Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Нужно быть терпеливым, чтобы научиться терпению.(Е. Лец)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен?

Аçтахар Плотников12.06.2017 23:149078 views

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ. Икӗ енче те вырӑсла ҫырса хунӑ. «Нивушлӗ пӗр енне те пулин чӑвашла ҫырма пултарайман?» — кӗвӗҫрӗ ман чун.

Галина Зотова та хыпара хавхаланса ҫырса панӑ. «Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче. Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче. Акӑлчанла е китайла тусан та ҫаплах шухӑшлӗччӗҫ-ши? Ҫук ӗнтӗ. Ни акӑлчанла, ни китайла вӗсем пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл чӗлхесемпе хатӗрлесен юттӑн пӑхнӑ пулӗччӗҫ. Капла вара, вырӑсла хальхи вӑхӑтра пурте пӗлнӗрен, ют япалана асӑрхаман, асӑрхамаҫҫӗ те. Вырӑс пӗлни пирки калас пулсан… Ачи-пӑчи туйне кайсан хуҫкаласа (е хут ҫинчен вуласа) вырӑсла сӑмах калама пултарнипех хӑйсене вырӑсла лайӑх пӗлетпӗр тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахӗ кунта кӗрлевсем пирки ҫеҫ мар, хальхи чӑвашсем пирки. Ял уявне е ытти ҫавнашкал мероприятие (хӑш чухне пӗли-пӗлми те) вырӑсла кӑна ҫырса хатӗрлени сахал мар тӗл пулать. Инҫе кайма та кирлӗ мар — ӗнер кӑна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ хӑйӗн уявне ирттернӗ, вӗсем те ҫырма вырӑсла кӑна ӑс ҫитернӗ.

Ку статьяна ҫав кунах, Кӗрлев ял уявӗ пирки тухсанах ҫырмаллачӗ те, анчах вырӑнти пуҫлӑхсенчен хурав илтес килчӗ. Ҫыру кӗтсе вӑхӑт иртсе кайрӗ. Ҫавах та вӗсене мухтаса илес килет. МИХ ятӗнчен янӑ ҫыру ҫине вӗсем вӑхӑтра хуравларӗҫ, хуравне те чӑвашла ҫырса ячӗҫ.

Штанаш ял тӑрӑхӗнчен хурав кӗтнӗ май ытти ҫынсенчен те ыйтса пӗлес терӗм: вырӑсла кӑна ҫырнине вӗсем мӗнле хаклаҫҫӗ? Чи малтанах, паллах, Галина Зотовӑран ыйтрӑм.

«Куракансемпе йӑлтах чӑвашла калаҫса, хам та докладне чӑвашлах туса. Фольклор ушкӑнӗн репертуарӗ веҫех чӑваш юррисем. Апатне те чӑваш апачӗсенех хатӗрленӗ, сӑри те чӑн-чӑн чӑваш сӑри. Главное, ват карчӑксем чӑваш кӗписемпе тухнӑ уява, вӗсене ҫапла хушнӑ уяв хатӗрлекенсем. Ачасем ҫукрахчӗ кӑҫал, ҫанталӑкӗ сивӗрех пулчӗ те. Стенд хатӗрлекенни — ӗмӗрӗпех Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ, пенси ҫине тухсан яла амӑшӗ патне килнӗ Сидоров Николай Титович. Хайӗн укҫипе стенд тутарнӑ, ӗлӗкхи фотосем таҫтан тупнӑ, ялта пуҫтарнӑ. Чӑвашла та ҫырмаллине шутламан пулас вӑл. Маттур арҫын. Пӗлтӗр те вӑл пуҫарса янипе ял уявӗ иртрӗ, Кӗрлев халӑхӗ пит хастар халӑх. Кӑҫал та хастар пулчӗҫ, эп вӗҫне ҫитичченех тӑмарӑм, ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, сивӗте пуҫларӗ. Фольклорсен юррине ҫапса илме фотоаппаратра вырӑн пулмарӗ», — уяв пирки тӗплӗнрех пӗлтерчӗ Галина Вячеславовна (орфографине сыхласа хӑварнӑ; вӑл акӑлчан чӗлхине вӗрентнине шута илӗр). Чӑн та кунашкал ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн мӗншӗн вырӑсла кӑна ҫырни паллӑ пулса тухрӗ. Астӑватӑр пуль, эп нумай пулмасть чӑвашсен тымарӗ пирки статья ҫырса кӑларнӑччӗ. Вӑт, ӗнтӗ, хайхи тӗслӗх. Темле хулана куҫаҫҫӗ пулсан та чӑвашсем ҫав-ҫавах хӑйсен тымарӗ патнех туртӑнаҫҫӗ. Вырӑс атмосферинче чылай ҫул пурӑннӑ Николай Титовичӑн вара чӑн та чӑваш чӗлхи еннелле куҫма йывӑртарах пулнӑ пуль. Анчах асӑрхӑр: чӑваш хӑйӗн тымарӗ патне туртӑнать пулин те хӑйӗн тӑван чӗлхине темшӗн тымар евӗрлӗ япала пек туймасть.

Ытти ҫынсен хаклавӗ вара ҫапларах пулчӗ:

«Сӑлтавӗ мӗнре? Чӑвашра чӑвашла пӗлтерӳ тата плакат икӗ хут хаклӑрах ларать. Чӑвашла туйсем ирттернӗшӗн ӗлӗк ятарласа налук илнӗ. Вӑл вӑхӑтран чиновниксен пуҫӗнче нимӗн те улшӑнман. Ӗҫ укҫине те икӗ хут пекех сахалтарах илетпӗр, хаксем те пысӑкрах. Пӗтме хушнӑ пулсан часрах парӑнни канлӗрех?</i>», — тесе ҫырчӗ «Такам» ятлӑ вулакан.

«<i>Вырӑсла, паллах, хӑш-пӗрне ҫӑмӑлрах. Ял пуҫлӑхне е аслӑ пӗлӳллӗ чӑваш филфакӗнчен аран-аран вӗренсе тухнӑ культур-мультур деятӗлне», — Фейсбукра хӑйӗн шухӑшне Иосиф Трер пӗлтерчӗ. Унтах Людмила Клементьева хӑйӗн шухӑшне вырӑсла ҫырчӗ: «Не правильно все это, извините, что по-русски, в айпаде нет чувашского алфавита. Таким образом чиновники делают все, чтобы уничтожить родной язык». Владимир Кошкин шухӑшӗ вара ҫапларах: «Пуҫлӑхсем мӗнле хушаҫҫӗ, ҫапла тӑваҫҫӗ. Намӑс...».

Хайхи пуҫлӑхсем патне ҫитрӗмӗр пулсан, вӗсен хуравне те илсе кӑтартар. «Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӗрлев ялӗнче ял кунӗ иртрӗ. Уяв йӗркелӳҫи, Сидоров Николай, вӑл Кӗрлев ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнать. Плакатсене те пӗтӗмпех хӑй хатӗрлесе илсе килнӗ. Эсир асӑрхаттарнине шута илсе малалла ял уявӗсенче плакатсене чӑвашла ҫырма тӑрӑшатпӑр. Ял уявӗ чӑвашла иртрӗ, ялти артистсем чӑваш юррисене кӑна шӑрантарчӗҫ», — вӗсен хуравӗ Галина Зотовӑннипе тӳр килет (Сидоров Николай пирки кӑна информаци раснарах, анчах кунта вӑл пӗлтерӗшлӗ мар). Хуравлаканӗ Светлана Ефремова, Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулчӗ.

Кӗрлев ял уявне пӗтӗмлетсе мӗн калама пулать? Пирӗн, чӑвашсен, тем тесен те тӑван чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине ӑнланса илме вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ. «Эпир пӗлетпӗр-ҫке, калаҫатпӑр-ҫке», — теҫҫӗ пуль аслӑрах ҫынсем. Анчах вӗсене хуравлас килет: сирӗн ачӑрсем, сирӗн мӑнукӑрсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ-и? Чӑвашла шӑкӑлтатса калаҫаҫҫӗ-и? Пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхе вӗсенче манӑҫа тухнӑ пулсан ӑҫта унта «пӗтӗмпех йӗркеллӗ» тесе калама сӑлтав пур? Ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхипе май килнӗ таран ытларах та ытларах усӑ курмалла. Вырӑс культури, вырӑс чӗлхи темле чаплӑ пулсан та вӑл пирӗн халӑхшӑн ют. «Тискер» пӗлтерӗшпе мар, паллах. Хамӑр чӗлхене (ӑна пирӗн мӑн асаттесем упраса хӑварнӑ, асаттесем аталантарнӑ!) тем тесен те хамӑрӑнах аталантарас пулать. Ӗлӗкхи несӗлсем упраса ҫитернӗ япалана пирӗн ӑрусем ҫухатма тивӗҫ мар.

Кӗрлев ял уявӗ тавра пуҫланнӑ калаҫу вара, шанас килет, республикӑри ытти ял тӑрӑхӗсенче чӑваш чӗлхи пирки аса илме сӑлтав пулӗ. Кӑҫал хатӗрленекен ытти ял уявӗсенче те ҫак сӗнӳпе усӑ курасса шанас килет — уявра чӑваш саспаллийӗ те пулассине курас килет.

Ҫапла пултӑрччӗ!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

Agabazar // 1303.4.9866
2017.06.13 19:07
Agabazar
Пурнас тетпĕр эпĕр те.
Agabazar // 3486.26.3061
2017.06.13 23:41
Agabazar
Хăшпĕр чухне çак статьяра асăннă евĕрлĕ пăтăрмахсем техникăлла сăлтавсене пула сиксе тухаççĕ. Компьютерпа чăвашла шрифтсемпе ĕçлеме пĕлменни касать.


Анчах та пурпĕрех, — хуть те мĕнле пулсан та, — тĕп яваплăх йĕркелÿçĕсен пуçлăхĕсем çине йăтăнса анать. Яланах.
петр // 5059.3.5746
2017.06.16 12:55
Уявӗсене ачисемшӗн тӑваҫҫӗ. Ачисемпе тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ.
Хӑраҫҫӗ ачисем чӑвашла пӗлнишӗн, е ухмах пуласишӗн.
serteuntri // 1290.41.5432
2018.01.13 20:20
Мы будем писать только на русском языке, хотя являемся чувашами. Нутро у нас гнилое. Трусость и страх владеет нами. Мы никогда не были дружными в отстаивании своих интересов и отстаивания чести. Мы прогнили сквось, вдоль и поперек. Грош цена, если твой брат по крови рыскает по вей России в поисках куска хлеба. Нам Господом дана Земля, и у нас не хватает ума, чтобы обрабатывать и жить на этой Земле. Все проблемы умалчиваются.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters