Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.(Морлей)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353222 views

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (222)]

Comments:

Ют Ҫын // 1612.5.4282
2015.07.09 10:40
Ҫук, хӑта вӑл хурӑнташ, хоспочин -вӑл пуҫ таймалли Ҫын. Хӑта нихҫан та хоспочин пулаймас.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.09 13:47
Хисеплӗ Акасапар,хисеплӗ Админ Микулай! Мӗн чакаланмалли ҫинчен ҫырса ларатӑр?("техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?"). Урӑх ҫӗрте чакаланнине те Путинӑн татса памалла мар-и? Ӗҫлемелле ачасем, ӗҫлемелле.Халӑх ҫурри таран ӗҫлеместь,ӗҫленҫи кӑна тӑвать. Вара куншӑн кам айӑплӑ? Паллӑ каламасӑрах(Акасапар,Акташ верҫийӗпе-Путин!).
Agabazar // 7503.2.7951
2015.07.11 05:00
Agabazar
"Хăта" сăмахпа палартакан хурăнташ , чăнах та, пур. Анчах пирĕн контекстра вăл "хоспочын" тенине пĕлтерет.

Çич Ют хоспочын, сире эп чăнах та хоспочын тетĕп, анчах та çакă пуç тайнине пĕлтермест. Тепĕр тесен, пуç таяссинчен ма пит хăрамалла? Чăнласах мар вĕт, сăмахпа çеç, тата çитменнине виртуаллă талккăшра.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.11 06:41
Agabazar хоспоччын, виртуаллӑ пуҫ тайсан кайрӗ вара малалла та, чӑн пурнӑҫра пуҫ тайса пуҫ ҫапасси те. Каллех калама пулать:"пуҫ ҫапассинчен ме хӑрас". Апла пулсан пурнӑҫра нимрен те хӑрама юрамас. Пурнӑҫ кашнин хӑйӗн, кашни хӑй туприпе(пурнӑҫӗпе) распоряжаться тума пултарат хӑйне кирлӗ пек.Пурнӑҫ текен япалапа та татӑлма юрат ним хӑрамасӑрах, анчах та пурте хӑратпӑр: начальнике ыйту пама, халӑх тарҫисенчен ҫирӗп ыйтма, халӑхӑн хысна укҫине ӑҫта чикнине татах та ҫирӗпрех ыйтма, чиновниксене ташлаттарма. Ку ыйту философилле ыйту,паллах. Ҫавӑнпа та пурнӑҫра пӗтӗм ыйту,пулӑм пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.11 09:52
Акасапар хӑта,"Çич Ют хоспочын" тени мӗне пӗлтереть? Виртуаллӑ талккӑшра та, реаллӑ пурнӑҫра та чӑнласах пӗрне пӗри хисеплесе пурӑнсан аван пулмалла. Эсӗ,Акасапар хӑта, виртуаллӑ пурӑнма хӑнӑхнӑ та,вара чӑн пурнӑҫра та виртуаллӑ утӑмсем пулса каяҫҫӗ. Кирлӗ мар виртуаллӑ утӑмсем, чӑн утӑмсем тӑвас пулать. Чӑн-чӑн пурнӑҫ килте,килхушшинче,урамра, районта иртет. Атя-ха чӑн пурнӑҫ еннелле ҫаврӑнар,Акасапар хӑта! Чӑн чӑвашлӑха аталантарар та, япӑх пулӑмсене аса та илер мар.
Agabazar // 3525.73.8267
2015.07.11 10:05
Agabazar
Хоспочын тени паккăç тени мар.
Ют Ҫын // 6379-1406
2015.07.11 12:50
мӗн тума кирлӗ хоспочын Agabazar тете, пирӗн хӑта тени пур, юлташ та пур, хурӑнташ та пур. хоспочын тесе килтисене каласан та юрат.
Agabazar // 3525.73.8267
2015.07.11 14:02
Agabazar
Хăта тени те паккăç тени мар.

акапасар Ют Çын текенскерĕн тетĕш мар.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.12 01:24
Тете тесе чӗннинче ним те усалли ҫук, куншӑн Agabazar юлташӑн савӑнмалла ҫеҫ. Тен хурӑнташ тесен аван?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.12 11:21
Акасапар хӑта, нумай калаҫмалла мар. Ытларах ӗҫлемелле( эс каллех навус пирки калаҫма пуҫлӑн,анчах эпӗ каласшӑн кам мӗн тума пултарать,кам мӗн ӗҫе вӗреннӗ). Нумай пакӑлтатни, сирӗн хвалӗнӑй пӗрлешнӗ Гейропа мӗн патне илсе ҫитерчӗ, куратӑн вӗт.Греци,Итали,Испани,Португали тата ыттисем часах ҫара кут тӑрса юлаҫҫӗ. Е санӑнне куҫна пырса уҫмалла-им?. Малтан Ротшильдсем пӗремӗк параҫҫӗ, ӗҫлемесӗр пурӑнма вӗрентеҫҫӗ, кайран йӗмсӗр тӑрса юлатӑн. Акасапар пек тӑнлӑ ҫын ҫак пулӑмсене ӑнланма тивӗҫ, е ухмаха пенипех иртсе каять тесе шутлатӑн-им? Ҫук, тӗнчере бесследнӑ ним те иртсе каймаҫ. Леш Акташӗ шӑпланчӗ-ха, ӑнланчӗ курнать хӑй ним те ӑнланманнине.Ҫӳретӗр истори вырӑнӗсене тӗпчесе.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 23

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters