Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Человек в самом себе носит самого страшного из своих врагов. (Ж.Ламетри)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

Аçтахар Плотников02.01.2014 18:0925379 views

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук. Хайхи пӗр Фучик урамӗнче кӑна тӗл пулчӗ чӑвашли. Атьӑр-ха майӗпен ман маршрутпа пӑхса тухар.

Чи малтанах мана «Дорисс» парк патӗнчи ункӑ кӗтсе илчӗ — вырӑсла кӑна:

<br/>Посмотреть на Яндекс.Фотках

Хулана кӑнтӑр енчен килекенсене миҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑн вырӑсла «Мира и благополучия в новом году!», «Счастья и радости в новом году!», «С новым годом и рождеством!» сӑмахсемпе кӗтсе илет. Хӑнӑхнӑ та, чӑвашланасса кӗтсе илме те ҫук пулӗ...

Малалла ҫул Трактор тӑвакансен проспекчӗпе выртрӗ — кунта вара Трактор тӑвакансен культура керменӗпе «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫумӗнче «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми курӑнчӗ.

Малалла «Лента» лавкка лекрӗ — вӑл ха хӑйӗн патне тавар тавраш туянакана вырӑсла кӗтсе илет — «С Новым годом!». Сӑмах май, ҫул таврашӗнче Ҫӗнӗ ҫулпа саламланисем питӗ сахал курӑннине палӑртса хӑварас пулать. Хайхи укҫисем ҫитмен-ши? Чӑрӑшсем вырнаҫтарнипех ҫырлахнӑ. Уйрӑмах Ленин районӗнче саламланисем сахал.

Трактор тӑвакансен проспекчӗ пӗтрӗ те Ленин Комсомолӗн урамӗнелле пӑрӑнтӑм. Кунта пысӑк лавккасем ҫук, ҫавӑнпа та саламлавсем те курӑнмарӗҫ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патне ҫитсен кӑна вырӑсла саламлав тӗл пулчӗ. Сӑмах май... «Мадагаскар» хӑнасене жираф кучӗпе кӗтсе илет. Хальхи культурӑшӑн ҫапла вырнаҫтарни туянакансене илӗртет тесе шутлаҫҫӗ-ши? Ман хамӑн темскер унта кӗрес шухӑш ҫуралмарӗ. Электронлӑ табло ҫинчине ӳкертӗм те малалла — Мир проспекчӗ еннелле — кайрӑм (сӑмах мар Эгер бульварӗпе унта тата пӗр хӑма пурччӗ, вырӑсла саламлаканскер, анчах ӳкерсе ӗлкӗреймерӗм.).

Ҫула май тепӗр реклама хӑми курӑнчӗ — унта «С новым домом!» тесе саламланӑччӗ пулин те, ӳкерсе илтӗм.

Мир проспектӗнче пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе «Юрат»-па «Кӗрӗк» вырнаҫнӑ ункӑ патне ҫитрӗм — ни вырӑсла, ни чӑвашла. Ҫаврӑнса Калинин урамӗ еннелле кайрӑм. Пир-авӑрҫӑсен урамӗн 2-мӗш ҫурт умӗнчи ункӑ патӗнче («Мега Ивушка» ҫумӗнче) пысӑк саспаллисемпе вырӑсла «С новым годом!» тесе вырнаҫтарнӑ.

Маларах кайсан, хайхи ЧНК ҫурчӗ патне ҫитерехпе «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми тепре тӗл пулчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне иртсе кайсан — каллех вырӑсла: «С Новым годом и Рождеством!». Кӑна Арбат пуҫламӑшӗнче ҫырса ҫапнӑ.

Тата малалла кайсан «Перекресток» лавкка каллех вырӑсла саламлать:

Тепӗр чарӑну вара Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче. «Хавал» пӗрлӗхӗн ҫырӑвӗ кирлӗ пӳлӗме ҫитеймен пулас — Ҫӗнӗ Ҫулпа вӗсем те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ.

Малалли ҫул Мускав проспекчӗпе, Макҫӑм Горький проспекчӗпе, Университет урамӗпе выртрӗ. Кунта нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. «Контур»-та та чӑрӑш кӑна тӑратчӗ. «Раща» унки патне ҫитсен кӑна пиртен тунӑ баннер ҫакӑнса тӑни курӑнчӗ.

Мускав проспекчӗпе мала кайсан «Ҫурҫӗр» пасар вырӑсла саламлани курӑнчӗ.

Малалли ҫул Пирогов урамӗпе, 30-мӗш автобулпа выртрӗ. Президент бульварне пӑрӑнсан «Каскад» суту-илӳ центрӗ умӗнче тата салам сӑмахӗ курӑнчӗ. Ҫук, чӑвашла мар. Асӑрхарӑр пулӗ, хула тӑрӑх нумай ҫӳретӗп пулин те чӑвашли пӗрре те курӑнмарӗ-ха.

Правительство ҫурчӗ умӗнче нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Пукане театрӗн алӑкӗ тӑррине вара вырнаҫтарнӑччӗ — «С Новым годом!» Кусем те пулин ма-ха чӑвашла ҫырман-ши тесе иртсе кайрӑм вара...

Кӑштах ансан Дзержинский урамӗпе Карл Маркс урамне каҫрӑм. Хайхи Республика тӳремне ҫитрӗм. Ку саламлав пирки пӗлтерме кирлӗ мар ӗнтӗ — темиҫе ҫул каялла туса хунӑскерне кашни ҫул Ҫӗн ҫул умӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хирӗҫри ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи «2014» тесе ҫырнине юрать-ха кашни ҫул ҫӗнетеҫҫӗ.

Малалла «Почта России»-н тӗп уйрӑмӗ умӗнчи «2014» паллӑ кӗтсе илчӗ. Ӑна шутламасан Ленин проспекчӗ ытла та кичеммӗн ку тӗлӗшпе курӑнчӗ — саламлавсем сахал.

Гагарин урамӗ таран хӑпарсан та пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Чӑрӑшсем кӑна. Малалла вара Кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитсе курас терӗм. Ҫапла май Гагарин кӗперӗпе каҫрӑм, Юлиус Фучик урамне тухрӑм. Кунта вара — тӗлӗнтермӗш! — чӑвашла саламланине асӑрхарӑм! «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» ҫырса хунӑ.

Граждански урамӗнчи ункӑра та саламлани курӑнчӗ, анчах вырӑсла.

Граждански урамӗпе малалла кӗрсе кайсан саламлавсем тата та тӗл пулчӗҫ. Вырӑслисем кӑна.

Кантӑр-анӑҫ районӗнче ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Вокзалалла ҫул тытрӑм. Лакрей вӑрманӗ патӗнче «2014» ҫырни курӑнчӗ. Асӑрхама йывӑр, каҫхине ҫутӑ ҫутсан ҫеҫ лайӑх курӑнать пулас.

Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта каллех вырӑсла саламлани тӗл пулчӗ.

Малалла вара чукун ҫул вокзалне ҫитрӗм. Кунта вара Раҫҫей чукун ҫулӗ самай саламласа тухнӑ — чӑрӑш умӗнче те, вокзала кӗнӗ ҫӗртре те. Йӑлт вырӑсла. Юрать-ха чӑрӑшӗ патӗнче кӑштих чӑваш тӗррисемпе усӑ курнӑ.

Малалла ҫул МТВ-центр патнелле выртрӗ. Чапаев скверӗ умӗнче вырӑсла «С Новым годом!» тенине ӳкертӗм те мӗн киле таврӑничченех урӑх пӗр салам сӑмахӗ те курмарӑм. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче те салам сӑмахӗ ҫук.

Мӗнле пӗтемлетӳ тумалла? Пӗлтӗр, 2013 ҫулта (паян эпир 2014 ҫулта!), Михаил Игнатьев наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирӗнче реклама-растяшка таврашне чӑвашлатма шантарнӑччӗ. Укҫине те кирлӗ чухлӗ уйӑрма пулать тенӗччӗ — http://chuvash.org/news/2977.html Анчах сӑмахӗ суя пулса тухать мар-и? Эп паян курнӑ 23 салам сӑмахӗнчен пӗри кӑна чӑвашла (тӗрӗссипе 24, анчах пӗрине, каларӑм-ҫке, ӳкерме ӗлкереймерӗм). Хула администрацийӗ ҫапла хӑтланать ӗнтӗ. Анчах та чӑвашла ытларах тума никам та чӑрмантармасть вӗт! Ак, ман куҫа тӗл пулнӑ 5 реклама хӑминех илес — ара пичетлеме пӗр хаках ларать-ҫке. Ма пӗрре мар, виҫҫӗшне чӑвашла пичетлес мар? Иккӗшӗ, юрать, вырӑсла пулччӑр. Е растяжкӑна илес. Реклама хӑми ҫине чӑвашла ҫырма май тупнӑ пулсан кунта та ним мар ҫырма пулать ӗнтӗ. Иккӗшӗнчен пӗрине ил те чӑвашла ҫыр! Ҫук, вӗт, вырӑсла кӑна шаплаттарнӑ. Суту-илӳ лавккисене (унта хуҫисем пур-ҫке...), тен, ҫак ӗҫе хутшӑнтарма йывӑр, анчах правительство хӑй саккун кӑларать пулсан, хӑй те пулин ӗҫлемеллех ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртсе кайрӗ темелле. Халь тин кӑна улӑштарса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах та ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул валли ман шутпа Михаил Васильевичӑн хӑйӗн сӑмахне тытмаллах — хулана чӑвашлатма тытӑнмалла.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (80)]

Comments:

Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 19:30
Паллах, намăс чăваш Çĕн Çула вырăсла кĕтсе илни. Анчах, вырăсĕ те "Новый Год" чăвашла кĕтсе илме килĕшмĕ пулĕ çав. Сăмахран, чăвашсем Çĕнĕ Çула хăш вăхăтра палăртнăччĕ-ха?
Тимӗр // 1094.20.4285
2014.01.03 21:53
Акапасар.Йĕрсе лариччен атя-ха каятпăр хула администрацине ку ыйтупа.Санăн кумиру ЧНКри Архипофф тăвайман ĕнтĕ çак ĕçе.Влаç растяжка тума килĕшмесен хамăр укçапа хăть çакăпăр.Эп яланхи пекех хам енчен укçа хывма хатĕр.А эсĕ?
Улатимĕр // 3481.55.6158
2014.01.03 21:54
Никам-та чĕнменнине кура çапла хăтланаççĕ влаçсем. Çыру çине алă пустарма пуçтармашкăн студентсене явăçтармалла,Чăваш университечĕсем пур тăр -ха паянхи куна Шупашкарта? Закон ирĕк панă пулăмсене пурне-те ыйтмалла влаçран, ĕçлемелле! Макăрман ачана никам-та чĕчĕ памасть.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 23:32
Agabazar
Timer:"А эсĕ?"
"Эсĕ" тесе Аршинована кайса калăр.

Сахвантей:"Макăрман ачана никам-та чĕчĕ памасть." Мускав куççуле ĕненмест.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.04 12:21
Нивушлĕ конгресс та Çĕнĕ Çулпа хăйĕн çурчĕ çине те çакайман.Уяв ячĕпе тени Акатуй хыççăн юлнине усă курма кăна пултараç-им.Президиумра çĕрме пуянсем нумай теç.Юрăçсем те паянхи кун чухăн мар.
2014.01.04 12:47
Аçтахар Плотников
«"Эсĕ" тесе Аршинована кайса калăр.»
Акапасар, атя кашни хăй суйлĕ — эсĕ е эсир. Кашнин хăйĕн философийĕ.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2014.01.04 13:07
Ачсемĕр, айтăр кашни уяврах Шупашкарта чăвашла саламласа çырнă плакатсем çакар! Рекламă-компанисене, ЧНКна сĕнÿсем парса хурар. Кашарни, Сурхури çитет. Васкар! Сайтра та чăвашла саламласни пулсан пăсмасччĕ.
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 15:26
Agabazar
Ефим Н.:"Шупашкарта чăвашла саламласа çырнă плакатсем çакар!"Туалетсем çине çырса çапсан çеç! Лайăх вырăнсенче влаçсенчен ирĕк илмесĕр çакма çук. Суд тăваççĕ, штраф тÿлеттереççĕ ХУ ТĔЛЛĔН ХĂТЛАНСАН.

Admin:"Акапасар, атя кашни хăй суйлĕ — эсĕ е эсир. Кашнин хăйĕн философийĕ." кунта "эс" текенсен хвилоссохвийĕ пĕрре: Акапасар министр, депутат, прокурор, король, судья, Аршинова, полицейский, президент мар — çавăнпа ăна "эсир" тесе тертленмелле мар. Урăхла хвилоссохви унта ПĔР МИЛЛИГРАММ ТА ÇУК.
2014.01.04 16:43
Аçтахар Плотников
Ефим Н., атя, йĕркеле. Эп текстне çырса парăп: «Чăваш халăх сайчĕ пурте те Сурхури ячĕпе саламлать!», е «Сурхури ячĕпе, Шупашкарăм!», е «Сурхурипе Кăшарни эрни çитнĕ ятпа саламлатпăр!» //ку канмалли кунсенче реклама агентствисем çывăраççĕ пуль, кану вăхăчĕ вĕт вĕсен...
Сайтра, паллах, салам пулать. Сурхури ячĕпе те, Кăшарни эрни ячĕпе те уйрăмшар хыпарсем те пулĕç.
2014.01.04 16:46
Аçтахар Плотников
Акапасар, теприсем (эс пĕлменнисем пулас) чăвашсем «эсир» тенине вырăссенчен илнипе, унччен ялан «эс» тенипе, хальхи вăхăтра чылай çĕршывра «эсĕ» çине куçнипе сăлтавлаççĕ.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters