Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Я не лечу. Я помогаю пациенту лечиться.(C. Колпаков)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Макӑрсан та памаҫҫӗ

Аçтахар Плотников20.11.2014 17:1413274 views

«Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ», — тет ваттисен сӑмахӗ. Шупашкарти чарӑну ячӗсене вырӑсла ҫеҫ хӑварни пирки мӗн чухлӗ шавламарӗҫ пулӗ — ӗҫӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймасть. Хайхи ҫак ваттисен сӑмахне шута илсен «макӑрсан та памаҫҫӗ» тесе вӗҫлемелле пуль? Е вӗсемпе урӑхла калаҫмалла-ши? Выҫӑ тытса? «Чӑвашла ятсем ҫырса тухиччен выҫӑ тататӑп», — тесе пуль? Тен ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлӗҫ?

Чарӑну ячӗсенче — вырӑслисенче — йӑнӑшсем те пурччӗ. Вӗсене тӳрлетме хула влаҫӗ вӑхӑт тупрӗ, чӑвашла ҫырманнине вара халӗ те тӳрлетеймест. Те вӗсен шухӑшӗпе ку йӑнӑш та мар? Акӑлчанла (е китайла?) хӑвӑртрах ҫырса хурӗҫ пуль.

Е чӑвашла ҫырнӑ ятсенчи йӑнӑшсене илес. Ҫулӗ-ҫулӗпе йӑнӑшпа ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, никам та тӳрлетесшӗн мар. Хайхи «Сире валли чӑвашла ҫырса панӑ, мӗн ҫителӗксер-им? Тата мӗн пире чӑрмантаратӑр?» тесе ыйтнӑнах туйӑнать. Вырӑслинчи йӑнӑшшӑн яваплӑх пур, чӑвашлинчишӗн — ҫук.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (37)]

Comments:

Владимир // 3226.43.2355
2014.11.20 17:49
Ку, ман шутпа,хула администрацийĕпе суд урлă тапăçса çĕнтерме май пур япала пек туйăнать. Лайăх тăнлă адвоката тара тытмалла. Ĕçне вара Наци Конгресĕн (юридическое лицо)йĕркелесе ертсе пымалла. Урăх йывăр ĕçе путман пулсассăн. Хыпар хаçачĕ вара мĕн калать -ши кун пирки.
Agabazar // 3506.61.1838
2014.11.20 18:06
Agabazar
Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ. Анчах та йĕнин те усси çук.

Мĕншĕн тесен "Мускав куççуле ĕненмест". http://slovarick.ru/606/
Agabazar // 3506.61.1838
2014.11.20 18:12
Agabazar
Волоча, мĕн суд пирки асăнатăр ĕнтĕ?

Суд вĕçне тăрса юлсан пурнăç пĕтрĕ вара вăл!!! Суда парса курнă çынсем. Калăпăр, Пил Тымарлан. "Çĕнтернĕ" вăл судра. Вара мĕн? Пурнăç улшăнчĕ-им? Ним те улшăнман!

Халĕ тата Пил Тымарланăн хăйĕн те "шăрши" сисĕнмест ниçта та.

Суд çине пит шанатăр пулсан, мĕнех, хăтланса пăхăр.
Якур // 1413.90.7766
2014.11.20 19:01
Кунта бюджетри гуманитари институчĕ пур. Çав чăвашла чарăну ячĕсене ахăртнех вĕсем куçарса панă. Çавсен ĕçне вĕçне çити туса пĕтермелле çеç. А вĕсем конференцисем,симпозиумсем пухаççĕ. "Вак-тĕвек ĕçсемпе" хăтланасшăн мар иккен.
2014.11.20 19:05
Аçтахар Плотников
Чăваш чĕлхе комиссийĕ тахçанах вĕсене куçарса панă: http://comissi.chv.su/node/34
Agabazar // 3506.61.1838
2014.11.20 19:45
Agabazar
Тăвас текен — ĕçне тăвать.
Тăвас мар текен — сăлтав шырать.
Якур // 3395.44.6125
2014.11.20 23:58
Админ,шăллăм! Куçарса панă тесе халь алла усса лармалла-и? Ĕçе вĕçне çитермелле, ку чарăну ячĕсене В.В.Путин валли мар, халăха валли, пире валли тата халăх укçипе, пирĕн укçапа тунă. Çавна ăнланмалла ĕнтĕ.Чăваш чĕлхе комиççийĕ куçарнă тенипе çырлахса лармалла мар.

Pages: 1, 2, 3, [4]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters