь прощает любимому даже его вожделение.(Фридрих Ницше)
 

Ad

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333982 views

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (135)]

Comments:

Agabazar // 2893.64.7402
2014.01.23 12:08
Agabazar
Шел пулин те, кунта та тĕрлĕрен усал шăршă-маршă ытларах та ытларах килсе тăма пуçларĕ иккен.
Тимӗр // 2613.62.5616
2014.01.23 22:16
Акапасар,"правда в глаза колет"-тени сана пырса лекнĕ иккен.Тай,ан пăшăрхан.Пурте мĕскĕнленсе лармаççĕ.Така пусса,ялта сăра вĕретсе аксакалсемпе çамрăксем,ĕçлĕ çынсем хула варринчи кафере пухăнса хамăрăн несĕлсене асăнса сумлă сурхури ирттерме пултарчĕç.Пĕтĕмпех хамăртан килет терĕç аксакалсем.
Agabazar // 3080.61.7550
2014.01.23 23:09
Agabazar
Тай:"Ахальте укса илсе ларас кабинетсенче чавашсемшен ĕслетпер тесе."
Савăнас пулать кабинетсенче халлĕхе чăвашсемшĕн ĕçлекен шутланакансем пурришĕн (мĕнле тăваççĕ ĕçне —ку урăх ыйту...). Вĕсене хăваласа ярсан ну! савăнаççĕ ĕнтĕ тайсемпе тимерсем! Вара чăваша ырлăх çитет темелле-и?

...Хăвăр тата мĕнле чĕлхепе калаçкалатăр ачасемпе, хисеплех мар Тай? Çывăх тăванăрсем епле? Мĕн тĕлли-паллисĕр перкелешетĕр? Хулара пурнакансен ачисем 100% вырăсла калаçса пураннине эпир сирĕнсĕрех пĕлетпĕр. Кун пирки эп Тимерпе ун "камантине" те пин хут каланă. Хăнк та тумаççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.24 08:59
Акасапар камандине каласшăн:" Шăл йĕрсе, ĕçлетпĕр тесе каппайланса ан лар". Сан ÿлесе макăрмала, а эс çыран"Савăнас пулать кабинетсенче халлĕхе чăвашсемшĕн ĕçлекен ..."-тесе. Çав ĕçленĕ пек тăвакан Акасапаккасем пĕтереççĕ ĕнтĕ Чăвашлăха. Луччĕ ним те ан шавлаччăрччĕ, аттун ытти çынсене сивĕтеççĕ чăвашлăхран. Фу-Фу, намăс, акасапарккасем!
Саня матки Валерикки // 2355.46.2575
2014.01.24 11:07
Юрать Акапасар пур сирĕн! Вăл пулман пулсан кам çине тапăнаттăрччĕ-ши? Аксакалсем мар,хăвăрăн тытăнса тĕслĕх кăтартса "Эпир кам, эпир кам-чăваш йăхĕн маттуррисем!,-тесе Ĕç тунипе мухтанăр,шеремет ачисем...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.24 12:54
Саня матки, сана çак йĕркесем килĕшеç пулсан маллалла çырма пултаран:"Савăнас пулать кабинетсенче халлĕхе чăвашсемшĕн ĕçлекен шутланакансем пурришĕн"-Саня матки кабинечĕсене кĕрсе пăх-ха вĕсем патне.Кабинетран пуçне кăларма хăраç вĕсем.
"мĕнле тăваççĕ ĕçне —ку урăх ыйту.."-тесе çырать тата. Архиппăфф çавăн пек калаçса пурăнчĕ( тĕрĕссипе хальхисем те инçете кайиман-ха).
саня матки валерикки // 2355.46.2575
2014.01.24 15:51
Архипов мана парать, сана парать!Эс,ачам ДОР, ыйтуна урăхалла ан пăр!Тух та Хĕрлĕ Тÿреме:кăшкăр: Эп,Çеçпĕл ачи, тесе!
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.24 17:21
Тай каланине хирĕç нимех те калайманнипе пустуях сиксе ÿкеç акапасарсем ĕç тăвакансем çине.Хисеплă аксакалене пухма пултарнă.Несĕлсене асăннă.Хутшăннă.Ялти сăра пулнă.Эрех пулман.Чăвашла кăна ташланă.Мĕн килĕшместь?
Тай // 3913.58.4645
2014.01.24 17:34
Ухмахсем мар-ха.Куратпар.Акапасар властьран ыйтать ачисене килте чавашла каластарма.Пирен ачасем Тимерсемпе Карягенасеннипекех чаваш ятпа.Тете аппа-теççĕ.Эсир уксалла ĕслетер чаваша упрассишен.Саванпа акапасарсене Ленин усал самахпа калана.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.24 17:38
саня матки,мĕншĕн ман кăшкăрмала?Тухăр та Акасапарпа иксĕр кăшкăрăр.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 14

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters