Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Cмех - сущность человека.(Ф. Рабле)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ача пахчисен ячӗсем. Чӑвашли пур-и?

Аçтахар Плотников23.03.2016 22:285119 views

Шупашкарта миҫе ача пахчи? Вӗсен йышӗнче чӑвашлисем пур-и? Ача пахчисене мӗнле ятсем параҫҫӗ? Чӑваш халах сайчӗ ҫак ыйтусене тишкерес терӗ. Пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма пултаратӑр.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шкул ҫулне ҫитмен ачасене ӑс паракан ача пахчисем пурӗ 120 ытла. Хамӑрӑн тишкерӳре уйрӑм ятлисене ҫеҫ пӑхӑпӑр, номерӗ кӑна пулсан сиктерсе хӑварӑпӑр. Ача пахчисене йӗркипе тишкерӗпӗр.

 

3-мӗш номерли «Маленькая страна» ятлӑ. Чӑвашла вӑл «Пӗчӗк ҫӗршыв» тесе куҫать. Сӑмах май ҫак ятпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш номерли те ҫӳрет. Ку ята ӑҫтан илни паллӑ мар, чи малтан Наташа Королёвӑн юрри пуҫа кӗрет.

Малалла 5-мӗш номерли пырать — вӑл «Малахит» ятлӑ. Ку чул ячӗ. Ятӗнче ӗнтӗ Павел Бажовӑн «Хозяйка медной горы» юмах сӑнланнӑ. Каласа хӑварас пулать — ку вӑл вырӑс ҫыравҫин юмахӗ.

7-мӗш номерлӗ ача пахчи «Созвездие» ятлӑ. Чӑвашла калас пулсан «Ҫӑлтӑр ушкӑнӗ» темелле.

8-мӗш ача пахчи «Дворец детской радости» ятлӑ. Е чӑвашла куҫарса пӑхас пулсан «Ача хаваслӑхӗн керменӗ» пулать.

10-мӗш ача пахчи «Веселые ладошки» ятпа ҫӳрет. Чӑвашла каласан «Хаваслӑ ал тупанӗсем» (е Хаваслӑ алӑсем).

14-мӗш ача пахчи «Солнышко» ятлӑ. Кӑна чӑвашла ним мар «Хӗвел» е «Хӗвелпи» теме пулӗччӗ ӗнтӗ.

23-мӗш ача пачхи «Берегиня» ятлӑ. Шупашкар ачисем валли чӑваш халапӗсем каймаҫҫӗ иккен, славянсен халапӗсем вырӑнлӑрах. Ку Берегиня ятли сӗрт-тӗмескесен, ҫыран хӗррисен Турри пулнӑ.

30-мӗш валли «Лесная полянка» суйласа илнӗ. Чӑвашла «Вӑрман уҫланки» ятлӑ пулӗччӗ.

35-мӗшӗ «Колобок» ятлӑ. Кунта каллех вырӑс халӑх юмахне суйласа илнӗ. Чӑвашла ӑна «Йӑва» тесе куҫаратчӗҫ пулас.

41-мӗш ача пахчи «Зоренька» ятлӑ. Ку ӗнтӗ шурӑмпуҫа ачашласа калани пулать. Ҫавӑн пекех ӗнесене те ку ята паратчӗҫ-ха та, анчах унпа ҫыхӑнман пуль.

45-мӗшне «Чудесинка» ят лекнӗ. Чӑвашла калас пулсан пӗр-пӗр «Тӗлӗнтермӗшчӗк» пулӗччӗ пулас.

46-мӗшӗ вара пушшех те «Россияночка» ятлӑ. Интереслӗ, «Чувашияночка» теме сӗнсен мӗн тери хӑраса ӳкӗччӗҫ-ши?

48-мӗшӗ «Ладушки» ятлӑ. Ку ят вӑйӑ ятӗнчен лекнӗ. Ҫук, чӑваш ача-пӑча вӑййинчен мар. Вырӑссенчен.

52-мӗш ача пахчи «Солнечная полянка» ятлӑ. 30-мӗшӗнчи пекрех. Чӑвашла куҫарсан «Хӗвеллӗ уҫланкӑ» пулмалла.

54-мӗш ача пахчи «Журавушка» ятлӑ. Кӑна чӑвашла куҫарсан чӑн та ытлашшиех илемлӗ ят пулмасть. Вырӑссен ку кайӑкӑн ячӗ чипер те, чӑваш вара «Тӑрна» тесе тӑсланкӑ ҫынна калать. Ман тус Дегтярёв та ҫак ята куҫарнӑ чухне самай пуҫ ватни пирки каласа панӑччӗ пулас.

64-мӗшӗ «Крепыш» ятлӑ. Чӑвашла ку сӑмах «паркамас», «маттур» тесе куҫать.

74-мӗшӗ «Березка» ятлӑ. Йывӑҫ ятӗнчен пулнӑ. Вырӑссем ҫак йывӑҫа — хурӑна — питӗ юратаҫҫӗ, чӑваш юмахӗсенче вара вӑл лайӑх енпе ытлашши палӑрмасть.

76-мӗшӗ «Здоровейка» ятлӑ. Чӑвашла ӗнтӗ ҫирӗп сывлӑхлине пӗлтерет.

78-мӗшӗ «Колосок» ятпа ҫӳрет. Чӑвашла — «Пучах».

83-мӗшне «Ручеёк» ят панӑ. Чӑвашла — пӗчӗк юханшыв пулать.

88-мӗшӗ «Березонька» ятлӑ. 74-мӗшӗ пекех, анчах тата та ачашрах.

89-мӗшӗ «Ладушки» ятлӑ. Ку ят маларах пурччӗ, вӑл 48-мӗшӗнни пекех. Чӑн та пӗрешкел ят париччен пӗр-пӗр чӑвашла хитре ят суйласа илесчӗ.

93-мӗшӗ «Теремок» ятлӑ. Ку — ҫурта вырӑсла ачашласа калани. Ятне вара вырӑс халӑх юмахӗнчен илнӗ. Чӑваш юмахӗнчен илсе ят пама, паллӑ ӗнтӗ, хӑюлӑх ҫитмест.

96-мӗшӗн ячӗ те — «Аленушка» — вырӑс халӑх юмахӗнчен килнӗ.

97-мӗшӗ «Семицветик» ятлӑ. Чӑвашла «Ҫичӗ тӗс» тесе куҫмалла. Ячӗ каллех юмахран. Вырӑс ҫыравҫин Валентин Катаевӑн «Цветик-семицветик» ятлинчен.

98-мӗшӗ «Ёлочка» ятлӑ. Чӑрӑш йывӑҫҫинчен лекнӗ, вырӑсла ачашласа каланинчен.

103-мӗшӗ «Гномик» ятлӑ. Ку ят вырӑссенчен те мар, герман-скандинави тӑрӑхӗнчен пирӗн тӑрӑха лекнӗ. «Белоснежка и семеро гномов» юмах анлӑ сарӑлнӑ. Сӑмах май Александр Пушкинӑн «Сказка о мертвой царевне и семи богатырях» юмахӗ те ӑна питӗ ҫывӑх. Гномсем хальхи вӑхӑтра литературӑра та культурӑра та — тӗслӗхрен компьютер вӑййисенче — анлӑ сарӑлнӑ сӑнар. Анӑҫ европӑри халапсенчисенчен вӗсем самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулин те хальхи ачасенчен ыйтсан вӗсем сире ҫак гномсем пирки чӑвашсен историйӗнчен лайӑхрах каласа парӗҫ.

106-мӗшӗ «Кораблик» ятлӑ. Ку ӗнтӗ «Карап» чӑвашла пулать.

108-мӗшне «Сказка» ят панӑ. Чӑвашла парас пулсан «Юмах» ятлӑ пулӗччӗ.

110-мӗшӗ «Дубравушка» ятлӑ. Чӑвашла ӗнтӗ «Юманлӑх» пулать. Юман йывӑҫҫи халапсенче те юмахсенче те чӑвашсен час-часах тӗл пулать, ҫитменнипе вӑл — ырӑ сӑнарлӑ.

111-мӗш ача пахчи «Умка» ятлӑ. Ят парассинче ӑслисен тесе суйламан-ха, «Умка» ятлӑ мультфильмран лекнӗ ӗнтӗ вӑл ача пахчине. Аса илтеретпӗр, «Умка» мультфильма 1969 ҫулта ӳкернӗ, сценарине Юрий Яковлев вырӑс ҫыравҫи ҫырнӑ.

113-мӗш ача пахчи «Золотой ключик» ятпа паллӑ. Кунта та ылтӑн ҫӑра уҫҫи вырӑс культурипе ҫыхӑннӑ, Алексей Толстойӑн «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино приключенийӗ» юмахӗпе.

114-мӗш ача пахчин ячӗ каллех вырӑс ҫыравҫин Сергей Аксаковӑн юмахӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл «Аленький цветочек» ятлӑ. Хӑй юмахне вара автор «Красавица и чудовище» тӑрӑх ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

116-мӗш ача пахчи «Родничок» ятлӑ. Чӑвашла «Ҫӑлкуҫ» пулать.

117-мӗшӗ «Белоснежка» ятлӑ. Маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, ку ят пирӗн пата анӑҫ европӑри халӑхӗсен юмахӗнчен килнӗ.

122-мӗш номерли «Солнечный лучик» ятлӑ. Чӑвашла ӑна кӗскен «Шевле» ят пама пулӗччӗ ӗнтӗ. Чӑваш сӑмахне тӗпе хурсах ят панӑ пуль те, анчах вырӑсла.

125-мӗш ача пахчи «Дубок» ятлӑ. «Дуб» тесен кӳренмелле пулӗччӗ те вырӑссене, капла ачашрах каласа ҫемҫетме шутланӑ ӗнтӗ юман йывӑҫне.

126-мӗшӗ «Радуга» ятлӑ. Чӑвашла ӑна «Асамат кӗперӗ» тесе куҫарма пулать.

127-мӗшӗ «Малышка» ятлӑ. Интереслӗ, кунта хӗрачасене кӑна йышӑнаҫҫӗ-ши?

128-мӗшне чӑваш орфографийӗнче тавлаштаракан ӳсентӑран ятне панӑ — «Василек». Чӑвашла вӑл «Утмӑлтурат» пулать.

129-мӗшӗн ячӗ каллех маларах тӗл пулсаччӗ — «Дубравушка» ят. Чӑн та ун вырӑнне пӗр-пӗр чӑвашла ят тупайсан илемлӗрех пулӗччӗ. Пӑтраштарасси те пулмӗччӗ пуль.

130-мӗш ача пахчи вара чӑн-чӑн чӑвашла — «Улӑп» ятлӑ вӑл. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ. Кӑна ӗнтӗ вырӑсла куҫарса парас пулать — «Великан», «Богатырь» теме тивӗҫ вӑл.

132-мӗшӗ каллех вырӑс юмахӗпе ҫыхӑннӑ — «Золотая рыбка» ятлӑ. Александр Пушкин «Пулӑҫпа Ылтӑн пулӑ ҫинчен» юмахӗн сюжетне Гриммсен «Пулӑҫпа ун арӑмӗ ҫинчен» юмахран илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

133-мӗш ача пахчи «Почемучка» ятлӑ. Кунта ӗнтӗ нумай пӗлме юратакан ачасене пырса тивекен вырӑс сӑмахне тӗпе хунӑ.

134-мӗш ача пахчи «Жемчужина» ятлӑ. Чӑвашла ӑна ытларах «Мерчен» тесе куҫараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Ахах», «Салем», «Ӗнчӗ» сӑмахсем те ҫав чулах пӗлтереҫҫӗ.

141-мӗшӗ — чӑвашла ячӗллӗ тепӗр ача пахчи. «Пилеш» ятлӑ вӑл. Вырӑсла ӑна ҫырас пулсан «Рябинушка» темелле пулӗччӗ.

146-мӗшӗ те вырӑс халах юмахӗсемпе ҫыхӑннӑ. «Петушок» сӑнар вӗсенче сахал мар тӗл пулать. Чӑвашла ӑна «Автан» теме пулӗччӗ.

151-мӗшӗ ӳсентӑранпа ҫыхӑннӑ, «Ромашка» ятлӑ. Чӑвашла ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ: «Шак курӑк», «Шур чечек», «Укҫа курӑкӗ», «Салтак тӳми». «Эрех курӑкӗ» текенни те пур.

158-мӗшне вара «Рябинушка» тенӗ. 141-мӗш пекех, анчах вырӑсла.

162-мӗш ача пахчи валли «Акварелька» ята суйланӑ. Кунта акварель сӑррине тӗпе хунӑ.

154-мӗш валли те «Ромашка» суйланӑ. Тӗплӗнрех 151-мӗшӗ пирки ҫырнинче вулайратӑр.

166-мӗшӗн ячӗ вара 97-мӗшӗн пекрех. Ку хайхи «Цветик-семицветик» ятлӑ.

167-мӗш ача пахчи тепӗр хирти чечек ятне илнӗ — «Колокольчик». Чӑвашла вӑл «Шӑкӑлчан», «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Шӑнкӑрав чечекӗ» пулать.

169-мӗш ача пахчи «Светлячок» ятлӑ. Ку нӑрӑ ячӗ, чӑвашла ӑна «Ҫутӑ хурчӗ», «Ҫутӑ хурт» теҫҫӗ.

172-мӗшӗ «Львёнок» ятлӑ. Ятне совет мультфильмӗнчен илнӗ. Хӑйне ӑна Сергей Козловӑн «Арӑслан ҫурипе тимӗр шапа» юмаха тӗпе хурса ӳкернӗ.

174-мӗш ача пахчине мӗнле ята тӗпе хурса панине ӑнкарма йывӑр. «Микроша» ятлӑ компьютер пулса-ха та ӗнтӗ, анчах никӗсӗнче вӑл мар пуль.

176-мӗшӗ «Золотой петушок» ятлӑ. Александр Пушкинӑн «Ылтӑн автан ҫинчен юмах» ятли пур. Ҫавна тӗпе хурса ят панӑ пулинех.

179-мӗш ача пахчи «Дюймовочка» ятлӑ. Вӑл пирӗн культурӑна Ханс Кристан Андерсен юмахӗнчен лекнӗ. Чӑвашла ӑна «Пӳрнеске» тесе куҫараҫҫӗ. Сӑмах май ҫак ятлӑ ача пахчи Кӳкеҫре пур.

180-мӗшӗ «Журавушка» ятлӑ. 54-мӗшӗ ҫак ятпа пӗрешкелех теме пулать, кӑшт ҫеҫ расна.

184-мӗш ача пахчи «Калейдоскоп» ятлӑ. Вӑл оптикӑллӑ тетте ячӗпе ҫыхӑннӑ.

201-мӗшӗ «Островок детства» ятлӑ. Чӑвашла «Ачалӑх утравӗ» тесе куҫарма пулать. Ку ача пахчи ҫӗннисен йышӗнчен.

202-мӗшне «Город чудес» ят панӑ. Чӑвашла «Тӗлӗнтермӗшсен хули» теме пулать.

203-мӗш ача пахчи «Непоседы» ятлӑ. Чӑвашла ку ята тӗрлӗрен калама пулать: «Вӗҫкӗн», «Вӗшле», «Йӑкӑлти», «Йӑшӑлти», «Каскӑн», «Пӗлтӗркке», «Сӗркеленчӗк», «Юрккӑн», «Якӑлти», «Ӗнерсӗр» тата ыт.те.

 

Пӗтӗмлетсе каласан ятӗнче те пулин чӑваш сӑмахне усӑ курни пурӗ те икӗ ача пахчинче ҫеҫ тӗл пулать. Списока вара вӗсем 63 лекрӗҫ. Сӑлтавӗ мӗнре? Ача пахчисем малтанах хуласенче аталанма пуҫланинче пуль. Ялтисем вӑл вӑхӑтра хӑйсен ачисене килте ӳстернӗ. Хулара вара ытларах вырӑсла калаҫнӑ, вырӑссен пайӗ пысӑкрах пулнӑ. Ача пахчисене те ҫавна май вӗсем валли ытларах йӗркеленӗ. Ҫавна пулах халӗ те хулара чӑвашла воспитани паракан пӗр ача пахчи те ҫук. Пурте вӗсем ачасене мӗн пӗчӗкрен вырӑслантараҫҫӗ. Чӑваш ачи лексен те унӑн ирӗксӗрех вырӑсла калаҫма хӑнӑхма тивет. Хальхи вӑхӑтра хулари чӑвашсен пайӗ пӗчӗк мар пулин те чӑвашла воспитани пама пуҫлас ыйтӑва халӗ те ҫӗклесшӗн мар.

Тепӗр пӗтӗмлетӳ: ячӗсенче чӑваш юмах-халапӗсемпе пач усӑ курманни. Пӗртен-пӗр «Улӑп» пур ӗнтӗ, анчах ытларах пайӗ ятне суйланӑ чухне вырӑс юмахӗсене ҫеҫ мар, анӑҫри европа халӑхӗсенне те илет. Кунта пӗр сӑлтавӗ чӑваш культуринчен пӑрӑнма тӑрӑшни сисӗнет (асӑрхӑр: хулари суту-илӳсенче е вырӑсла юрӑсем янараҫҫӗ, е ютрисем; чӑвашлисене нихҫан та илтеймӗр), тепри — пирӗн тӳре-шарасем темле тӑрӑшаҫҫӗ пулин те чӑваш культури ҫынсен ӑсӗнче утӑм хыҫҫӑн утӑм чакса ҫеҫ пырать. Ахаль халӑха сӗнсен вӑл вырӑс юмахӗсене кӑмӑллӑрах йышӑнать. Чӑвашлисем капӑрах мар тени те кунта вырӑнсӑр — темле хитререн те хитре ӳкерчӗксемпе илемлетсен те ахаль ҫын ҫав-ҫавах вырӑслине суйлать. Ҫакӑн сӑлтавӗ — пирӗн пурнӑҫ йӗри-таврашӗ 80-90%-па вырӑс чӗлхипе ҫыхӑннинче.

 

Сӑн ҫинче: «Берегиня» ача пахчи

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters