Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Евклид один видел обнаженную красоту...(Миллей)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе çырнă уçă çыру

Аçтахар Плотников19.02.2015 18:534511 views

Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председательне — Шупашкар хулин пуçлăхне Л.И. Черкесова

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

 

Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе пынă май чăваш чĕлхи валли яланах вырăн çукки чуна ыраттарать. Çывăх вăхăтра çĕршывĕпех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлăпăр. Шупашкар та хатĕрленет çак уява — халăхăн патриотлăх туйăмне ÿстерес тесе пуль ĕнтĕ хулипех реклама баннерĕсем çакса тухнă. Анчах вĕсем пурте вырăсла. Апла пулсан чăвашсем патриот пулса çитнĕ, вырăсла калаçакансем çеç ку тĕлĕшпе юлсарах пыраççĕ? Е вырăсла кăна çырса хула ертÿçисем хысна мулне перекетлес тенĕ-ши? Е йышĕпе çур миллиона çитекен хулара чăвашла пĕлекен çын тупайман? Ăнланма хĕн.

Тÿре-шарашăн, влаçри çынсемшĕн чăваш чĕлхи чăрмантаракан япала пек туйăнать-ши ĕнтĕ? Тĕп хулара илсен те, ав, вырăсла е акăлчанла çырнă япаласем чăвашла çырнинчен çĕр хут ытларах тĕл пулаççĕ. Тÿре-шара та, влаçрисем те кунта нимĕнле тĕрĕсмарлăх та курмаççĕ пулас, вĕсен шучĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ, улăштармалли нимĕн те çук.

Тен, тĕрĕс мар ÿпкелетĕп пулĕ, тен, чăваш чĕлхине хÿтĕлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăватăр пулĕ... Анчах эсир пÿлĕмĕре хупăнса ларман‑çке, хулана тухсах çÿретĕр, чăн пурнăç епле пулнине куратăрах пулĕ?

Шупашкарти чăвашсем хальхи вăхăтра хăйсене темле вырăс облаçне лекнĕ евĕрех туяççĕ тесен пĕрре те йăнăш пулмĕ. Чăваш чĕлхине тăван республикăра мар, кÿршĕллĕ Тутар Республикинче ытларах хисепленĕн туйăнать. Анчах та ку Чăваш Республикин тата ун тĕп хулин таса тивĕçĕ мар-и? Республика влаçĕ халăх сассине илтессе питĕ шанас килет.

Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçре чăвашăн тÿпи те пĕчĕк мар. Чăваш та вырăссемпе, тутар-пушкăртсемпе, çармăç-ирçесемпе юнашар кар тăрса тăшман эшкерне тытса чарнă, хăйĕн юнне сахал мар тăкнă, çиес çăкăрне ыттисемпе пайланă. Раççей Федерацине аталантарас тĕлĕшпе те чăвашсем сахал мар вăй хунă, налук таврашне те ытти халăхсенчен кая тÿлемен. Апла-тăк унăн хисепĕ те ытти халăхсемпе танах пулмалла. Унăн чĕлхи те, культури те, йăли-йĕрки те. Çапла мар-и-ха? Пурнăçра ку темшĕн расна пулнине хăçан та пулин пĕтерессе шанас килет, ку тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçленине курас килет.

Кăçал суйлав пулмалла, çапла май хулара реклама кампанийĕ пуçланни те курăнкала пуçларĕ. Пĕр парти, эпир пурте пĕлекенскер, хăйĕн виçĕ çулта 12 ача сачĕ çĕнĕрен уçни пирки мухтанать. Анчах 12 ача садĕнчен нихăшĕн те ячĕ те пулин чăвашла мар. Шупашкарта пурăнакансем ытларах чăвашсем пулин те тĕп хуламăрта чăвашла вĕрентекен пĕр ача сачĕ те çукки хытах пăшăрхантарать.

Пирĕн тăван чĕлхе вĕренÿре тата литературăра кăна мар, пурнăçри кашни хутлăхра вырăн тупмалла: ăслăлăхра, спортра, сывлăх сиплевĕнче, хуçалăхра, рекламăра — пур çĕрте те! Темиçе пин çул хушши аталаннă çепĕç те илемлĕ чĕлхе XXI ĕмĕрте вăй-хăват илсе тĕнче шайне тухма тивĕçлĕ!

Çырăва вĕçленĕ май тепĕр хут ыйтас килет: чăваш чĕлхине хисепе хума хăçан хăнăхатăр?

 

Хисеплесе, Чӑваш халӑх сайчӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Agabazar // 2787.81.1436
2015.02.19 20:10
Agabazar
Кунашкал уççырăва Л.И.Черкасов патне мар, Акапасар патне ярсан вырăнлăрах марччĕ-ши? :-)

Тăван чĕлхе мыскари ак çапларах та пулма пултарать: http://www.novayagazeta.ru/news/1691833.html
Конми // 2707.48.4428
2015.02.28 23:22
Хурвласса кĕтер. Хăйĕн сайчĕ йышăннă пулсан çырăва, хуравламаллах унăн. Вара ушкăнпа хутшăнса калаçар унпа, унăн референчĕсемпе.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters