Италие çитсе килме ĕмĕтленекен нумаййи пирки иккĕленместĕп. Ара, илемлĕхĕпе хăйĕн патне кăчăк туртать-çке вăл. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл? Мĕнпе тĕлĕнтерет?
•	Италире 20 регион. Кашнин – хăйĕн диалекчĕ, хăш чухне калаçăва кÿршĕ регионтисем те ăнланмаççĕ-мĕн.
•	Регионсем вара коммунăсем çине пайланаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрин калаçăвне ăнланмасан та пултараççĕ. 
•	Ку, ахăртнех, лайăх хыпар. Италире ача çурчĕсем çук.
•	Çавăн пекех унта килсĕр-çуртсăр чĕрчунсем те çук.
•	Тĕлĕнмелле те, çемьесенчен арçынсем арăмĕсенчен хăраççĕ.
•	Кафере е хупахра кофе илсе килмешкĕн акăлчан чĕлхипе ыйтсан уншăн 2 хут нумайрах тÿлеме те тивет. Вырăнти халăх валли хаксем кăшт пĕчĕкрех-мĕн.
•	Autostrada пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли шоссе ялан тенĕ пекех тÿлевлĕ. Унти хăвăртлăх сехетне 130 çухрăмран ытларах пулмалла мар.
•	Италири сăмахсем уçă сасăпа вĕçленеççĕ.
•	Кашни регионти кухня – расна.
•	Италири çынсем нумай çул пурăнаççĕ.
•	Испансемпе итальянсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ: чĕлхи пĕрешкелтерех.
•	Польшăпа Итали – Европăри тĕне чи вăйлă ĕненекен çĕршывсем. 
•	Италире каçхи апат пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ун чухне вĕсем хырăм туличченех çиеççĕ.
•	Итальянсем сĕткенсем ĕçмеççĕ. Вĕсене ресторансенче те сутмаççĕ.
•	Итальянсем эрех ĕçме те юратмаççĕ.
•	Олива çăвне ялти хресченсенчен туянаççĕ. Ăна супермаркетра туянни килĕшÿсĕр-мĕн.
•	Итали – нумай нациллĕ çĕршыв. 95 проценчĕ – итальянсем.
 
Editorial note : The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.