Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Cмех - сущность человека.(Ф. Рабле)
 

Ad

Элла Кондратьева: Ҫуркунне Миттаран пуҫланать

Элла Кондратьева11.03.2017 10:426591 viewsEdit Delete

Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук. Ҫак чуна ыраттаракан черетлевре – чӑваш наци юхӑмӗн маттур ҫулпуҫӗ Алюн Кевӗрли, чӑваш литературин пуҫламӑшӗнче тӑнӑ Турхан Яккӑвӗ, Турхан Хӗветӗрӗ, Тайӑр Тимкки, хастар пӑлхавӑрҫӑ Тимахви Николаев-Хури, ҫӗр ҫул каяллахи чи хивре вӑхӑтра «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ Акахви Гаврилова, паллӑ ҫыравҫӑсем — Мӗтри Юман, Нестӗр Янкас, Митта Петӗрӗ тата пиншер те пиншер ят… Шучӗ те ҫук!

Шел, тӑван ҫӗр ҫинех пытарнисене те чылай чух чысласа ҫитерейместпӗр ахӑр. Акӑ, кам юлашки хут Ҫемен Элкер сӑвӑҫӑмӑрӑн Шупашкарти вилтӑприйӗ ҫине чечекпе пуҫ тайнӑ? Кам асӑнма Анатолий Миттов патне ҫитнӗ? Хамӑр халӑх культуришӗн ҫунса пурӑннӑ паллӑ ҫынсен ун пек тӑлӑх вилтӑприйӗсем кашни ялтах тем чухлех.

Ҫакна шута илсен, миттаҫӑсен пархатарлӑ ӗҫӗ калама ҫук ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать иккен.

Кӑҫал та Миттана хисеплекенсем унпа ҫыхӑннӑ сӑваплӑ вырӑнсене чечексем хучӗҫ. Митта парнин лауреачӗсем Николай Николаев юрӑҫ, Николай Ларионов журналист, Аслӑ Арапуҫ ял ҫыннисем Илтимӗр Ефремов кино ӑсти тата унӑн ашшӗ Николай Ефремов тискер саманасенче 17 ҫул ним айӑпсӑр ҫӗртен тӗрмесенче асап тӳснӗ сӑвӑҫӑн вилтӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Шупашкарти уява Митта парнин лауреачӗсем Чӑваш халӑх ӳнерҫи Неҫҫе Кули (Енилин), Николай Лукианов юрист, Юрий Сан сӑвӑҫ, тутар наци юхӑмӗн никӗслевҫисенчен пӗри, шухӑш пӑлхавҫи, ҫыравҫӑ, тӗрӗк халӑхӗсен наци юхӑмӗн идеологӗсенчен пӗри Зиннур Аглиуллин, Митта Хунтин никӗслевҫи тата ертӳҫи Илле Иванов хутшӑнчӗҫ, ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнса тӑван халӑхсен аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

 

Сӑнсенче – асӑну саманчӗсем: Аслӑ Арапуҫӗнче тата Миттан Шупашкарти асӑну хуми умӗнче Зиннур Аглиуллинпа Юрий Сан. Фото: Илтимӗр Ефремов тата Александр Трифонов.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters