Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто малым не доволен, тот большего не достоен.(В.И.Даль)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Ирӗклӗх» Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чӑвашла та саламлама ыйтать

Аçтахар Плотников25.04.2015 20:374435 views

Л.И. Черкесова

Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн председательне, Шупашкар хулин пуçлăхне

deputats@gcheb.cap.ru

 

А.О. Ладыкова

Шупашкар хулин - Чăваш Республикин тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхне

gcheb@cap.ru

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

Хисеплĕ Алексей Олегович

 

Эпир, Чăваш Республикин наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, хамăр ума чăваш халăхĕн хăй ăнланулăхĕпе чăвашлăх туйăмне, культурипе чĕлхине мĕн вăй çитнĕ таран аталантарма тĕллев лартнă. Кунсăр пуçне, уйрăммăн каласассăн, «Ирĕклĕх» пĕрлешĕвĕ Республикăри патшалăх органĕсемпе юридици сăпачĕсем икчĕлхелĕх пĕртанлăхне шута илсе ĕçленине тишкерсе тăрать.

Кăçал Совет Союзĕ Германие çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Чăваш Енри нумай çын Совет патшалăхне мĕн пур фронтра хÿтĕленĕ, тылра вăйран кайса ĕçленĕ, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пурнăçĕсене панă, чăлахланса-сусăрланса киле таврăннă. Çак тискер вăрçа Чăваш Енри 208 000 çын хутшăннă. 100 000 çын ытла Тăван Республикăна таврăнайман, вилнĕ.

Шел пулин те, паянхи кун хула администрацийě Шупашкарти, Чăваш Республикин тĕп хулинчи, халăх транспорчĕпе чарăну павильонěсем çинче те, урамри ытти плакатсем çинче те, элтешсене пěр чěлхепе, вырăсла кăна саламлать. Совет Союзне хÿтĕлесе официаллă кăна мĕн чухлĕ чăваш çынни пĕтни пирки вара маларах çыртăмăр…Чăваш Республикинчи титуллă халăхăн, чăваш халăхěн, прависене çапла хěсěрлени, тăван халăха çак кунпа тăван чěлхепе саламлама та пултарайманни пире питě хытă пăшăрхантарать. (1-мĕш хушăм).

Каласа хăвармалла, кăçалхи Çĕнĕ Çул умĕн салам хучĕсем ыталарх чухне вырăслаччĕ, 2014-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче эпир ун пирки те Сире çыру янă пулнă. Хальхинче вара – вырăсла кăна!

Эпир Сире пирĕн тĕп хуламăрта Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе те, ытти уяв ячĕпе те салам сăмахĕсене чăваш халăхăмăрăн тăван чĕлхипе, Чăваш патшалăх чĕлхипе çырма çирĕппĕн ыйтатпăр.

Чăвашла тĕрĕс çырас ĕçре Сире Чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕ пулăшма пултарать. Вăл Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаçăн чăваш чĕлхине малалла аталантарас тата лайăхлатса пырас ыйтусене татса памашкăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелли орган шутланать.

Хăвăрăн йышăнăвăр пирки пире саккунппа килĕшÿллĕн çыруллă майпа irekleh@gmail.com адреспа хуравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

 

Сире хисеплесе,

Чăваш Республикин наципе культура аталанăвĕн «Ирĕклĕх» халăх пĕрлешĕвĕн йĕркелÿçĕсен канашĕ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

Agabazar // 3190.30.5381
2015.04.25 21:29
Agabazar

1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ

начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен

Ют Ҫын // 1993.03.2640
2015.04.26 08:45
Пирӗн Шупашкар мерӗ чӑвашла лайӑх калаҫат вӗт. Депутачӗсем те чӑвашсем. Вӗсен 2 чӗлхе позицийӗ ҫук шим?. Вара хамӑр суйласа иҫ ҫав депутатсене.Сӑмахҫаврӑнӑш-"если ты займешься политикой,то политика займется тобой"-тесе калани вырӑнлӑ теме пулат. Айккинче тӑта юрамас.
Атила // 3913.58.4645
2015.04.27 11:01
Каҫар та, Ют Ҫын."Если ты НЕ займешься политикой,то..."-теҫҫӗ полас тӗрӗссипе.Тата депутатсене халӑх сойланӑ.Хола халӑхӗ.А хола халӑхӗн пор-и 2чӗлхе позицийӗ?.Тымарланпа Ирӗклӗх хастарӗсем кӑна халлӗхе ҫак позицине тытаҫ мар-и?.
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 18:03
Agabazar
"Ĕнтĕ канăçнă чăвашшăн
Мĕн калар та мĕн теер?
Вăранмасăр çывăраççĕ
Михаля та Сентиер..."
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 18:03
Agabazar
"1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен"

Апла пулин те ВОВпа çыхăннă Чăвашстанри палăксем çинче чăвашла çырнă сăмахсене сайра хутра çеç курма пулать. Тепĕр тесен, "вырăсла пĕлни те" кунта сăлтав пулма тивĕçлĕ мар.
петр // 5059.3.5746
2015.04.28 17:27

1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен.
Аслӑ Аттелӗх Вӑрҫи хирӗнче 1941-1945 ҫ.ҫ вӗсенчен ҫурри ытла фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫса паттӑрӑн пуҫӗсене хунӑ, тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр тесе. Халь вӗсен паттӑрлӑхне хисеплесе, саламласа ҫырма чӑваш смахӗсем шеллеҫҫӗ.
Чӑваш салтакӗсене асӑнса ырӑ сӑмахсем чӑвашла саламласа ҫырасшӑн мар Шупашкарта, Чӑваш Енре.
Генерал А.А.Власов вырӑс пулсан та, вырсӑла пӗлсен те, Ударный Армине фашистсене сутать. Пӗлнӗ ҫав пурӑнма. Салтакӗсем плена лексе мӑшкӑл кураҫҫӗ.

Ют Ҫын // 3802.17.1565
2015.04.28 22:35
Чӑнах,Атила тӑванӑм,васканипе "не" текен сыпӑнтаракан-союз сӑмахне сиктерсе хӑвартӑм,тек васкамӑп.Хула депутачӗсене иртерех вулаттарас килчӗ те,кулӑшла пулса тухрӗ.Вӗсем вуласса шанас килет.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters