Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Подлость в мыслях ничем не лучше подлости содеянной.(Альберто Моравио)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Надежда Савченко ҫуралнӑ кунӗ

Тимӗр Акташ12.05.2016 10:353677 views

Ӗнер, 2016-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Украина Паттӑрӗн Надежда Савченко ҫуралнӑ кун. Вӑл 35 тултарнӑ. Ӑна Украина Президенчӗ Пётр Порошенко саламланӑ. Савченкона ирӗклӗхе тухма тӑрӑшни ҫинчен пӗлтернӗ. Надеждӑн амӑшӗ Раҫҫейри тӗрмере ларакан хӗрне унӑн юратнӑ кучченеҫсене илсе килнӗ.

 

Ӗнер пӗтӗм Украинӑри, тӗрлӗ ҫӗршывсен ырӑ ҫыннисем Надеждӑна саламланӑ. Интернет, ҫырусем урлӑ, тата урӑхла мелсемпе саламланӑ.

Эпӗ те ӑна чун-чӗререн саламлатӑп. Ирӗклӗхе сывӑ пулса, тухма сӗнетӗп.

«Кам вӑл пире Надеждо Савченко?»

— Кам вӑл пире, чӑвашсене, Надежда Савченко? — Кӑҫал Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак ыйту панӑ мана пӗр чӑваш йӑхташ.

Хуравлатӑп: Н.Савченко пур халӑхсем валли тӗслӗх. Мӗнле вӑл тӑван Ҫӗршыва, Украинӑна юратса, хӳтӗлене. Хӑй ирӗкӗпе, хӑвна шеллемесӗр, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе, вӑрҫӑна кайнӑ. Францири Жанна д,Арк пекех.

Мӗншӗн эп ӑна саламлатӑп? Мӗншӗн тесен, ку – унпа пӗр шухӑшлӑх (вырӑсла — солидарность), пӗр шухӑшлӑ пулни. Мӗншӗн тесен, вӑл унӑн тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнман пулнӑшӑн кӗрешни, ҫапӑҫни. Вӑл сӑваплӑ ӗҫ.

Асаилӳ

1991-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче эпӗ Шупашкарти «Молодой коммунист» хаҫатӑн, штатра тӑман корреспондент пулса, Рига, Вильнюс хулисене, хаҫат редакцийӗнче командировка илсе, кайрӑм. Ҫак чух Латви, Литва Республикисем СССРтан тухса, никама пӑхӑнман ҫӗршывсем статус таврӑнма, кӗрешнӗ.

Унта эпӗ Ирӗклӗх, Никама Пӑхӑнманлӑх мӗн вӑл, чухласа, чун-чӗрепе туйрӑм. Латви, Литва парламентсенче, таврари баррикадӑсенче пултӑм. Вӗсене хӳтӗлекенсемпе хутшӑнтӑм. Литва граждансене, радио тӑрӑх, хамӑн шухӑшсене пӗлтертӗм. Вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ тесе.

Вильнюсра, парламент (Сейм) умӗнчи площадӗнче, баррикадӑсем сийӗн, чаплӑ акӑлчан «The Beatles» ансамблӗн юрӑсем хавассӑн шӑрантарчӗҫ. Ҫак чух эпӗ шухӑшларӑм: «Ку халӑх тепӗр хут нихӑҫан та ирӗксӗр пулмасть!» Ҫак сӑмахсене «Молодой комуннист» хаҫатри хамӑн «Прибалтийский дневник» (1991. Нарӑс-пуш) репортаж ярӑмӗнче те ҫыртӑм. Анчах пичетре тухнӑ репортажра ҫак предложенине пичетлемен.

 

Тимер АКТАШ.

Шупашкар, 2016-меш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters