Ну, мĕн кĕтме пулать ĕнтĕ М.В.Игнатьевран? Путин каланисене, прокурорсем каланисене тепĕр хут пире аса илтерĕ те, çавăнпа сăмах вĕçленĕ. Унтан ытла мар.
Эп хам унчченех каланăччĕ: 84% çын чăваш чĕлхине тăван чĕлхе вырăнне хурса йышăннине шутсăр савăнса кĕтсе илме васкамалла мар.
Аса илтеретĕп, хальхи наука уйрăм çыннăн тăван чĕлхине çирĕппĕн палăртмалли критерисем кăларса тăратаймасть. Кашни харкамлăхăн тăван чĕлхи темиçе те пулма пултарать иккен.
Чăваш наци конгресĕн юлашки пухăвĕнче М.В.Игнатьев тухса калаçнă. Çав сăмах Интернетра пур. Унта кăлава чăваш чĕлхи пирки ытлашши пăшăрханмалла марри пирки систерет, "чун" пирки ытларах шутламалла тет.
https://chuvash.org/video/CqiWracOgdE.html
Хайхи кăлава сăмахне çакăнта пăхмалла.
Мускавран // 9259.3.8429
2018.01.15 18:55
Ыйтусене конкретлă памалла. Тĕслĕхрен. Хăçан Шупашкарта чăваш ачисем валли "тăван чĕльхепе ÿстермелли "ача сачесем пулаççĕ? Аксакалсен Путиншăн пулсан та халăха ытти кандидатсемшĕн сасăламалла тесе каламалли анчах юлать пулмалла ? Унсăрăн вĕсем каланине çÿлтисем ильтмеççĕ пулмалла. Тен халăх тĕрĕсрех ăнланĕ. Путиншăн сахалтарах сасăсем пулсан "илтейменнисене" улштарас шанăç пулĕ ?
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.15 19:18
Чувашеведение в детских садах простая формальность,которая ничего не изменит. Нужны детские сады с чувашским языком воспитания. Только так ,и на этом стоять ,освобождать от работы всех,кто будет против конституционных прав народа.
Эс ху мĕнле "ватсупнă" тата?
Хăçан ватăлма ĕлкĕртĕн?
Ватăлма çеç те мар-ха, ватăлса Станьялтан та иртсе кайма? Ун пек пулма пултарать-и?
Шет 100 çултан та иртрĕн?
Талпиçен // 2481.99.7862
2018.01.17 15:12
Мĕн терĕ Кăлава? Кам чарать сире терĕ-и?Ача сачĕ чăвашла мар, чăваш лицейĕ çук, вузĕсем ни вилĕ- ни чĕрĕ...
Çилçунат // 9259.3.8429
2018.01.17 21:39
Станьялăн тепĕр çыру çырас пулать. Хотелось бы проголосовать за Путина ,но не могу тесе. Ун пек калаçăва автобусра ильтĕрмĕр терĕç. Икĕ ватăрах çын çавăн пек каланă. "Путиншăн сасăласан вырăнти влаçра çав çынсемех юлаççĕ. Вĕсене улштарас тесен Путиншăн сасăлама çук ,вăл пирĕнсĕрех çĕнтерет". Халăхра чăннипех çавăн пек шухăш ытларах сарăлнă пулмалла.
Эп хам унчченех каланăччĕ: 84% çын чăваш чĕлхине тăван чĕлхе вырăнне хурса йышăннине шутсăр савăнса кĕтсе илме васкамалла мар.
Аса илтеретĕп, хальхи наука уйрăм çыннăн тăван чĕлхине çирĕппĕн палăртмалли критерисем кăларса тăратаймасть. Кашни харкамлăхăн тăван чĕлхи темиçе те пулма пултарать иккен.