Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Есть люди, даже мысли свои облачающие согласно требованиям моды.(Б. Авербах)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Раҫҫей влаҫӗ пӑлхавӑрсен вӑхӑтне хатӗрленет?

Аçтахар Плотников06.04.2016 13:135100 views

Ӗнерхи хыпарсенчен пӗр пайӗ — Владимир Путин патшалӑхра ҫӗнӗ ҫар пайне йӗркелени. Ӑна наци гвардийӗ ят панӑ. Кӗскен пӗтӗмлетӳ тусан ҫак шалти ҫар пире терроризмран хӳтӗлӗ, наркотик сарассипе кӗрешӗ тата ытти ӗҫсене тӑвӗ. Чикӗ сыхлама та вӗсем пулӑшӗҫ. Хӑш-пӗр тишкерӳҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх наци гвардийӗ — иккӗмӗш ФСБ евӗрех. Хӑш-пӗр ӗҫӗсем ҫак ҫар пайӗнче хӗсметре тӑраканнисенни пекех. Тӗслӗхрен, террористсемпе кӗрешесси. Ҫӗнӗ ҫар пайне хатӗрлеме укҫа нумай кирлӗ пулмӗ тесе ӗнентереҫҫӗ — унта хальхи ШӖМӗн хӗсметӗнче тӑраканнисемех пулӗҫ имӗш — СОБР, ОМОН евӗрлӗ пайсем. Пӗр пайран тепӗр пая куҫарма ҫеҫ кӑштах укҫа-тенкӗ тӑккалама тивӗ теҫҫӗ.

Наци гвардийӗн ӗҫӗн пӗр пайӗ — пӑлхавӑрсемпе кӗрешесси. Хайхи пӗр-пӗр тӑрӑхра халӑх влаҫ ӗҫӗпе килӗшмесӗр митинг-пуху таврашне тухсан шӑп ҫак ҫӗнӗ ҫар пайӗ йӗркене пӑсма памӗ те. Саккунне хам тишкермен те, анчах ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӗсем пухӑннӑ халӑха асӑрхаттармасӑр пӑшалтан та пеме пултарӗҫ. Хуть те хӑҫан мар — хӑйсен сывлӑхӗ хӑрушлӑха лексен. Ачасемпе хӗрарӑмсене ҫеҫ персе пӑрахас умӗн асӑрхаттарас пулать.

Ҫакна пӗтӗмпех сӑнанӑ май мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать? Раҫҫей влаҫӗ пӑлхавӑр-революци вӑхӑтне хатӗрленнине сӑнама май пур. Хӑш-пӗр саккунсем питӗ вӑхӑтлӑ тухаҫҫӗ — вӗсене пӑхсан пирӗн патшалӑх ертӳҫисем тӗрлӗ пулӑмсем пуласса сиснӗн туйӑнать. Тӗслӗх пек, патшалӑхран уйрӑлса тухасси пирки калама юраманни ҫинчен йышӑннӑ саккуна илме пулать. Ҫулталӑк маларах йышӑнчӗҫ-и? Вӑхӑт нумай та иртмерӗ… Раҫҫей Федерацийӗ Крым ҫӗрӗпе пуянланчӗ.

Ҫак ҫӗнӗ ҫар пайне йӗркелесси те ҫав йышшинченех пек. Кризис вӑхӑтӗнче хӑйсене хӳтӗлемелли хӗсмет. Укҫа-тенкӗ сахалланнӑ май халӑхӑн кӑмӑлӗ чылай чухне пӑсӑлать — ун хирӗҫес килет, ҫапӑҫас килет. Хӑйӗн айӑпне те вӑл ыттисем ҫине таянтарма тӑрӑшать. Ку чухне ытларах влаҫа айӑплама хӑнӑхнӑ. Ҫӳлтисем ҫакна ӑнланаҫҫӗ — ҫавӑнпа та пурнӑҫри пӗтӗм инкекӗн сӑлтавне таҫти инҫетри «тӑшмансем» ҫине явӑнтараҫҫӗ. Анчах апла туса пыни вӑл ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ мар, халӑх майӗпен хӑнӑха-хӑнӑха пырать те чӑннипе хӑйӗн ҫиллине ӑҫталла ямаллине туя пуҫлать. Уйрӑмах влаҫрисем хура халӑха ӑнланми пулса ҫитсен. Чӑтать-чӑтать те халӑхӗ ӗмӗр каяллахи пекех сенӗк-пуртӑ йӑтса пӑлхавӑра тухать. Вара чӑн та ҫав вӑхӑтри пек тепӗр революци сиксе тухать. Шӑп ҫавнашкал пулӑмсенчен хӳтӗлеме йӗркелеҫҫӗ те пуль ҫак наци гвардине. Вӗсен ӗҫне кӗрекен шутра, каларӑм ӗнтӗ, пӑлхавсене сиресси те пур.

Паллах, ку шухӑш кӑна. Чӑн та ҫапла-и е апла маррине вӑхӑт ҫеҫ кӑтартӗ. Тен, чӑн та, ШӖМӗн пайӗсене наци гвардине куҫарсан хурахсемпе кӗрешме ҫӑмӑлрах пулӗ. Манӑн шухӑш кӑна тӳрре ан тухтӑрччӗ ӗнтӗ. Пӑлхавӑрсен авӑрне лексен пурнӑҫ лайӑхланасси пирки шухӑшлама хӗнрех.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters