Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Деньгами можно купить только людей. Случая не купишь! (Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Мы нищеброды что-ли?»

Аçтахар Плотников16.08.2016 22:474401 views

«Мы нищеброды что-ли?» — тет спорт министр ҫумӗн арӑмӗ. Ҫапла май вӑл хӑйне хура халӑхран ҫӳллӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулинех.

Хальхи тӳре-шара хура халӑхран тухнӑ пулин те хӑйсене мӑнкӑмӑллӑ тытни никамшӑн та тӗлӗнтермӗш япала мар ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та ку ыйтӑва хускатмӑпӑр. Паянхи кун кашни ыттисенчен чаплӑрах курӑнма тӑрӑшать — ҫуртне кӳршӗсенчен ҫӳллӗрех лартать, тимӗр лашине хӑватлӑраххине туянма тӑрӑшать, тата ытти те. «Чухӑннисен» йышне уйрӑмах лекесшӗн мар.

Анчах пӗр 20-25 ҫул каялла ку тӗлӗшпе лару-тӑру пач урӑхлаччӗ. Хам ун чухне шкул ачи кӑна пулсаччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл вӑхӑтри ҫынсен пурнӑҫӗ ман асра ҫапларах сӑнланса юлнӑччӗ: халӑх хӑйӗн пуянлӑхне кӑтартасшӑн марччӗ. Сӑпайлӑх та марччӗ ӗнтӗ вӑл, пуянлӑха кӑтартма хӑратчӗҫ тесен тӗрӗсрех пулӗ. «Ун килӗнче ылтӑн чӑмӑркки пурах», — текелетчӗ ман тус хӑйӗн тӑванӗ пирки. Чӑн та, тен ылтӑнӗ те пулнӑ, анчах ҫынсем вӑл вӑхӑтра паянхи пек мулпа мухтанмастчӗҫ, ыттисенчен ытлашши вӑл енчен уйрӑлса тӑрасшӑн марччӗ.

Килти пуянлӑхшӑн чӑвашсем хӑҫан хӑрама пӑрахнине халь тӗплӗн калаймастӑп, ҫавах та пӗр 2000 ҫулсенче пулса иртрӗ пулас вӑл. Малтан пӗрисем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑйсен пуянлӑхне ҫын куҫӗ умне кӑларӗҫ, кайран вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те майӗпен хӑюланса пычӗҫ. Ман тус та, хулара чаплӑ машинсен йышӗ ӳснине кура, пӗрре ҫапла «Халӑх пуянлӑха пытарма пӑрахрӗ пулас» тенине астӑватӑп. Халь вара — уҫҫӑнах мухтанаҫҫӗ. Малтанхипе танлаштарсан, пач урӑхла — «чухӑннисен» ретне кӗртессинчен хӑраҫҫӗ!

Ман ачалӑх вӑхӑтӗнче мӗншӗн пуянлӑха кӑтартма вӑтаннӑ-ха? Ӑмсанма пултарассинчен мар пуль. Ман шутпа ку 1920-30-мӗш ҫулсенче кулаксене пӗтернӗ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Ыттисенчен кӑшт пуянрах пурӑннисене, вӗсем тарҫӑсене тытман пулин те, Ҫӗпӗре сахал мар ӑсатнӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, коммунистсем хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫчен чӑвашсен куҫҫулне сахал мар юхтарнӑ. Ҫӗпӗртен хӑтӑлмалли меслет вара пӗтӗм пуянлӑха калхуса, патшалӑха парнелесси кӑна пулнӑ (пирӗн ялтан ытлашши инҫех те мар вырнаҫнӑ Шоркка ялӗнче, сӑмахран, икӗ армана калхуса парнеленӗ). Ҫав вӑхӑтранпах ӗнтӗ тӑсӑлнӑ вӑл йӑла — пуянлӑха кӑтартма шикленнӗ. Пирӗн ял ҫынни «Дружба» чӑх-чӗп хапрӑкӗн (халь Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне кӗрет) директорӗччӗ. Пӗчӗк предприяти мар, ҫавах та унӑн пӳртне пӑхсан — вӑл халӗ те ялти ытти ҫуртсенчен уйрӑлса тӑмасть. Ун чухне вара — ыттисенчен кӑшт пысӑкрахччӗ кӑна. Пурин те урамалла 2-3 чӳрече тухатчӗ пулсан, унӑн — тӑваттӑ. Ҫавӑнпа кӑна. Хальхи директорсемпе танлаштарсан уйрӑмлӑх — ҫӗрпе пӗлӗт пекех. Кашни сахалтан та виҫӗ хутлӑ ҫурт лартма тӑрӑшать.

Чӑннипе вара ман шутпа ытларах пирӗн шалти пуянлӑхпа мухтанмалла. Шалта ҫук пулсан темле «Мы нищеброды что-ли?» тесе кӑшкӑрсан та ҫын умӗнче эс чухӑн ҫын кӑна. Хаклӑ машинсем те, хитре те пысӑк хваттерсем те сан шалти «чухӑнлӑхна» пуянлатаймаҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters