Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Великая ненависть - великая сила!(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Софья Савнеш: Чӑваш киновӗ патшалӑх енчен пулӑшу кӗтсе илӗ-и?

Софья Савнеш24.01.2016 22:036576 views

Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май пирӗн республикӑра та ку енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрӗссипе, пирӗн фильмсемпе мухтанмаллиех ҫук-ха. Кун тӗлӗшпе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлемелле пирӗн. Кинематографистсен пӗрлӗхне йӗркелени, Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне пӗрремӗш хут ирттерни — пӑр вырӑнтан хускалниех. Ҫапах хастарсем тӑрӑшнипе ҫеҫ чӑваш киновӗ малалла каяс ҫук. Голливуд ҫулталӑкне ҫӗр-ҫӗр фильм кӑларать, унта пысӑк укҫа ҫаврӑнать. Ҫапла, укҫа ура хурать чӑваш киновне малалла аталанма. Унсӑр нихӑш ӗҫ те вырӑнтан хускалас ҫук.

Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнчи Михаил Луков 2013 ҫулта ӳкернӗ «Нарспи» фильма кӑтартнӑ. Ун пирки мана ӗҫтешӗм каласа кӑтартрӗ. Михаил Луков маттур-ха, аякран пулӑшу килессе кӗтмен — тытнӑ та ӳкернӗ фильм. Унӑн шайӗ, паллах, чаплӑ мар. Автор поэмӑна хӑй вулать. Нарспи сасси пӗр хут ҫеҫ илтӗнет. Ӑна та пулин 3–4 сехет ӳкернӗ. Мӗншӗн тесен автор актерсен урамра тупнӑ. Иртен-ҫӳрен килӗшнӗ те вӗсене роль шанса панӑ. Нарспи сӑнарне калӑплакан хӗр вырӑс акценчӗпе калаҫнӑран сценӑна ӳкерес ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. К.Иванов поэмӑра чылай вырӑнта сӑнарлӑ каланӑ. Автор вӗсене темшӗн тӳррӗн ӑнланнӑ — «тути-ҫӑварӗ ҫулланать» тенӗ вырӑнта кинемей тута ҫуллать, «пырӗ ярӑнать» ҫӗрте — пыр кӑтартаҫҫӗ… Кӗвӗ тӗлӗшӗнчен те хӑйне евӗр илемлетнӗ: тӗнче шайӗнчи композиторсен кӗввисем янӑраҫҫӗ. Курма пынисем ҫакна чӑвашлӑха хирӗҫ пулӑм тесе йышӑннӑ. Ара, Михаил Луков хӑй те композитор, юрӑ ҫырма пултарнӑ. Хаклавҫӑсенчен пӗри ҫапла каланӑ: «Михаил Луковӑн «Нарспине» курсан влаҫ чӑваш киновне пулӑшу кирлине туйса илӗ-ши?»

Михаил Луков, тем тесен те, маттур. Фильма вӑл фольклор ушкӑнӗсене явӑҫтарнӑ, мӗнле пултарнӑ — ҫапла ӳкернӗ. Ҫапах чӑваш киновне пулӑшу кирлех. «Нарспи» фильма Марат Никитин режиссер та ӳкересшӗн. Унӑн «Хорло» фильмне курнӑччӗ, ӑна ҫӳллӗ шайра ӳкернӗ. Марат — профессионал. Анчах вӑл та спонсорсем тупӑнсан тем пек савӑнать, мӗншӗн тесен патшалӑх енчен пулӑшу ҫук. Вӑл ӳкернӗ «Нарспи» чӑн-чӑн фильм пуласса, патшалӑх енчен пулӑшу пуласса шанас килет. Пӗчӗк пахалӑхлӑ фильмпа кӑна ҫырлахас килмест-ҫке пирӗн, чӑваш халӑхӗн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters