Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Истина - это вовсе не то, что можно убедительно доказать. (С. Экзюпери)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Вырӑс чӗлхине тата Раҫҫей историпе саккунӗсене пӗлнине тӗрӗслекен экзамен

Аçтахар Плотников30.01.2015 12:574898 views

LiveJournal сайтри Antonio-J блогер (хӑй вӑл ҫырӑвӗсене таса вырӑс чӗлхипе ҫырать) нумай пулмасть вырӑс чӗлхипе экзамен епле тытни пирки каласа панӑ. Аса илтеретпӗр, ют ҫӗршыв ҫыннисен пирӗн патшалӑхра ӗҫлес килсен хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата саккунӗсене мӗнле шайра пӗлнине кӑтартса экзамен тытмалла. Ӑна ӑнӑҫлӑ тытни пирки пӗлтерекен хутсӑр ытти хутсене памӗҫ.

Antonio-J хӑйӗн пирки каласа панӑ тӑрӑх вӑл Европа пӗрлӗхӗн гражданинӗ, шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ. Сӑмах май вӗсен шкул программинче рок поэзине вӗреннӗ, Высоцкий, Цой, Розенбаум юрӑҫсен сӑввисене тишкернӗ. Вӑл шайра Раҫҫей шкулӗсене нихӑшӗнче те вӗрентмен пуль тесе шутлать вӑл.

Экзамена, иккен, Мускавра виҫӗ вырӑнта йышӑнаҫҫӗ. Ку вӑл — МПУ (МГУ вырӑсла), РУДН тата Пушкин ячӗллӗ вырӑс чӗлхи институчӗ. Вӗсене шыраса тупма вара ҫӑмӑл мар иккен. Тӗрӗсрех экзамен пирки пӗлме. Пӗр Мускав патшалӑх университечӗпе кӑна шӑнкӑравласа ҫыхӑнма пултарнӑ имӗш. Унта вара экзамен пирки ыйтсан Яндексра «Тестовый консорциум» тесе ыйту пама сӗннӗ, вара лешӗ тупса парать имӗш. Ытларах енӗпе ку экзамена Вӑтам Азинчи мигрантсенчен хӳтӗленме тунине шута илсен ҫак йывӑрлӑхсем ытла та пысӑк пулнине пӗлтерет блогер. Хӑй экзаменӗ, тен, йывӑрах та мар, анчах ӑна тытма лекес тесен ҫыннӑн вырӑс чӗлхине самай пысӑк шайра пӗлме тивет. Ак сайт ячех мӗне тӑрать — экзамен тытма хатӗрленекенӗн «консорциум» сӑмаха тата ӑна мӗнле тӗрӗс ҫырмаллине пӗлмелле, сайтсемпе мӗнле ӗҫлемеллине чухламалла.

Экзамена ҫитсен Antonio-J унта таджиксене мар, вырӑсла чаплӑ пӗлекен ҫынсене ҫеҫ курнӑ. Кунта вӗсене ун шухӑшӗпе хайхи хутсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫ хӑваласа ҫитернӗ. Пурӗ унта пӗрле 20 ҫын экзамен тытнӑ — Грузирен пулнӑ, Украинӑран.

 

Экзамена сӑмах вӗҫҫӗн тытма тивет иккен. Экзаменатор калаҫу ирттернӗ хыҫҫӑн пӗрререн ҫӗр таран балл лартать. Antonio-J блогера 100 балл лартнӑ (каярах каласа панӑ тӑрӑх унччен вӑл пысӑк бала ыттисем тивӗҫмен имӗш). Малалла пӳлӗмре янракан аудио-пӗлтерӳ тӑрӑх хуравламалла. Тӗслӗхрен: «Суту-илӳ центрӗ хупӑниччен мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнӑ?», «Театр билечӗсене хӑш кассӑра сутаҫҫӗ?».

Раҫҫей саккунӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслекен тестсен тӗслӗхӗсене те илсе парать вӑл:

Раҫҫей ялавӗн сӑнне кӑтартӑр:

 

Раҫҫей ШӖМӗ — ку вӑл...

а) Раҫҫейӗн шалти ӗҫсен министерстви;

ӑ) Раҫҫейӗн тулаш ӗҫсен министерстви;

б) Раҫҫейӗн ҫар ӗҫ министерстви.

 

Ӗҫ правине хӗсӗрлесен ют ҫӗршыв гражданинӗн ӑҫта каймалла?

а) Раҫҫей ҪҪПХИ-не;

ӑ) ЗАГС органне;

б) суда.

 

Е акӑ, истори ыйтӑвӗсем:

1825 ҫулхи пӑлхавӑрҫӑсене Раҫҫейре мӗнле калаҫҫӗ:

а) октябристсем;

ӑ) декабристсем;

б) марксистсем.

 

988 ҫулта Улатимӗр кнеҫ патшалӑх тӗнӗ шайӗнче ҫак тӗне йышӑннӑ:

а) христос тӗнӗ;

ӑ) ислам;

б) иудаисӑм.

 

Крым республики 2014 ҫулта Раҫҫей Федерацине мӗнле сӑлтава пула кӗнӗ?:

а) Крымра пурӑнакансен референдумне пула;

ӑ) Крым Республикин Патшалӑх канашӗн суйлавӗ иртнине пула;

б) Крым автономи республикин Президенчӗн йышӑнӑвне пула.

 

Пӗтӗмлетнӗ май, ман хамӑн ҫапла калас килет: Раҫҫей патшалӑхӗ чӑн та вырӑс чӗлхине вӑйлӑ хӳтӗлет. Ытти чӗлхесем вара, патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулсан та, ҫуп-ҫап вырӑнне кӑна. Хут ҫинче ҫеҫ. Пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхин пӗлӳ шайне ҫапларах тӗрӗслес пулсан... Тӳре-шаран вӗт, халӑхпа чӑвашла калаҫма тивет. Малтан унашкалли пулнӑ теҫҫӗ те, халь вара пурте вырӑсла пӗлеҫҫӗ тесе-ши тӳре-шараран чӑвашла пӗлнине ыйтмаҫҫӗ. Ҫавӑнпах пуль чӑваш чӗлхине шкулсенче мӗн шайра вӗрентни те вӗсене пӑшӑрхантармасть. Ҫав тӳре-шарасене пулах ватӑ кинемейсем чӗлхе хуҫса суту-илӳ лавккисенче сутӑҫсемпе вырӑсла нушаланса пуплеҫҫӗ. Ҫав тӳре-шарана пулах чӑваш чӗлхи никама кирлӗ мар япала пулса тӑрать (Конституцин чӑвашла вариантне йышӑнасси те, ав, кирлех мар). Чӑваш халӑхне хӳтӗлес вырӑнне вӗсем (тен, сисмеҫҫӗ те пуль) ӑна пӗтереҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Agabazar // 4133.36.3106
2015.01.30 13:22
Agabazar
Крым пирки панă ыйту вара - шутсăр провокацилле!!!!
Çав ыйту çыннăн пĕлĕвне мар, полтикăлла курăмне палăртать тĕрĕссипе. Унта, ман шутпа, унашкал ыйтусем пулма тивĕçлĕ мар.

Калăпăр, Украинăран, Казахстанран е Францирен килнĕ мигрантăн çав ыйту çине еплерех хуравламалла-ши? :-)
2015.01.30 15:03
Аçтахар Плотников
Ну унта «Крым Раҫҫейӗн мар» текен хурав ҫук-ҫке...
Agabazar // 4133.36.3106
2015.01.30 15:23
Agabazar
Çавăн пирки калатăп та ĕнтĕ...

Мĕн темелле Украинăран, Белоруссирен е Казахстанран килнĕ çыннăн? :-).
Е Гермарирен килнĕ çыннăн?
Раççейри çын, паллах, Крым Раççейĕн мар теме пултараймасть. Ун пек калакана суд кĕтме пултарать. Анчах ют çĕршыв çыннине апла айăплаймастăн. Мĕн, Меркель канцлера е Олланд президента айăпламалла пулать вĕт вăл енне кайсан. Судпа айăплас пулать. :-)

http://www.echo.msk.ru/blog/tatiana_pelipeiko/1484404-echo/
Agabazar // 1914.32.6038
2015.02.03 15:33
Agabazar
Тест (экзамен) тытасси мигрантсемшĕн 3000 тенкĕ тăрать. "Провал" хыççăн тепре тытма тивет. Эппин тата тепре çавăн чухлĕ кăларса хумалла.

Срокĕ пур. Пĕрре тест тытни ĕмĕрлĕхе мар. Вăхăт иртсен тата тепре тыттарма пултараççĕ.
Акапасар // 1710.20.0293
2015.02.07 11:58
Ак тата çакăн пиркиех: http://www.novayagazeta.ru/news/1691452.html

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters