Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш параграфне епле ăнланасси тĕлĕшпе ятарлă текст хатĕрлерĕм. Май пулсан, кăмăлĕ пулсан ăна Админ юлташ, тен, сайта вырнаçтарĕ.
alboru // 3041.28.5618 2015-03-14 15:36:<<Орфографи ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра чи пӗлтерӗшлӗ япала пулса кайнӑ пулсан, халӑх чӑнах та йывӑр саманара пурӑнать... Орфографи вӑл ҫынсем хушшинче килӗштерӳ... Анчах вӑл чӗлхе пуласлӑхне ниепле те улӑштармасть...>>
Мĕн улăштарать? Каласа кăтартăр-ха пире, тархасшăн, çав асамлă "хатĕр" çинчен. Çук унашкал "хатĕр"!
Admin // 3421.06.8915 2015-03-16 10:07: <<Ман шутпа пӗрле е уйрӑм ҫырса ача «йӑнӑш» тусан унӑн ӗҫне япӑхрах пахалама кирлӗ мар.>>
Хальхи Правилăсене илес пулсан, унта, паллах, "йăнăш" теме сăлтавĕсем те çукрах. Малашнехи пурнăç тĕлĕшпе ак çапла хушма пулать вĕрентевçĕсене. (Çĕнетнĕ правилăсем сиксе тухсан).
Çине-çинех, ятарласах, кутăнланса, юри урăхла çырсан çеç çавнашкал япаласем тĕлĕшпе йăнăш тесе шутламалла. Тĕслĕхрен пилĕк хут уйрăлчĕ пулсан — пĕр йăнăш пек шутлантăр. Вунă хут пулсан — икĕ йăнăш, вунпилĕк хут — виçĕ йăнăш....... Ку вăл педагогсем, методистсем палăртмалли ĕç. Ку ĕç Правиласемпе питех çыхăнсах та кайман тĕрĕссипе....
Вырнаçтарнă: http://chuvash.org/blogs/comments/2320.html