Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Нет рабства позорнее добровольного.(Сенеки)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Вӑрланӑ ӗҫ усӑ парать-и?

Аçтахар Плотников15.03.2016 10:077255 views

Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ. Шел, те темиҫе ҫул манӑн хытӑ диск юрӑхсӑра тухнӑран ҫав сӑвва ярса панӑ ҫырӑва хальхи вӑхӑтра тупма май ҫук, вӑл пирӗн пата, Чӑваш халӑх сайтне, мӗнле килнине палӑртма йывӑр.

Сергей ашшӗ ҫырнӑ сӑвӑн оригиналӗпе те паллаштарчӗ:

Анастасия Фёдоровӑпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн вӑл «эп нимӗн те пӗлместӗп, манран ыйтмасӑр тунӑ, Степанова Марина Михайловнӑран ыйтӑр» тесе хурав пачӗ. Чӑн та, Элӗк районӗнчи Тавӑт вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен унашкал педагог пур. «Социаллӑ педагог, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ, аслӑ пӗлӳллӗ, пӗрремӗш квалификациллӗ категори» тесе ҫырнӑ ун пирки шкул сайтӗнче. Информацийӗ кивӗ пулас, шырасан-шырасан тӗнче тетелӗнче вӗренӳ министерствин хушӑвне те тупма пулать. 2012 ҫул вӗҫӗнче 2489 №-лӗ хушупа ӑна аслӑ квалификациллӗ категори панӑ. Приказпа килӗшӳллӗн ку 5 ҫуллӑха, ҫапла май Марина Михайловна хальхи вӑхӑтра аслӑ квалификациллисен йышӗнчех пулма кирлӗ.

Ку умсӑмах пекки пулчӗ… Тӗп ыйтӑвӗ вара ҫавах та — вӑрланӑ ӗҫрен усси пулать-и? Эпир ҫак литература ӑмӑртӑвӗсене ачасене хавхалантарма, вӗсемшӗн литература ани ҫинчи ҫула уҫма, вӗсен пултарулӑхне аталантарма йӗркелесе. Хӑшӗсен тӗллевӗсем вара пач урӑхла иккен. Вӗсем ҫак конкурссемпе усӑ курса мӗнле те пулин хӑйсен ятне хӑпартас тӗллев ҫеҫ лартаҫҫӗ пулас. Ҫӗнтерме май ҫук чухне вӑрланӑ ӗҫсемпе усӑ курма та шикленмеҫҫӗ.

Чӑн та, пӗрремӗш конкурса эпир шкулта вӗренекен кашни ӳсӗм валли йӗркелесеччӗ. Анчах килекен ӗҫсем сахал мар пуҫа ваттарсаччӗ: 1-5 класри ачасем хӑш-чух 9-11-сенчен те чаплӑрах ӗҫсем ярса паратчӗҫ. Паллах, хӑйсем ҫырманни тӳрех паллӑ — е вӗрентекенӗ пулӑшнӑ, е ашшӗ-амӑшӗ. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ малашне 6-7-мӗш классенчен пуҫласа хутшӑнтарма пуҫларӑмӑр.

Вӑрласа е улталаса ҫырнӑ сӑвӑшӑн вырӑн йышӑннин сиенӗ ман шутпа тата та пысӑкрах. Ак ҫак сӑввах, «Илленушкӑнь» ятлӑскер, вулавӑшра кӑна мар, эпир кӑларнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекере те Анастасия Фёдорова ячӗпе пичетленнӗ (чӑн авторӗ ячӗпе мар). Ку ҫеҫ те мар — ыттисенчен лайӑхрах пулнӑшӑн вӑл хӑй ушкӑнӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тепӗр автор сӑввине хӑйех ҫырнӑ пулӗ те, анчах «чаплӑ» сӑвӑ «вӑрлама» пултарайманран вырӑн йышӑнайман. Эпир ӑна унӑн пултарулӑхӗшӗн хавхалантарма та пултарайман.

Анастасия Фёдоровӑн страницине тупма май пулчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчипе паллашсан, вӑл чӑваш хӗрӗн пулнине пӗрре те туймастӑн. «Вӑрланӑ» сӑвӑ ҫав хӗрачана нихӑш енчен те витӗм кӳмен теме пулать — ни чунне чӑвашлӑх енне ҫавӑрман, ни пултарулӑх вӑратман.

Вӗҫлесе мӗн каласшӑн? Ҫын ӗҫӗпе тем тесен те мала кайма ҫук. Улталани-суйни вӑл яланах, темле пытарма тӑрӑшсан та, ҫиеле тухать. Анастасия Фёдоровӑн ӗҫӗсене илес пулсан иккӗшне те вулавӑшран кӑларса пӑрахма тивӗ. Ун пек чухне пӗрин пирки иккеленӳ ҫуралчӗ пулсан, тепри те шанчӑклах мар.

 

Сӑн ҫинче: Степанова Марина Михайловна

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters