Атте-анне, пĕрле ÿснĕ тăвансем чăваш йăхĕнчен пулнипе, хам Чăваш çĕр-шывĕнче чăваш халăхĕ пуçтарнă пурлăхпа усă курса çуралса ÿснине пула хама чăваш тетĕп.
Тăван чĕлхе манран чăваш тумасть. Вырăс чĕлхине, акăлчан чĕлхине пĕлни мана вырăс е акăлчан туман пек.
Чăваш пулни мана рехет кÿмест. Кÿнĕ пекки туйăнсан та, суя рехет кăна вăл.
Сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пурри савӑнтарма та, кулянтарма та тивĕç мар - йĕркеллĕ япала.
Чӑвашра кӑна пур енсем... унашкал япала пулма пултараймасть. Чăвашсен нумайăшĕ чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, ĕçчен пулни ырă. Хăйсене хăйсем аталанманни, çÿллĕрех стандартсем енне туртăнманни начар. Ăс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм енчен чăвашсем çирĕп мар.
Чăваш çĕршывĕ - чăваш çыннисем çĕр тата шыв хуçи пулнă вырăнсем, тата уйрăмах Раççей тата тĕнче чиккисене хисеплекен Чăваш Республики. Урăх нимĕнле чăваш çер-шывĕ те çук.
Шыравçă32 // 4182.68.4835
2017.05.26 10:00
Чăвашшăн чи пысăк халăх хуйхи пăлхар патшалăхĕ тĕп пулни. Ун хыççăнхи пысăк савăнăçĕ Чăваш республикине туса пани. Халӑх мала тухни, ҫӗнтерни юлашкипе çыхăннă
Чӑваш халӑхӗн Ылтӑн ӗмӗрӗ пулман тесе шутламалла, çав ылтăн ĕмĕр патне ăнтăлмалла.
Халӑхӑмӑрӑн тӗп, аслӑ паттӑрӗ - Иван Яковлев, вăл çутатса панă йăваш çул, ун урлă килнĕ пехил аслă япаласем пултарчĕ.
Чӑваш халӑх сӑпка юрри... Хусанкайăн "Çывăр, аптраман тавраш" текенни аса килет. Анне юрланине илтмен
Чăваш халăх ташши... савăнăçлă.
Чӑваш халӑх вӑййи... Пур те вылянă вăйя пĕлместĕп.
Чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса юрӑ-ташӑ каҫне кайма пултараятӑн-и... Каймастăп. Мана интереслĕ мар.
Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫĕ... Пуç-ура шÿрпи (Какай апатти). Унтан ытла чăваш апатлану культури питĕ хавшак.
Чӑвашшӑн та ытти халăх çыннишĕн те юрату канăçĕнчен вилни ырă.
Хам паллашнă тăрăх. Пире чăн-чăн хапăл халăх венгрсем, тĕрĕк халăхĕсем пире кĕвĕçеççĕ.
Кăмăл турăм та çыртăм. Ăнăçу сунса
Анонимла. // 1735.37.5227
2017.05.28 08:40
Вӑййисем пур-ха, хӑй вӑхӑтӗнче вылянӑ.
Фольклорпа- тархасшӑн, ахаль чухне капӑр чӑваш кӗпине хуратас килмест, ку ҫын ухмаха тухнӑ, -тесе хаклӗҫ. Ял уявӗнче -тархасшӑн.
Эп пӗлнӗ чӑваш апачӗсем: хуран кукли, чӑкӑт, салма яшки. Вӗсене тӑтӑшах пӗҫерсе ҫиетпӗр. Терка икерчине те анне юратма вӗрентнӗ, ҫӗрулмине теркӑпа хыратӑн, ҫӑмарта, ҫу тата кӑштах ҫӑнӑх хушатӑн, ҫав тери тутлӑ икерчӗ , хӑнӑхиччен тен, килӗшмӗ, хӑнӑхсан - татах та татах ҫиес килет, ӑшӑлла ҫимелле.
Ватӑлса вилни, паллах, Ытла та ир кая пуҫларӗҫ арҫынсем леш тӗнчене. Этем тени ачи-пӑчине ура ҫине тӑратмасӑр ан вилтӗр.
Пире кӳршӗ халӑхсем, мари, мордва, тата ытти вак халӑхсем хисеплеҫҫӗ пуль тетӗп.
Ку ыйтусем мана шухӑша ячӗҫ, ҫавӑнпа хуравларӑм