Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Нерешительность - основа гибкости.(Закон Шредера)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Даруга, тӑрӑх, тӑрӑн

Аçтахар Плотников30.09.2017 12:166098 views

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Авалхи вырӑс материалӗсене вуланӑ чухне час-часах «даруга» сӑмах курма пулать. Каярахпа ҫакӑ «дорога» сӑмаха куҫни паллӑ. Даруга — хӑйне евӗрлӗ область, халӑх пурӑнакан ен тенине пӗлтерет. Калӑпӑр, Е. Пугачев вӑхӑтӗнче Пушкӑрт ҫӗршывӗ тӑватӑ «даругӑна» пайланни паллӑ. Чӑваш ҫӗршывне те 16–17 ӗмӗрсенче «даругӑсем» ҫине пайланӑ. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмах тӑрӑх тесе илтӗннӗ пулас. Ҫак тӑрӑха пӑхса тӑраканни — тӑрӑн.

Тӑрӑн вӑл патша е хан янӑ тӑрӑх хуҫи, наместник, эткертен пыракан хӗсмет вырӑнӗ мар. Пӗр тӑрӑн вилсен, ун вырӑнне патша е хан урӑх тӑрӑн, пачах малтанхипе ҫыхӑнман тӑрӑн яма пултарнӑ. Хӑшпӗр тӳрк халӑхӗсен, калӑпӑр, пӑлхар-чӑвашсен тӑрӑхӗсем эткерлӗ те пулнӑ пулас, урӑхла каласан, тӑрӑха пӑхса тӑраканӗ ҫав ҫӗре ывӑлне пама пултарнӑ. Вӗсене тӑрхан, каярахпа — турхан тенӗ пуль. Турхан вӑл пирӗн чӑвашсен, монголсенни пек, тимӗр-тӑмӑр ӗҫне тытса пынӑ ҫын е хырҫа-марҫӑран хӑтарнӑ ҫын ҫеҫ пулман пулас. Турхан — тӑрӑн ханӗ, урӑхла каласан, эткертен пыракан йӑлапа ҫӗре, облаҫе тытса тӑракан ҫын та пулма пултарнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (3)]

Comments:

Agabazar // 3014.08.7320
2017.09.30 13:31
Agabazar
Юхма Мишши мĕн çырнине, паллах, тĕплĕн тĕрĕслес пулать.
2017.10.01 10:12
Аçтахар Плотников
Пуш сӑмах ҫапса лариччен илес те тӗрӗслес: чӑн та ҫак сӑмахсен этимологийӗ ҫапла е урӑхла?
//«Юхмана ан ӗненӗр» тесе ларнипе ырӑ тӑвап тесе шутлатӑр пуль?
Agabazar // 4187.48.0091
2017.10.02 15:46
Agabazar
Эп "Юхмана ан ĕненĕр" темен.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters