Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Я знаю, что ничего не знаю, а другие не знают даже этого.(Сократ)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ЧНК Президенчӗ пулма шут тытакансене те шыва чӑмтармалла мар-ши?

Аçтахар Плотников10.10.2017 14:136657 views

vodopad_serebrjanyj_kaskad

Кӗҫех Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртмелле. Кӑҫал ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитет те ҫак чаплӑ уява ирттерме тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Хӗрӳленсе ӗҫлеҫҫӗ.

Аслӑ пухура ЧНК Президентне суйламалла. 28-мӗшччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ пулин те мӗнле кандидатсем пурри пирки халӗ те паллӑ мар-ха. Те Угасловах хӑвараҫҫӗ, те Валерий Клементьева пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарма сӗнӗҫ. Паллӑ мар. Мӗнех, ку вӑл вӗсен шалти ӗҫӗ. Ахаль халӑхран тахҫанах ыйтма пӑрахнӑ та, хура халӑха ку ыйту пӑшӑрхантармасть. Апла-и, капла-и, «Кама лартаҫҫӗ-ши?» — текен ыйтӑва халиччен никамран та илтменччӗ-ха. Пуриншӗн те «ик айкки те тӑвайкки».

Ку сӑмаха ма пуҫартӑм-ха? Раҫҫей шайӗнче пӗр хыпар ҫӳрет. Кремль, имӗш, кӗпернаттӑрсен пуканне йышӑнма пултаракансен йышне хатӗрлет. Космонавтсене хатӗрленӗ пекех вӗсене вӗрентеҫҫӗ: ятарласа Сочире пухнӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем лекцисем вуласа панӑ. Вӑл ҫеҫ те мар, пулас кӗпернаттӑрсене ҫичӗ метр ҫӳллӗшӗнчен шыва та сиктернӗ.

Шухӑшларӑм та... Тен, пирӗн те ЧНК Президенчӗ пулас кандидатсене ҫапла хатӗрлемелле? Республика Пуҫлӑхне Раҫҫей Президенчӗ лартать (суйлатпӑр пулин те Мускавра ырламасӑр ку пукана йышӑнма ҫавах ҫук), апла-тӑк пӗртен-пӗр халӑх суйлама пултаракан хисеплӗ вырӑн ЧНК Президенчӗ юлать. Пулас кандидидатсем умӗнче лекцисем вуласан ман шутпа ним япӑххи ҫук. Чӑвашсен историпе паллаштарас, культурипе.

Сывлӑхӗ те ҫирӗп пулнине тӗрӗслесе пӑхма пӗр-пӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме пулать. Сочири пек шыва сиктерме, шел те, пирӗн тӑрӑхра шывсиккисем ҫукрах. Пур-ха. Муркаш районӗнчи Куҫкин патӗнчи. Ун ҫӳллӗшӗ 10 метр таранах теҫҫӗ те, анчах аялта чул кӑна, шыв ҫук. Унтан чӑмсан пуҫа ҫурасси ҫеҫ пулӗ. Ҫапла май вара кандидидатсен сывлӑхне пӗр-пӗр спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерсе ҫеҫ тӗрӗслеме пулать.

Мӗнле шутлатӑр?

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Куҫкин ҫывӑхӗнчи шывсикки.

 

Хушса ҫырни: вырӑнти халӑхпа канашласа илтӗмӗр те ЧНК Президенчӗн пуканне йышӑнма шут тытнисем хирӗҫ пулмасан вӗсем шывсикки патӗнче пӗчӗк кӳлленчӗк чавса пама хирӗҫ мар имӗш. Вырнаҫтарма та ҫичӗ метрлӑ вырӑнта тума пултараҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters