Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Прелесть роз дает им право на шипы.(Шекспир)
 

Ad

Agabazar: Тавлашу хыҫҫӑн

Agabazar21.01.2017 17:014956 views

"Ҫак кунсенче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Хыпар» хаҫат тавра калаҫу иртрӗ — унӑн тиражне ӳстерес тесен мӗн тумалла, мӗнле ҫул суйласа илмелле? Ҫӗнӗ директорӑн (нарӑс уйӑхӗнче ҫак вырӑна калама лартассине татса памалла) мӗнле ӗҫлемелле, мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе лару-тӑрӑва улӑштарма пулать? Паян эпир сире ҫав калаҫура сӗннӗ шухӑшсемпе паллаштаратпӑр."

"Хыпар" хаҫат шӑпи пирки.

"Видеотавлашӑва Арсений Тарасов, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин, Дмитрий Моисеев, Алексей Леонтьев, Аҫтахар Плотников, Станислав (Убасси) Александров, Александр Белов хутшӑнчӗҫ — журналистсем те, ҫыравҫӑсем те, тӗп редактор пулнисем те пулчӗҫ"

Малалла — хам шухӑшсене асӑнса тухӑп.

1)Сӑмах ирӗклӗхӗ пирки.

Сӑмах ирӗклӗхӗ хаҫат патшалӑхӑн е уйрӑм ҫыннӑн пулнинчен килмест.

Патшалӑх хаҫачӗ те ирӗклӗ пулма пултарать.

Уйрӑм ҫыннӑн хаҫачӗ те тап-таса агитпропа тухма пултарать.

Пӗлетӗр вӗт пурте "Эхо Москвы" радио пирки? Контроллӗ паккед — патшалӑхра. Апла пулин те асӑннӑ радио патшалӑхри вӑйсем тӗлӗшпе оппозицилле, хирӗҫле шухӑшсем пайтах калать.

Элекҫей Петровччӑ Леонтьев та йышӑнчӗ вӗт: "Хыпар" 1997-мӗш ҫулччен ирӗклӗ пулнӑ! Анчах вӑл асӑннӑ вӑхӑтра та патшалӑх аллинчех тӑнӑ ку хаҫат! Такштӑ, ҫак тӗлӗшпе апла-капла спекуляцилесе калаҫма кирлӗ мар.

Хаҫата уйрӑм ҫын тытса тӑнине сӑмах ирӗклӗхӗн гарантийӗ пек курма хӑтланни — сарӑмсӑр иллюзи тата мираж.

Чӑн малтанхи (I) "Хыпарӑн" (1906-1907) кашни номӗрӗ цензура витӗр (Н.И.Ашмарин) тухнӑ. Апла пулин те ҫав хаҫата Э.П.Л., авӑ, каллех ирӗклӗ тет. Вӑт ҫавнашкал япала, ҫавнашкал парадокссем.

2)"Холдинг" пирки.

Хальхи вӑхӑтра "Хыпар" хӳттипе темиҫе хаҫат тухса тӑрать. Ҫакӑ лайӑх-и, начар-и?

Паллах, "Хыпар" ытти кӑларӑмсене хӑй йышӗнчен кӑларса пӑрахма пултарать. Анчах кун пек чухне лешсен умӗнче пӗтес хӑрушлӑх тухса тӑрать. Лешсем пӗтни аван-и, начар-и?

3)Холдинга мӗншӗн туса хунӑ пулнӑ?

Ман шутпа, "Хыпар" холдингне патшалӑх енчен тӗрӗслесе тӑма меллӗ пултӑр тесе тунӑ пулнӑ.

Пире, айккинчи айван ҫынсене, паллах, пачах урӑхла ӑнлантарнӑ. Укҫа-тенкӗ "перекетлеме" имӗш (Оптимизаци!). Анчах та "Хыпар" вӑл укҫа-тенкӗ перекетлемелли вырӑн мар. Перекетлесех тесен, чӑваш хаҫачӗсене пурне те хупса хума пулать. Кирлӗ-и сире унашкал "перекетлев"?

4)Уйрӑм ҫынсем чӑвашла хаҫат кӑларас пирки.

Уйрӑм ҫынсенчен паян чӑннипе шултра усламҫӑсем ҫеҫ кӑларма пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, Владимир Фёдорович Ермолаев йышшисем. Анчах ун пек ҫынсен ку ӗҫпе аппаланма нимле резон та ҫук. Тӗрӗссипе чӑваш хушшинче ҫав таран пуян ҫынсем нумаях та мар. Чӑваш мар пуянсене вара чӑвашла хаҫатпа ирӗксӗр аппалантараймастӑн. Хӑйсен ирӗкӗпе — пушшех те аппаланас ҫук вӗсем.

Уйрӑм ҫын чӑвашла хаҫат кӑларнин ӑнӑҫлӑ тӗслӗхӗ историре пулнӑ (Борис Чиндыков, "Аван-и", 1990-1994). Анчах та вӑл япала хӑҫан тата мӗншӗн пулма пултарнине эпир лайӑх пӗлетпӗр. Асӑннӑ ӗҫ мӗнле вӗҫленни те пире пӗтӗмпех паллӑ. Ҫак ӗҫре пухнӑ пуян опытпа усӑ курса каярахпа Борис Чиндыков пурпӗрех нимех те тӑвайман. Ахӑртнех пӗрре кӗнӗ шыва тепре кӗме май ҫук пулӗ ҫав. Никама та тимӗртен туман.

5)Укҫа-тенкӗ тӗлӗшпе епле-ха?

Нимӗнле чӑвашла хаҫат та хальхи вӑхӑтра нимӗнле тупӑш та пама пултараймасть.

Ҫавӑнпа та "тупӑшлӑ" текен хаҫат кӑларас шухӑша ҫураличченех ҫапса хуҫмалла. Сахалтарах тӑкаклӑ хаҫат кӑларасси пирки шутлама пулать. Анчах ҫак тӗллеве чӑваш пичетне аркатса тӑкас ҫул ҫине тӑрса татса памалла мар.

6)Эрнесерен е кунсерен тухакан хаҫат кирлӗ?

Тӗрӗссипе, унашкалли те, кунашкалли те кирлӗ. "Хыпар" эрнере тӑватӑ хутран каярах тухма пуҫласан, вӑл "Хыпар" пулма пӑрахать. Ҫапла вара ун пек чухне хаҫатӑн пумилккине ирттерме тивет.

Эрнере пӗрре ҫеҫ тухакан хаҫат "Хыпар" ятлӑ пулма пултараймасть. Ку чӑнах та ҫапла иккенне ӗнентерме ҫав тери ҫӑмӑл — ятӑн пӗлтерӗшне ҫеҫ аса илес пулать!

7) "Хыпар" сайчӗ.

Тавлашура "Хыпар" сайчӗ пирки никам та ним те каламарӗ пулас. Ку енӗпе ман пӗр сӗнӳ пур. Унта эксклюзивлӑ материалсем кӗртме тӑрӑшмалла. Урӑхла каласан, пичетленӗ вариантра ҫуккисене. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра чылай пичет органӗсен, радиолла е ТВ информаци хатӗрӗсен сайчӗсем те шӑпах ҫак меслетпе ӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Нивушлӗ ҫак ансат шухӑш халиччен никам пуҫне те пырса кӗмен?

Сӑмах май каласан, эмблема евӗрлӗ карччынккана "Хыпар" хаҫат" сайтӗнчен илтӗмӗр.

8)Тутарсемпе пушкӑртсем.

Тавлашура чӑваш пичетне тутарсемпе пушкӑртсеннипе танлаштарма пӑхни палӑрчӗ. Анчах та, ман шутпа, хӑрах енлӗрех. Уйрӑм кӑларӑмсене танлаштарса пӑхаҫҫӗ те — тӳрех пӗтӗмлетӳ тума васкаҫҫӗ. Тӗрӗссипе тутар тӗнчи те, пушкӑрт тӗнчи те пирӗннинчен пысӑкрах — ик-виҫ хут ҫеҫ те мар! Хуть те хӑш енчен илес пулсан та! Калӑпӑр, "пушкӑрт тӗнчи" текен ӑнлав самантрах тутарсен шучӗпе те ӳсме пултарать. "Ватаным Татарстан" хаҫатпа танлаштарса пӑхни мӗне пӗлтерет-ха? Лешӗ Тутарстанти унашкал пӗртен-пӗр хаҫат-и? Мӗнлерех тӑтӑшлӑхпа тухса тӑрать? "Татарстан Хеберлере" текеннине ӑҫта хуратӑр? Ытти тутарла хаҫатсене? Хусанта, авӑ, "Шехри Казан" текен хула хаҫачӗ те пур.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters