Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Душа человека - лампа, у которой наука - пламя, а знания - масло.(Ибн Сина)
 

Ad

«Хыпар»: Чӑваш чӑвашпа чӑвашла...

«Хыпар»28.11.2013 13:2333981 views

Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртсенчен пӗрин ҫинчи адрес кӑтартӑшӗнче «ул. К.Иванова. К.Иванова урамӗ» тесе ҫырнине асӑрхатӑп та - кӳренмелле. Пӗлсех кайман ҫын ячӗ-шывӗ пулнӑ тӑк - йӑнӑша каҫарма та пулатчӗ пуль. Кунта вара - чӑваш поэзийӗн классикӗнчен хӗрарӑм туса хунӑ. Ҫак йӑнӑш тем тесен те ӑнсӑртран пулнӑскер мар вӗт, ку - пӗлменни. Тата - пӗлес теменни. Пӗлмесен ҫӑмӑлрах ҫав - ҫакӑ чи хӑрушши.

Юлташпа тӗп хулари пӗр лавккана кӗтӗмӗр. Тусӑм сутуҫӑпа чӑвашла сӑмах пуҫарчӗ. Хӗрарӑм вырӑсла калаҫать. Ку - каллех чӑвашла, лешӗ - ҫав-ҫаваҫ вырӑсла хуравлать. Тухсан хайхискертен тӗлӗнерех ыйтрӑм: «Вырӑс майрипе мӗншӗн ҫине тӑрсах чӑвашла пуплерӗн? «Ӑҫтан вырӑс пултӑр вӑл? - кулса ячӗ юлташӑм. - Пӗр ялтан эпир унпа - тап-таса чӑваш!» Апла тӑк мӗншӗн чӑваш чӑвашпа чӑвашла сӑмахлас темерӗ? Калама хӗн.

Вӑтанчӗ-ши? Пулӗ те. Каллех - кӳренмелле... Сутуҫӑшӑн вара, чӑвашсен тӗп хулинче ӗҫлекенскершӗн, паллах, чӑвашла пӗлни тем тесен те аван. Суту-илӳре, пӗлетпӗр-ҫке, паян клиент кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашла ыйтакана вӑл е ку тавар пахалӑхӗ, ытти пирки сутуҫӑ чӑвашлах ӑнлантарса пани тем тесен те килӗшетех - эппин, вӑл хайхи тавара туянас, ҫавна май хушма услам илес шанӑҫ та пысӑкрах. Вӑт, лавкка хуҫи ҫакна ӑнланса сутуҫа чӑвашла пӗлнӗшӗн кӑшт кӑна хушса тӳленӗ тӗк, иккӗленместӗп, сентре умӗнчи хӗрарӑм манӑн туспа тӑван чӗлхепе пуплетчех.

Паллах, предпринимательсене ҫапла туса чӗлхене упрама пулӑшмашкӑн хистеймӗн. Анчах влаҫ ӗҫ-хӗлӗнче ҫакнашкал мелпе усӑ курма пулатех. Тепӗр тесен - кунашкал сӗнӗве ҫӗнӗрен велосипед шухӑшласа кӑларнипе танлаштарма та пулать-тӗр. Пурччӗ-ҫке унашкал опыт, ӑнӑҫлӑскерехчӗ. Калӑпӑр, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат редакцийӗнче оклад ҫумне 10% хушса тӳлетчӗҫ - ҫапла, чӑвашла пӗлнӗшӗн. Вырӑнлӑ тӳлевччӗ. Правительство ларӑвӗсемпе парламент сессийӗсенчен пуҫласа пӗр-пӗр чиновник ирттерекен пӗчӗк кӑна брифинг таранах - пӗри те чӑвашла иртмест вӗт. Вырӑсла массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене ансат: вырӑсла каланине вырӑслах ҫутатмалла. Чӑваш журналисчӗсен куҫарма тивет - хушма ӗҫ вӗт. Ӗҫшӗн вара тӳлев пулмалла - ҫапла мар-им?

Тӗрӗссипе, вырӑсла МИХсен журналисчӗсене те чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнать. Тепӗр чух пӗрле пулнӑ май вӑл е ку мероприятире кам та пулин чӑвашла калаҫать те /Шупашкарта унашкалли те сайра хутра пулкалать-ха/ - «что он сказал?» тесе ҫулӑхаҫҫӗ. Корреспондент чӑвашла пӗлнӗ тӗк - вӑл ӗҫлекен хаҫатшӑн та усӑллӑрах пулатчӗ.

Ҫакнашкал йӗрке чиновниксемшӗн те пӑсӑклӑ пулмалла мар пек. Вӗсен вырӑсла калаҫакансемпе кӑна мар, чӑвашла сӑмахлакансемпе те хутшӑнмалла вӗт. Чӑваш пулнӑшӑн /кунта саккун йӗркисене ҫирӗп уякансем тӳрех национализм е дискриминаци сӗмне курӗччӗҫ/ мар, чӑвашла пӗлнӗшӗн хавхалантарасси пирки сӑмах. Чӑвашла вара чӑваш кӑна мар, вырӑспа еврей те, чеченпа тутар та вӗренме пултараҫҫӗ - ҫапла вӗт.

Тутар тенӗрен - Тутарстанра наци чӗлхине упрамалли программа йышӑннӑ - чӗлхене пӗлнӗшӗн ӗҫлекенсене шалу ҫумне 15% таран хушса тӳлемелли мера чӑннипех сулмаклӑ утӑм. Калӑпӑр, наука кандидатне е докторне хушса тӳлемелли йӗрке пур - кунпа никам та тавлашмасть. Ӑслӑ ҫын - пӗлӳллӗ, ку ӗҫре усӑллӑ. Эппин, пӗлӳшӗн хавхалантарни тӗрӗс. Анчах чӗлхе пӗлни те пӗлӗвех вӗт, ҫакӑ та ӗҫре пулӑшать, усӑллӑ пулсан мӗншӗн хавхалантармалла мар тет?

Паллах, тӑван чӗлхене укҫалла хисеплеттерес тени - ирӗксӗртен, урӑхла мел юлманнипе усӑ курмалли сӗнӳ. Тӑван чӗлхен халӑх ывӑлӗн-хӗрӗн юнра-чунра пулмалла тенипе никам та тавлашмӗ. Мускавра Чӑваш Ен представительствинче пулма тиврӗ те - хамӑрӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпред Леонид Волков чӑваш чӗлхине вӗренмелли уроксем ирттерни пирки пӗлтерсе савӑнтарчӗ. Занятисене кӑмӑлтан ҫӳрекенсен йышӗнче сумлӑ бизнесменсем те пур-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ - чӑвашсем, анчах хӑйсем Чӑваш Енре ҫуралман та - ачалла чӑвашла вӗренеймен. Аслашшӗ-асламӑшӗн, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине халь ӑса хывас тенӗ. Тӗрӗссипе, чӗлхе вӗсене бизнесра кирлӗ те мар-тӑр ӗнтӗ. Чун валли кирлӗ иккен - тӑван халӑхран, тымарсенчен хӑпманнине туйма кирлӗ.

...Шухӑшлатӑп та - калӑпӑр, ырантан мӗн пур чӑваш тӑван чӗлхене манса вырӑсла кӑна калаҫма пуҫласан мӗнле лайӑх пулмалла! Чӑваш ачисем валли вӗренӳ кӗнекисем кӑлармалла мар, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем шалу ыйтмаҫҫӗ, чӑвашла хаҫат-журнала, телекуравпа радиона тытса тӑмалли тӑкаксем ҫук тата ыт.те. Бюджетшӑн мӗн чухлӗ перекет! Ҫав укҫана, сӑмахран, патшалӑх служащийӗсене, ҫав шутра пуҫлӑхсен ывӑлӗ-хӗрне хваттер туянмашкӑн субсиди шучӗпе паракан укҫана пысӑклатмашкӑн яма пулатчӗ. Анчах ҫапла пулсан ҫӗр-ҫӗр ҫул упраннӑ чӗлхемӗр, халӑхӑмӑрӑн ватӑ историйӗ пирӗн ӑрӑва каҫарӗ-ши?

Ҫапла, чӑваш пулма ҫӑмӑл мар. Ҫакна, тӗслӗхрен, чӑваш журналисчӗ пӗр ӗҫ пурнӑҫласах вырӑс хаҫатӗнчи ӗҫтешӗсенчен чылай пӗчӗкрех шалу илнипе ҫеҫ каламастӑп. Вырӑс пулса ҫуралнӑ, ачаран вырӑсла калаҫса ӳснӗ май ҫак чӗлхепе сутса ямалла калаҫма-вулама пӗлнӗ тӗк пирӗнтен нумайӑшӗ, тен, ӑшӑрах-тупӑшлӑрах ӗҫ тупатчӗ-тӗр. Чӑваш пулса ҫуралнӑ та - тӳсмеллех. Тӳсесчӗ. Чӑн та, тӳсме пулӑшсан... аванччӗ.

n Николай КОНОВАЛОВ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (135)]

Comments:

Анюта В. // 4186.57.1361
2013.12.27 22:20
Вау! Везде одни и те же.
Микула // 3374.76.9814
2014.01.20 11:13
Амĕшĕн сĕчĕпе ăс кĕмесессĕн качака сĕчĕпе кĕмест.
Ачана мĕн пĕчекрен чăваш чĕлхи вĕрентмелле!
Хамăн ачасене ниепле те анне теме вĕрентееймерĕм вĕт! Хама атте тесе чĕнеççĕ-ха, амĕшне вара -мама.Садикре çапла вĕрентеççĕ.Пĕр хушă шкулта ĕçленĕччĕ. Педсоветсене , тата ытти канашлусене чăваш(!) ялĕнче пурăнакан вĕрентекенсем вырăсла иртереççĕ. Çав вăхăтрах Пушкăртран килнĕ удмурт, хуларан качча килнĕ вырăс майри тап таса чăвашла калаçма вĕреннĕ.
Agabazar // 1582.20.6927
2014.01.20 12:29
Agabazar
arni220:"Хамăн ачасене ниепле те анне теме вĕрентееймерĕм вĕт!" Çиччас Тимер кунта килсе çитет те "персе пăрахассипе" хăратма пуçлать ак...

...Чăннипе вара сăлтавĕ ансат:arni220: <<Садикре çапла вĕрентеççĕ>>
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 15:45
Тимĕр хăратмĕ-ха,Акасапар пурне те хăратса пĕтерчĕ паянхи кунччен. То "тапать вăл хырăмран", то "чышать сăмсаран", тата ыт. те. Ку сăмахсене Акасапар çыриччен форумра "чышас,тапас" текен киревсĕр сăмахсем пулман та. Ку сăмахсене Акасапарккасем аргумент çителĕксĕр пулнипе усă кураççĕ, как ,впрочем,и во всем мире.
Тимӗр // 1145.75.9778
2014.01.20 18:07
Акапасар пеккисене хăть персе пăрах,хăть çиелтен укçа пар - усси пулмĕ.Ачисем Атнер е илемпи мар.Килĕнче, паллах,пчапа-мама.А чăвашлăх пирки мĕнле кăна сĕнÿ-программа тума пултараççĕ.Пурте йĕри-тавра айăплă вĕсемшĕн.
Якур // 2657.74.8546
2014.01.20 19:15
Акапасара персе пăрахма кирлĕ мар. Вăл чăвашри пĕр-пĕччен, пĕртен-пĕр интеллигенци, интеллигенцисĕр юлатпăр вĕт!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.20 19:51
Якурпа Тимĕр, тархасшăн персе пăрахмалли çинчен ним те ан калаçăр. Аре,Акасапарĕ çав калаçуран "бомба" туса хурать вăл. Эсирех "бомбăран" хăрамăр-ха, анчах та Акасапар пек интеллигента тапратса яма пултараттăр.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.22 11:39
Тен Акапаср пеккисене укçа тÿлемелле чăвашла калаçнăшăн çемьре ачисемпе.Влаç мĕн шутлать -ши кун пирки?
Якур // 2339.60.7806
2014.01.22 21:27
тавай Акапасара пирпе сăмахланăшăн та укçа тÿлер. Унсăрăн вĕçĕ-хĕррине тухимастпăр. Те ачисем нумай унăн, пĕрмаях укçа çинчен калаçать.
Тай // 3913.58.4645
2014.01.23 09:34
Ахальте укса илсе ларас кабинетсенче чавашсемшен ĕслетпер тесе.Мен усси весенчен.Ачисемчаннипех те килте чавашла каласмас пулсан пурте весем коллаббрационистсем.

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 14

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters