Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Самое главное в человеке это высота, и не тела, а духа.(С. Прокопенко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫулталӑкра пӗрре чечекленекен Анса-Пӑрака пушхирӗ

Аçтахар Плотников03.04.2015 11:263830 views

Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и — анчах ку чӑн та пушхир сӑнӗсем. Америкӑри Анса-Пӑрака наци паркӗнчи тип ҫӗрсем ҫулталӑкра пӗрре чечекленсе илеҫҫӗ. Ҫак асамлӑхпа паллашма ҫынсем таҫти аякри кӗтессенчен те килеҫҫӗ.

Пушхир ыттисем евӗрлех — чӑнкӑ ту хушӑкӗсем, вилӗ тӑварлӑ ҫӗр. Чӗрчунсем те ҫуккипе пӗрех кунта. Ҫӑмӑл мар вӗсене кунта кун кунлама. Кунашкал вырӑн чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗсене кӑна — хӑйсемшӗн мӗн те пулин ҫӗнни уҫакансене, йывӑрлӑсенчен хӑраманскерсене — илӗртме пултарать. Анчах та нарӑспа ака уйӑхӗнче ҫак вырӑна лексен кунти асамлӑх хуть те камӑн чӗрине те тыткӑнлама пултарӗ.

Чӑн та Ҫурҫӗр Америкӑра тӗлӗнтермӗш вырӑнсем сахал мар. Кунта тӗнчипе паллӑ каньон пур, хӑйсен сӑнӗсемпе илӗртекен наци паркӗсем, ҫӳллӗ тусем, шавлӑ шывсиккисем, хӑватлӑ юханшывсем… Анчах кунашкал пушхир Ҫӗр чӑмӑрӗн нихӑш кӗтесӗнче те урӑх тупаймӑн, вӑл чӑн та пӗртен-пӗр!

Ахаль кунсенче мӗнлереххине курас килет-и? Ҫакнашкалтарах вӑл. Чӑннипех те пушхир. Вилӗ ҫӗр.

Чечекленме пуҫласан вара улшӑнать. Пурнӑҫ кӗрет.

Анса-Пӑрака наци паркӗ 2,4 пин тӑваткал метр йышӑнать. Ытларах пайӗ — чӗмсӗр пушӑ ҫӗрсем. Анчах та хӗллехи тапхӑрта кунта ҫумӑрсем килеҫҫӗ те вӑл чӗрӗлет — чечекленет, ешӗл курӑкпа витӗнет.

Мӗн чухлӗ ытларах ҫумӑр ҫӑвать, ҫавӑн чухлӗ ытларах пушхир чечекленет. Шыв лекмен вырӑнсем пушхирте ешермесӗр те путараҫҫӗ.

Ҫулҫуревҫӗсене йышӑнакан вырӑн Пӑрака-Спринкс пӗчӗк хулара тӗпленнӗ. Ҫуркунне кунта ытлашши шӑрӑхах мар (+32 кӑна), анчах та ҫанталӑх типӗ пулнӑран тата ҫил вӗрнӗрен ӑна вӗри теме ҫук.

Пушхир виҫӗ пая пайланать: сӑртлӑ-туллӑ (ҫӳлти пайӗ), чуллӑ сӑртлӑ (вӑтам пай) тата хӑйӑрлӑ айлӑм.

Аяларах верпенӑпа ароматлӑ лилисем чечекленеҫҫӗ. Кунтах каҫхи примулӑсем пур. Вӑтам пайра ӑкатийо, чечекленекен кактуссем тата чойӑ курма пулать. Тусенче вара акавӑпа юкка ешерет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

Agabazar // 1951.70.7101
2015.04.04 13:37
Agabazar
Çакăн пек вырăнсенче ÿкереççĕ те ĕнтĕ "вестерн" текен киносене!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters