Пирĕн шкулта та çук халĕ медперсонал. Тоже сократили. Юрать-ха шкулăн пĕр пайне медицинский офис туса хучĕç те, чуть что, ачасене унта илсе каятпăр. Паллах, врач эрнере 1 хутчен кăна килет 25 çухрăмран. Больници те укçа çине ланкса ларнă иккен ку хушăра: УЗИ тума 600 тенкĕ ытларах, томографи - каллех пине майлах. Кайса ÿкиччен УЗИСĕрех пурăнкалама тивет пуль.
Якур // 3139.56.0831
2014.06.04 06:32
Тимĕр каллех калаçăва шÿте куçарса ярать. Кунта кашни кун саккунпа килĕшÿллĕн çирĕп ыйтса пурăнмасан ним те пулмасть.Ялтисен вырăнти кăлапаран, вырăнтисен -район кăлапинчен, кусен вара -Чăваш кăлапинчен, ку кăлаписен--Кремльтен çирĕп ыйтмалла. ХАЛĂХ Пурнăç шайне хăпартасси çинчен эппин. Тимĕр, ан кул. Тен вертикалĕ те кирлех пуль. Анчах пирĕншĕн ни Меркель, ни Обамă влаçран ыйтма килместь.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.04 11:17
Питĕ кăсăклă пулса кайрĕ.Ял кăвапи,район кăвапи паллă-ха.Вĕсене тÿрех пуçилле ĕçĕпе хĕстереç.Якурăн хастарлăхĕ тĕлĕнтерет:Кремльтен мĕнле майпа ыйтмалли пирки тĕплĕнрех пĕлтерсен аван пулĕччĕ.А ту вăн Сердюковран мĕнле çирĕп ыйтрĕç милиардсене" çухатнăшăн".
Ман шутпа, Атнер тăванăм, Якур каласшăн çапла: паллах, Кремльтен ыйтмалла кашни регион пуçлăхĕ; паллах кашни пуçлăхăн реальнă ыйтусем лартмалла; паллах çирĕп ыйтма пултарать регионта йĕрке тума пултаракан пуçлăх çеç. Çавăнпа регион пуçлăхне ĔÇлеме пултаракан, малашлăх пирки шутлакан ăслă-тăнлă çынсене лартмалла( суйласа-и унта, новгородски "вече"-ре-и).Вара çав çирĕп çынсен ыйтмалла.Паллах,В.Туркай лартимаç кун пек ыйтусене.Мĕн ăнланмалли çук,Атнер тăванăм? Сердюков пирки кам ыйтма пултарать вара паянхи кун?Хура халăх?
Кунта экономика енчен шухăшласа пăхмалла: çак штата тытни мĕн хака ларать тата усси пур-и унран? Сăмахран, пирĕн шкулта, Красноармейскинче, 350 ача пулсан та (тепĕр шкулĕнче 500 ача ытла!) пĕр штат та , çур штат та медперсонал çук. Паллах, влаçрисен çакна ылмаштарма альтернативлă майсем туса памалла...