Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Если у тебя не будет дурных мыслей, не будет и дурных поступков.(Конфуций)
 

Ad

Софья Савнеш: Халӑх тетелӗнче пуҫа минретекен ушкӑнсене пӗтерес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле

Софья Савнеш16.04.2017 11:095903 views

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов хатӗрленӗ саккун проектне кӗҫех пӑхса тухӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, 14 ҫул тултарман ачасен халӑх тетелӗнче регистрациленме юрамасть, регистрациленекен ҫынран паспорт ыйтмалла. Питӗ лайӑх шухӑш ку. Атту халӗ ачасем шкула кайнӑ-кайман халӑх тетелӗнче ларма тытӑнаҫҫӗ. Ку кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗ ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрланне те халӑх тетелӗнче регистрацилет, лешӗ лайӑх ҫырма-вулама хӑнӑхиччен унӑн ятӗнчен хӑйсемех лараҫҫӗ.

Саккун проектӗнче пӗр ҫын ятӗнчен темиҫе страница уҫма юраманнине те палӑртнӑ. Ҫакна та ырламалла. Халӗ ҫынсем урӑх ятпа регистрациленсе лараҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче вара халӗ темӗнле ушкӑн та, темӗнле ҫын та пур. Суя ятран ҫынсен пуҫне минретекенсем сахал-им вара? ИГИЛа та (ӑна Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ) ҫамрӑксене халӑх тетелӗ урлӑ илӗртнӗ тӗслӗх нумай пулнӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксен пуҫне минретекен ушкӑн та сахал мар. Нумаях пулмасть «Контактра» халӑх тетелӗнче «Синий кит» вӑйӑ анлӑ сарӑлнӑ. Унти ушкӑнра тӑракан ачасемпе ҫамрӑксем ку вӑййа выляса анраҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.

Юлашки вӑхӑтра унта «Розовый пони» вӑйӑ анлӑ сарӑлни пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑл та «Синий кит» пекех, вӑйӑ йӗркелӳҫи заданисем парать. Юлашки задани – ҫӳллӗ хутран сикмелле (е пуйӑс айне выртмалла тата ытти те). «Мана хисеплетӗн пулсан», - теҫҫӗ лешсем. Ачасем, пуҫне минретнӗскерсем, темӗн тума та хатӗр. Паллах, Раҫҫейре кунашкал вӑйӑсене пӗтерес тесе ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Саккунсем йышӑнмалла. Халӑх тетелӗсенче ачасене усал вӑййа явӑҫтаракан ҫынсене тивӗҫлипе явап тыттармалла. Ҫирӗплетсе калама пулать: ҫав ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар.

Виталий Милонов саккун проектӗнче палӑртна тӑрӑх, ӗҫ вӑхӑтӗнче халӑх тетелӗпе усӑ курма чарасшӑн. Анчах чылай тытӑмра вӑй хуракан ҫынсене ку усӑ памӗ. Халӑх тетелӗ урлӑ нумай ҫынна шыраса тупма, вӗсемпе хутшӑнма пулать-ҫке-ха. Ку вара хӑш-пӗр професси ҫыннисене питех те кирлӗ. Тӗслӗхрен, журналистсене. Манӑн шухӑшпа, халӑх тетелӗсенче ачасемпе ҫамрӑксен шухӑш-кӑмӑлне япӑх енне улӑштаракан ушкӑнсене пӗтерес тӗллевпе ытларах ӗҫлемелле. Вӗсен йӗркелӳҫисене тупса явап тыттармалла, унсӑрӑн мӗн пуласси пирки шухӑшлама та хӑрушӑ…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters