Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь». Туркай ҫапла каланӑ пулать, тет-и: «Мӗнле уйӑх вӑл ака уйӑхӗ? Кам пӗлет ӑна?» Вара вырӑссенчен лекнӗ уйӑх ячӗсемпе усӑ курма тытӑннӑ. Белоруссемпе украинсем хӑйсен ячӗсемпе усӑ курма хал ҫитереҫҫӗ, эпир вара пире мӑн асаттесенчен ҫитнӗ ятсене — ҫук.
Ак тепӗр япала — терминсем. Туркай «малашне хаҫат халӑха ҫӗнӗ терминсемпе йӑлӑхтармасси» ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла май «заместитель», «генеральнӑй», «сотовӑй», «указ» сӑмахсем хаҫатра ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫав-ҫавах, «культурӑпа кану центрӗ», «курав», «ҫавра сӗтел», «таврапӗлӳ», «ӗҫтӑвком» терминсем пач ҫухалман-ха — ҫӗнӗ кӑларӑмра та сахал мар.
Алексей Леонтьев пуҫлӑхра ларнӑ вӑхӑтра, паллах, ҫитменлӗхсем сахал марччӗ, анчах вӑл чӑваш чӗлхине аталанма ҫӗнӗ терминсем кирлине ӑнланатчӗ пулас — вӗсем унта тӑтӑшах тӗл пулатчӗҫ. Тен, кирлех те мар вӗсем? Тен чӗлхене аталанма чӑрмантараҫҫӗ? Анчах «вулакана чӑрмантараҫҫӗ» тейӗпӗр те ҫӗнӗ пӗр термин та кӗртмӗпӗр. Вара мӗн пулса тухӗ? Терминсем ҫаплипех юлӗҫ. Вырӑс чӗлхинчи пеккисем — ара пурте тенӗ пекех вырӑсла вулатпӑр, калаҫатпӑр, ҫапла май вӗсене лайӑхрах пӗлетпӗр мар-и? Чӑваш чӗлхине аталантарни пулӗ-ши вӑл? Ҫӗнӗ терминсем чӗлхеҫӗсен пуҫӗсенче ҫуралса унтах пӗтни, вулакан халӑх патне ҫитейменни усӑллӑ пулӗ-ши? Ман шутпа ку пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнипе тан.
Совет саманинчи текстсене вулатӑн та... те вырӑсла текста вулан, те чӑвашлине — ӑнланса илме май ҫук. Тӗрӗссипе каласан вӑл вӑхӑтра текст чӑвашла пулни ытларах туйӑнатчӗ-ха ӗнтӗ — ун чухне ҫыраканӗсем хальхи пек вырӑсла шухӑшӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырса хуракан марччӗ-ха. Анчах чылай термина вырӑслинчен илсе ним уямасӑр усӑ курни хальхилле пӑхсан тӗлӗнтерет. Халь вара вулакан хыҫҫӑн кайса тексчӗсем те — вырӑсла шухӑшласа ҫырнисем, терминӗсем те — вырӑсла. Малашне вырӑс чӗлхи ҫине куҫасси кӑна юлать. (Ак сӑнатӑп та «Хыпар» сайтне, вӑл ытларах та ытларах вырӑсланса пынине куратӑп — паян тӗсӗсене те Раҫҫей тӗсӗсем ҫине улӑштарчӗҫ пулас).
Ҫавах те Петӗр Хусанкайӑн вилӗмсӗр сӑвӑ йӗркисене асаилтерес килет:
Никамран та ютшӑнмасӑр,
Тан курса пур йӑхсене,
Ят хума пултарнӑ хамӑр
Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене.
Чӑн та, енчен те ытти халӑхсем пӗр-пӗр япалана хӑй ятне пама пултарнӑ пулсан, эпир те чӑвашсем, вӗсенчен пӗрре те катӑк мар пуль. Эпир те ҫав япалана хамӑрла, чӑвашла, калама пултаратпӑр. Ҫав ята вара халӑх патне ҫитерекенни чӑвашсен хаҫачӗ пулмаллах. «Хыпар» хаҫат тиражӗ Туркай калашле пӗчӗк пулин те, вӑл ҫавах пирӗн сайта кӗрсе тухакансеннинчен пысӑкрах.
Чӑваш терминӗсене хӳтӗлесе, вӗсем валли те «Хыпарта» вырӑн тупӑнасса шанса, Николай Плотников.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Эп сире сĕнтĕм терминсем сайта кĕрсе конкретлă ĕçсем тума. Унта сире, тем, асăрхамарăмăр.
Чăннипе акă ăçта вăл кĕрешÿ фрончĕ! Уйăх ячĕсем — вĕтĕр-шакăр çеç. Калап-çке, мана сентябрь, октябрь, ноябрь тата декабрь çеç тивĕçтерсех пĕтереймеççĕ. Тăватă ят.
Асав // 4117.51.7078
2014.12.30 17:26
Эпĕ ÿпкелешместĕп, Чăваш Чĕлхи Чăвашла пулмалла! Хамăрăн пур сăмахсара уямасан - кам эпир? Чĕлхемĕре пытарма виле шăтăкĕ чавуçăсем кăна!
Эпĕ пĕлмен те,каçар Акасапар хăта! Эсĕ куллен кĕрешÿ фрончĕнче иккен! Юрать пĕлсе юлтăм, татăклă çĕнтерÿ сунатăп сана! Тата Çĕнĕ Çул ячĕпе,Çĕнĕ Çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сана!Пĕтĕм пăтăрмахсем кив çулта юлччăр! Мухтав касапара! Мухтав унăн Çĕнтерÿ патне тăвас утăмĕсене!
Уйăх ячĕсем пирки анчах мар,ытти чăвашлăх пулăмĕсем пирки кĕрешÿ фрончĕсем уçмалла сан,Акасапар хăта. Кĕрешÿ-и унта,çапăçу-и пурпĕрех фронтсăр пулмасть. Мухтав Акасапара! Мухтав чăвашлăхшăн çапăçакан Паттăр Акасапара!
Кĕрешÿ енне тăрса юлсан, пурнăç пĕтрĕ вара вăл....
Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 18:04
Малтан - уйӑх ячӗсем, унтан - ял ячӗсем... Пин чӑвашран пӗри паян чӑвашсен авалхи - Варнава тӑхӑмӗсем пире тӗне кӗртичченхи - пӗр пилӗк ят пӗлеҫҫӗ-ши? Ыйтӑм ирттерер-и урамра?
Хисеплӗ Асар хӑта.Пур ун пеккисем.Пӗлекеннисем.Кӗрсе пӑх суварсен сайтне.Унта Алмантай тата унӑн ушкӑнӗ ку энӗпе нумай вӑй хураҫҫӗ.Патшалӑхран тата чиновниксенчен укҫа-пулӑшу ыйтса лармасӑр.Пӗтӗмпех хйсен шучӗпе.Ӗҫлекене,хӑвӑрах пӗлетӗр,турӑ та пулӑшать.
Каппайланас тĕлĕшпе Таймер пуринчен те ирттерет вара
Çăкăр ан çитер те, анчах темĕнле никам илтмен "суварсене" мухтам пекки туса илетех...
Çветтуй сывлăшпа тăранса пуранаççĕ имĕш.
каппайлану вăл каппайланăвах: хăвна мухтатăн-и е хăвăн куккуна...
Михаил Волков // 2720.98.9610
2015.01.07 23:54
Сасă тытăмĕ çĕнĕ терминăн ансат, янравлă, сулмаклă çеç мар, ят паран япалипе ассоциативлă çыхăнура пулсан аван. СИВМЕК, СИВТЕК, ШĂНТМАК,ШĂНТАК, КАРАС(телефонĕ), ПŸСКЕ (ГОЛ вырăнне) т.ыт.те, т.ыт.те. Пусăм сăмах вĕçĕнче, хытă (янравлă) сыпăкра пулни сăмахăн витĕмне ÿстерет.
Эп сире сĕнтĕм терминсем сайта кĕрсе конкретлă ĕçсем тума. Унта сире, тем, асăрхамарăмăр.
Чăннипе акă ăçта вăл кĕрешÿ фрончĕ! Уйăх ячĕсем — вĕтĕр-шакăр çеç. Калап-çке, мана сентябрь, октябрь, ноябрь тата декабрь çеç тивĕçтерсех пĕтереймеççĕ. Тăватă ят.