Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто хочет жить для других, не должен пренебрегать собственной жизнью.(Ж. Гюйо)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Эпир пулнӑ, пур. Пулатпӑр-ши?

Аçтахар Плотников28.02.2017 11:287251 views

Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?

Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар. Шӑп та лӑп видео техникипе усӑ курса сӑвва чи лайӑх каланине ҫырса илмелли. Ӳкер эс ӑна пӗр виҫӗ-тӑватӑ хут та кайран суйласа чи лайӑххине ярса пар. Кулленхи пурнӑҫра та ҫак ҫынсем ман шутпа ячӗшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир вырӑссем пек те тутарсем пек те аталанаймастпӑр. «Ячӗшӗн» пурӑнатпӑр...

Пӗр япалана эп ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Хӑш-пӗр ӗҫре видео ҫырнӑ вӑхӑтра вӗрентекенсен сассисем те ҫырӑнса юлнӑ. Леш, хайхи «Начали» текеннисем. Калас пулать — чӑвашла ирттерекен конкурссене 99% чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Математика е физика учителӗ хутшӑнни — пӗр-ик хутӗнче кӑна пулсаччӗ. (Чӑннипе каласан, чӑваш чӗлхи аталанӑвне йӑлт чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем ҫине тиенӗ. Ытти сферӑсем — йӑлт вырӑс чӗлхи пусмӑрӗнче. Ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхи тесенех тӳрех чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кӑна тухса тӑраҫҫӗ...) Вӑт, хайхи ҫав чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пирки. Нивушлӗ ачапа чӑвашла калаҫма йывӑр? Эсир ӑна чӑваш чӗлхине вӗрентетӗр мар-и? Ача ӑнланмасран хӑратӑр-им вара? Нивушлӗ эсир ачана чӑвашла ӑнланма! та вӗрентсе ҫитереймен? Ку тӗлӗшпе мана Владимир Андреев та тӗлӗнтерчӗ. Чӑвашла сӑвӑ калакан ачапа вырӑсла калаҫать. Хисеплӗ чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем! Тем тесен те ачапа вырӑсла калаҫас стереотипран сирӗн те пулин хӑтӑлмаллах!

Тепӗр самант — ӗҫсене ярса парассине чи юлашки вӑхӑта хӑварни. Хӑвӑрах пӑхӑр — енчен те нарӑсӑн 3-мӗшӗ тӗлне пурӗ 130 ӗҫ ытларах кӑна ярса панӑ пулсан, шӑматкунпа вырсарникун ярса панисене кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ӗҫсен хисепӗ 630-тан иртрӗ. Миҫе конкурс ирттермен пуль — кунашкал лару-тӑру кашнинчех. Яланах чи кайри кунсене хӑвараҫҫӗ. Ытларахӑшӗ. Шухӑшлатӑп та... чӑвашсен ӗмӗрӗ вӗҫленнине те пирӗн халӑх чи кайри самантра ҫеҫ туйса илӗ пулӗ. Вӗҫне ҫитсен... Анчах ун чухне кая юлмӑпӑр-ши? Хамӑр халӑха чӗртсе тӑратма вӑй-хӑват ҫитерӗпӗр-ши?

Видео ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фонсем пирки чарӑнса тӑрас килет. Ача Шупашкар пирки сӑвӑ калать. «Эп – чӑваш ачи, саватӑп Ӗмӗрхи Шупашкара. Халь вӑл ҫӳллӗ те, паха та, Тек лармасть лупашкара. Шупашкар вӑл — манӑн шанчӑк, Ҫутӑ ӗмӗт, аслӑ шкул», — туйӑмпа, интонаципе янратать. Ҫав вӑхӑтра мӗн куратпӑр эпир? Мӗнле фон ҫинче ӑна ӳкернӗ? Музейри пӳлӗмре — ҫӑпатасемпе, ӗлӗкхи тумсем хушшинче! Ӑҫта кунта малашлӑх? Шупашкарӗ чӑн та лупашкара лармасть, чӑвашсен ӑсӗ вара — халь те ҫав лупашкарах. Чӑваш эрешӗсӗр вӑл чӑваш пурнӑҫне курмасть, ҫӑпатасӑр чӑваш уншӑн чӑваш мар.

Паллах, савӑнмалли самантсем те ҫук мар. Чи пӗрремӗшӗ — ӑмӑртӑва сахал мар ӗҫ ярса пачӗҫ. Юрӗ, чылайӑшӗ конкурса ячӗшӗн кӑна, сертификатшӑн тейӗпӗр, хутшӑннӑ. Ҫавах та лайӑх хатӗрленекенсем те сахал мар пулчӗҫ. Уйрӑмах, хула ачисен ӗҫӗсем аван пулни килӗшрӗ. Педагогсем ӗҫлени питӗ вӑйлӑ сисӗнчӗ — ачисем сӑвва туйӑмпа, интонаципе калама тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӑван мар (пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнура та, килте те вырӑсла калаҫнӑран ӑҫтан чӑваш чӗлхи вӗсемшӗн тӑван чӗлхе пултӑр?) пулсан та ытларахӑшӗ сӑввисене акцентсӑр каласа пачӗҫ.

Пӗтӗмлетнӗ май Петӗр Хусанкайӑн тепӗр йӗркисене илсе парасшӑн: «Каснӑ, вӑтӑрнӑ пире, Кӑкласа хӑртман та мар-тӑр. Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» Шкулсенче чӑваш чӗлхине кӑшт та пулин вӗрентни ҫамрӑксен чунӗсене «вӑрлӑх» хӑваратех пуль тесе шутлатӑп. Пире, чӑвашсене, сахал мар нушалантарнӑ, тӑван культурӑран пистерес тесе сахал мар тӑрӑшнӑ. Петӗр Хусанкайӑн ҫак йӗкисем те ахальтен ҫуралман вӗт. Чун кӳтнипе вӑл вӗсене ҫырнӑ. Апла-тӑк, 1962 ҫулта та (сӑвва ҫырнӑ ҫул) ҫавнашкал сӑлтав пулнах. Паянхи пурнӑҫра, йӗри-тавра вырӑс чӗлхи хуҫаланнӑ вӑхӑтра, чӑваш пулма чӑн та йывӑр. Лавккара чӑвашла ыйтсан сана ӑнланмаҫҫӗ, вырӑсла калама ыйтаҫҫӗ, маршруткӑра чӑвашла чарӑнма ыйтсан, ӑнланми пулса чарӑнмасӑр иртсе каяҫҫӗ... Ҫавах та алӑ усмалла мар пирӗн. Май ҫитнӗ таран вырӑсланакан чӑвашсен чунӗсене «вӑрлӑх» акса хӑвармаллах.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters