Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
В жизне нет ничего лучше собственного оппыта.(В. Скотт)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353221 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2015.07.22 23:06
Турӑ пул,Акапасар.Кала-ха тархасшӑн.Камран хӳтӗлемелле чӗлхемӗре.Кам тапӑнать?.Кам вӑрҫӑ пуҫланӑ-им?.Кам чарнӑ сана ачусене чӑвашла вӗрентме?.Путин?.Жириновский?.Чубайс?.Ма чикан ачисене никам та чараймасть чиканла калаҫма?.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.23 09:58
Чикан ачисене шкулта чиканла вӗрентме пуҫламалла.Тӳрех чикан чӗлхи пӗтме пуҫлать.
Ют Ҫын // 3358.63.0340
2015.07.23 11:25
Тимӗр,Атила каланипе килӗшетӗп. Паян чӗлхепе усӑ курма чаракан ҫук. Хамӑр куштан та наян пулнине Путин ҫине йӑвантарасшӑн. Тетен Путин хӑтана чӑвашлӑха пыма шанмалла, Укаслӑвпа КлиментьевӐран пулаймарӗ пулас. Коммерсантсем чутах чӑвашлӑха ҫӗклеетчӗҫӗ. ӖмӖрте пулман япала.
Agabazar // 1642.66.3086
2015.07.23 11:57
Agabazar
"Паян чӗлхепе усӑ курма чаракан ҫук."

100% ултав.



" Хамӑр куштан та наян пулнине Путин ҫине йӑвантарасшӑн"

100% ултав.



"Укаслӑвпа КлиментьевӐран пулаймарӗ пулас."

Мĕн тума пултарĕç вĕсем? Вĕсен аллинче влаç çук вĕт.



"Ма чикан ачисене никам та чараймасть чиканла калаҫма?"

Çав "чикан" пули-пулми темине турткалама пăрахăр, тархасшăн.

Agabazar // 1642.66.3086
2015.07.23 12:00
Agabazar
Путин юлташ Раççейри чĕлхесене мĕнлерех ХӲТĔЛЕНИ пирки каланă.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.23 20:17
Тӑван чӗлхене Акасапартан хӳтӗлемелле. Вӑл пӑтратса пыраканни.
Agabazar // 2093.1.5846
2015.07.23 21:11
Agabazar
The comment was deleted.: темӑпа ҫыхӑнман
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.23 23:25
Акапасар.Пӗрре те пулин,е ӑҫта та пулин сана чӑваш чӗлхипе усӑ курма чарни пулнӑ-и?.Ан суй.Пулман.Сана чӗлхемӗр кирлӗ пулман.
Agabazar // 3565.41.5704
2015.07.24 01:58
Agabazar
"Agabazar // 2093.1.5846 2015-07-23 21:11: <<Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман>>

Тĕрĕссипе кунта борăн "Тăван чĕлхене Акапасартан хÿтĕлемелле" текен ансат шухăшĕпе килĕшнине çеç пĕлтернĕ пулнă. "Тăван чĕлхе" тенине унта "Чăваш чĕлхи" тесе ăнланмалла.
Agabazar // 3565.41.5704
2015.07.24 01:58
Agabazar
The comment was deleted.: дубль

Pages: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters