Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Одному лучше - потому, что когда один - я с Богом.(В. В. Розанов)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Макӑрсан та памаҫҫӗ

Аçтахар Плотников20.11.2014 17:1413276 views

«Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ», — тет ваттисен сӑмахӗ. Шупашкарти чарӑну ячӗсене вырӑсла ҫеҫ хӑварни пирки мӗн чухлӗ шавламарӗҫ пулӗ — ӗҫӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймасть. Хайхи ҫак ваттисен сӑмахне шута илсен «макӑрсан та памаҫҫӗ» тесе вӗҫлемелле пуль? Е вӗсемпе урӑхла калаҫмалла-ши? Выҫӑ тытса? «Чӑвашла ятсем ҫырса тухиччен выҫӑ тататӑп», — тесе пуль? Тен ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлӗҫ?

Чарӑну ячӗсенче — вырӑслисенче — йӑнӑшсем те пурччӗ. Вӗсене тӳрлетме хула влаҫӗ вӑхӑт тупрӗ, чӑвашла ҫырманнине вара халӗ те тӳрлетеймест. Те вӗсен шухӑшӗпе ку йӑнӑш та мар? Акӑлчанла (е китайла?) хӑвӑртрах ҫырса хурӗҫ пуль.

Е чӑвашла ҫырнӑ ятсенчи йӑнӑшсене илес. Ҫулӗ-ҫулӗпе йӑнӑшпа ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, никам та тӳрлетесшӗн мар. Хайхи «Сире валли чӑвашла ҫырса панӑ, мӗн ҫителӗксер-им? Тата мӗн пире чӑрмантаратӑр?» тесе ыйтнӑнах туйӑнать. Вырӑслинчи йӑнӑшшӑн яваплӑх пур, чӑвашлинчишӗн — ҫук.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (37)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2014.11.23 20:25
Тÿре урлă чвашлăха хÿтĕлени йăлăнса çÿрени пулать-и?.Кунта тĕрĕс кланă.Кам чăваш чĕлхине хисепемесĕр саккуна пăсать-унăн явап тытмалла..Хăй вăхăтĕнче Тымарлана пулăшма хал çитерекенсем пулмарĕç çав.
Agabazar // 2482.16.3919
2014.11.24 00:14
Agabazar
Ну хăвăр мĕн туса пит каплантартăр?

Çÿрĕр судсем тăрăх, кам чарать? Анчах та "суд пулăшнипе" пĕр-пĕр чĕлхе тĕнчере акăш-макăш аталанса кайни ниçта та пулман халиччен. Ун пек тĕслĕхсем çук.

"Республика" тĕп редакторĕн Лидия Филиппован "Чĕлхене... суд тăваççĕ" текен статйине тупăр та тĕплĕн вуласа тухăр.

Е "Илле Иванов ĕçĕпе" тепĕр хут паллашăр. Тымарлансене тахçанах "нейтрализациленĕ".
Якур // 2849.90.3939
2014.11.24 00:53
Акапасар пичче, эсĕ третейский судья им кунта? Хăв мĕн турăн?-тесе кăшкăрашатăн çеç.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.24 09:14
Акапасар,капла тĕнчере мĕнле чĕлхе акăш-макăш аталанса кайнине пĕлетĕн?.Тымарлан судсенче чăвашла кăна калаçтарнă чухне ăçта пулнă санăн журналюгусем?.Тымарлан чĕлхене хÿтĕлесе пикет ирттерчĕ.Ма "Республика" хаçат нимте çырмарĕ?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.24 12:44
Атилла хăта! Çав пикета Акасапара пит чĕнтĕм-пыраймарĕ. Ахăртнех, хăйĕн ăшă пуканне кам та пулин йышăнасран хăрарĕ пулмалла. Акасапар виртуал пулнине эпир пĕлетпĕр, вăл виртуал-проэкчĕ.
Agabazar // 4088.26.0765
2014.11.24 12:48
Agabazar

Тымарлана — чыс та мухтав,

анчах та паян унăн шăрши-марши те сисĕнмест. Çав шутра, унăн еткерлĕхне те туйса илме çук. Тепĕр тесен, çыннăн мухтав сăмахне çеç мар итлесе лармалла. Унăн ĕç-хĕлне шута илсе ăна премисем, медальсем, орденсем пама шутлаççĕ-и?
Тĕрĕссипе вара çак пултаруллă чăваш маргинала çаврăннă пулас. Бомжа тухасси те, ахăртнех инçе мар. Атилăсемпе ыттисем "мухтаса" ларнинчен кунта нимĕнле усă та çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.24 13:23
Апла пулсан, Акасапар вăраххăн ...фобия чирĕпе чирлеме пуçланă.Ним те тумаç кунта пуш параппан çапнисĕр пуçне.1945 çулта амерсем Яппунсенне темиçе хулине авиабомбăсем кавир пек тăкса салатнă(Токио хулине веç салатнă пулнă).Акасапар пек пуш параппан çапса ларсан яппунсенчен паян шăрши-марши юлмастчĕ тĕнчере.Нараями тăвĕ çине кайса вилетчĕç(фильм Легенда о Нараями). Анчах та вĕсем çанă тавăрса ĕçлерĕç.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.24 17:44
Акапасар,маргинал вăл-ЭСĔ. Тымарланăн чĕрне хурине те тăмастăн-виртуал.Çирĕм çул кĕрешсе пăх-ха эсĕ,курăпăр,мĕн юлĕ санран.
Agabazar // 3761.0.2761
2014.11.25 00:14
Agabazar
Маргинал тени пачах та начар сăмах мар. Маргинал пулнишĕн маргиналĕ хăй мар,

ăна маргинала кăларакан çынсем айăплă

. Вăт эсир Тымарлана "мухтам" пекки туса ларатăр, çав вăхăтрах ăна çĕклесе ярасси, çынсемшĕн чăнах та усăллă персона тăвасси пирки ним те шутламастăр. Пĕтет вĕт капла пултаруллă çын! Пустуях пĕтет! Çирĕм çул мар, ĕмĕрĕпех тăсăлма пултарать ку!!!!

Ытла та пит чееленсе кайнă: Тымарлан ĕнси çинче рая кĕрсе каясшăн. Лешĕн, Тымарланăн ĕнтĕ, харпăр пурнăçĕ çук та тейĕн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.25 09:04
Акасапар йĕкĕлтет,хĕтĕртсе вăрçтарса ярасшăн( украинă политикĕсем пекех). Кун пек пулăмсене историре тата библире "иудейство" тенĕччĕ пулас.

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters