Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Любовь - это теорема, которую нужно доказывать каждый день.(Архимед)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӳлтикасси - Кӳкеҫ - Ишек фотосесси

Аçтахар Плотников11.07.2007 11:396171 views
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ каллех фотосессине тухрӑм. Кунхинче хам ҫуралнӑ вырӑн тӑрӑхӗнчи ялсенчен пуҫласа Ишек тарин ҫитес терӗм. Ирхине 5 сехетре тухрӑм та малтан Лапсар чарӑнӑвне уттартӑм. Унта чи малтанхи 153-мӗш мартшрутӑн (Шупашкар-Лапсар-Кӳкеҫ) автобусӗ пулмаллаччӗ. Унпа эпӗ Ҫӳлтикасси таран ҫитесшӗнчӗ. Анчах чарӑну вырӑнӗнче нумай та тӑмарӑм пӗр ҫӑмӑл машина чарӑнчӗ те мана лартса кайма хавас тенине пӗлтерчӗ. Ҫапла вара Ҫӳлтикасси патне эпӗ 5 сехет те 15 минутрах ҫитрӗм. Сӑмах май тата каласа хӑварасшӑн — ку фотосесси валли ятарлӑ футболка та турӑм — Chuvash.Org эмблемипе.
Ҫӳлтикассине ҫитсен ун патнелле утрӑм. Тӳрех куҫ умне малтанхи совхозӑн пулнӑ ишӗлме пуҫланӑ ферма ҫурчӗ курӑнса кайрӗ. Те хӑй ишӗлсе аннӑ та халӗ ӑна сӳтеҫҫӗ. Те халӑх лессапа усӑ курсах совхоз пурлӑхне ҫаратать. Чулран тунӑ фермӑсенчи кантӑксем вырӑнтахчӗ — ферми ӗҫлет пулӗ (ферми Лапсар чӑх-чӗп фабрикин. Ӑна темиҫе ҫул каялла пӗр предприниматель туяннӑччӗ /Ярмарка пасарӗн хуҫи, Ярабаев текенскер/) тесе шутларӑм.
Ҫӳлтикасси урлӑ тухсан Ойкас ялӗ еннелле уттартӑм. Сӑмах май каласан, Ҫӳлтикасси тесе питӗн патра анчах калаҫҫӗ, ялӗн ячӗ вара — Хӗрлӗ ҫыр. Ойкасра нумай тӑмарӑм. Пӗр-ик урамне, ялти пуҫламӑш шкула тата пӗр-ик пӳртне ӳкерсен Ҫӗнъял ялне васкарӑм. Ойкас шкулне хупнӑ пулас. Халӗ пур ачи те Кӳкеҫе вӗренме ҫӳрет.
Ҫӗнъял ялне ҫитсен ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Ҫапла вара, пӗтӗм ял урлӑ тухрӑм пулин те, сӑнӳкерчӗксем сахал турӑм. Ҫумри вара ытла вӑйлӑ ҫумарӗ те — ҫынсем калашлӗ: ҫумри валли пӗлӗтӗ те ҫуккӑччӗ. Карттӑ ҫинче Пайтерек ялне кӑтартманччӗ, Ҫӗнъял ҫыннисем ҫулне кӑтартрӗҫ. Ҫула кӑтартнӑ тӑрӑх вара Пайтерек ялне утрӑм. Ялӗ йӗри-тавра дачӑсем туса тултарнӑ, ҫапла вара хӑй ялне аран-аран шыраса тупрӑм. Яла тухмалли ҫула шыранӑ вӑхӑтра чие ҫырлине нумай ҫисе тултартӑм :). Вӗсем ҫул ҫийӗнех ҫакӑнса тӑратчӗҫ те...
Пайтерек ялӗнче темиҫе сӑнӳкерчӗк тунӑ хыҫҫӑн батарейкӑсем илес тесе Кӳкеҫе утрӑм. Каллех дачӑсем витӗр. Дачӗсем патӗнчи ҫырмасен хӗрринче яланах ҫуп-ҫап нумай — ку дачӑсем те ҫавӑн пекехччӗ. Эпӗ кӗперсене ӳкерме юрататӑп, ҫавӑнпа та пӗчӗк юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпере курсан ӑна ҫаплипех, ҫуп-ҫап ӑшӗнчех, ӳкертӗм. Кӳкеҫре вара нумай тӑмарӑм, батарейка шыраса сӑнӳкерчӗксем тума та манса кайнӑ иккен. Кӑна, кайран, киле ҫитсен асӑрхарӑм. Кӳкеҫ хӗрринче пӗве асӑрхарӑм. Пӗвен тепӗр енче — ял урамӗ. Ку Ҫырмапуҫ ялӗ пулӗ тесе ӳкертӗм-ӳкертӗм те... Мана кайран, урам вӗҫӗнче, ку «Новые Кугеси» (ҫапла каларӗҫ ял ятне ыйтсан) пулни пирки каларӗҫ. Эпӗ чӑвашла ыйтрӑм пулин те мана вырӑслах хуравларӗҫ. Пӗр-ик сӑмах чӑвашла хушрӗҫ-ха ӗнтӗ...
Сухаланӑ уй урлӑ Ҫырмапуҫ ялне ҫитрӗм. Унта нумай тытӑнса тӑмарӑм — Чӑрӑшкасси ялне уттартӑм. Чӑрӑшкасси мана пӗве шучӗпе тӗлӗнтерчӗ. Пысӑкки-пӗчӗккисене шутласан пӗр 5-6 пӗве пур пулӗ. Чӑрӑшкассине кӗнӗ чухне пӗве урлӑ кӗме тиврӗ. Хирӗҫ пулла каякан ачасем пулчӗҫ. Пӗр-пӗринпе вара вырӑсла калаҫатчӗҫ. Чӑрӑшкасси Кӳкеҫ патӗнче вырнаҫнипе хӑвӑрт вырӑсланса пырать пулӗ. Чӑрӑшкассинчен тухнӑ чухне те пӗве урлӑ тухрӑм. Вара Большое Янгильдино (чӑвашла ятне пӗлместӗп ҫав, ҫырса вара ниӑҫта та хуман) ялне кайрӑм. Ҫырма хӗррине тухсан ялӗ алӑ тупанӗ ҫинче пекех курӑна пуҫларӗ. Анчах та унта ҫитмешкӗн таҫтан ҫаврӑнса тухмаллаччӗ. Эпӗ ҫӑвра ҫӳреме юратманскер вара тӳртен, курӑк урлӑ тухас терӗм. Курӑкӗ вӑрӑм та вара Рыкша юханшыв хӗрринче. Юханшывӑн тепӗр енче курӑка ҫӑлса тухнине курсан вара юханшыв урлӑ каҫас терӗм. Юханшывӗ пӗчӗк мар, сиксе каҫаймӑн. Сӑмах май каласан, Попой патӗнче те ун урлӑ сиксе каҫма йывӑр. Ҫапла вара шыва кӗрсе тухмалла пулчӗ. Шывӗ тарӑнах пулмарӗ. Чӗркуҫҫинчен кӑшт ҫӳлӗрех. Ку яла ӳкерсен, тата Рыкша юханшывӗн темиҫе сӑнӳкерчӗкне тунӑ хыҫҫӑн Шаккӑ ялне утрӑм.
Ҫулӗ тӑвалла хӑпарса та хӑпарса та пынӑ май таврари ҫӗрсем хитрен уҫӑла пуҫларӗҫ. Тӗрӗсрех каласан Рыкша юханшывӗн тӑрӑхӗ. Инҫетре Шупашкар та курӑнатчӗ. Шаккӑ ялне каякан сулӗ питӗ те вӑрӑм туйӑнчӗ. Те малтан ҫитнӗ ялсем хушши сахал пулнипе ӗнтӗ. Кунта вара утан-утан — вӗҫӗ курӑнмасть. Шаккӑ ялне ҫитсен ун ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр ӗҫесене туни курӑна пуҫларӗ. Ялсене асфальт ҫул кӗртеҫҫӗ иккен. Шаккӑ ялӗнче ҫын сахал пурӑни куҫа кӗрчӗ. Питӗ нумай ҫуртсенче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ. Нумайӗшӗн хапхисем тӳнсе кайнӑ. Ҫав енченех питӗ капӑр ҫуртсем те пур. Шаккӑ ялӗнче те Пшонкӑ ялӗнчи пекех шыв ҫиелте тӑрать пулас. Ку ялта вара, Пшонкӑпа танлаштарсан, ял тӑрӑх канав ҫавса тухнӑ. Ҫапла вара урам тӑрӑх лачака тӑмасть — шывӗ канал тӑрӑх ҫырмана юхса каять.
Шаккӑ ялӗнчен вара Икково (ку ялӑн чӑвашла ятне каллех пӗлместӗп) ялне утрӑм. Икково ялӗ питӗ пысӑк ял. Шкулӗ пысӑках мар пулин те ял урлӑ утнӑ чухне вӗҫӗ хӑҫан пулать-ши тесе кӑна утрӑм. Ял шкулӗнче ачасем ӗҫлетчӗҫ. Шкулта музей пур-и ҫук-и тесе ыйтсан мана чӑвашлах директор патне ӑсатрӗҫ. Шкул директорӗ муйзей ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн Колешша (вырӑсла Тохмеево) ялне ҫул тытрӑм. Чукун ҫул урлӑ каҫса вара вӑл яла ҫитрӗм. Ялӗнчен тӳрех Ырашпулӑх ялне ҫитес терӗм. Сӑмах май каласан, малтан эпӗ Самуково, Ҫатракасси ялӗсем урлӑ тухасшӑнччӗ, анчах Самуково ялӗ аякра-аякра курӑнса ларнине курсан унта ҫитес кӑмӑл ҫухалчӗ. Ырашпулӑх ялнех утас терӗм. Унта вара тӳртен каякан ҫулпа утма шут тытрӑм. Колешша ялӗнчи темиҫе хӗрарӑмран ыйтнӑ хыҫҫан вӗсем унталла вӑрман урлӑ мӗнле тухмалли пирки каласа параймарӗҫ. «Эпир ку ялтан мар» терӗҫ. Пӗри тупӑнчех ҫав-ҫавах. Каласа пачӗ — ҫул тӑрӑх улӑха тухмалла, унта кӳлӗ пулӗ имӗш, кӳлӗ патӗнче йӑмра пулӗ, ҫав йӑмра патӗнче пуҫланакан ҫул тӑрӑх кайсан — ял патне тухатӑп. Эпӗ ҫавӑн пек ӑнлантӑм. Анчах та утнӑ май нимӗнле кӳлӗ те курмарӑм.
Утрӑм-утрӑм вара ҫул тӑрӑх. Малтан ҫул тӑрах пӗр йӗре куртӑм та ун тӑрӑх утрӑм. Кайран, нефтепровод ҫулӗ ҫине тухсан вӑл таҫта ҫухалчӗ. Нефтепровод патӗнчен малалла ӑҫталла утмалла-ши тесе ҫурҫӗр еннелле кайрӑм. Утнӑ ҫемӗн сулахай енче ҫул курӑнмӗ-ши тесе пытӑм. Ҫапла вара пӗр ҫӗртре ҫул пеккине куртӑм та ун тӑрӑх кӗрсе кайрӑм. Ҫулӗ мана утара илсе ҫитерчӗ. Утарта, шел пулин те, пӗр ҫын та ҫуккӑччӗ — никамран та ҫул ыйтасси пулмарӗ. Вара анаталла анакан ҫула суйласа илтӗм те ун тӑрӑх утрӑм. Ҫулӗ ӑҫта та пулин илсе тухатех тесе шутларӑм. Ҫапла аташса утнӑ май, ма ҫак вӑрмана кӗрсе кайрӑм-ши? тесе ыйтакан шухӑшсем те ҫурала пуҫларӗҫ. Ҫавах вӑрмантан тухрӑм. Анчах та Ырашпулӑх патне мар, Кивҫурт Марки патне. Мана хирӗҫ пӗр ҫын утнине курсан малта курӑнса выртакан ял мӗн ятлӑ пулине ыйтрӑм. Вӑл вара мана ку ялӗ Ырашпулӑх ялӗ марри иккенне пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех хӑй утарта 20 ҫул ӗҫленине, Ҫатра Марки ялӗнче пурӑннине каласа пачӗ. Мана Ырашпулӑх ялне ҫул кӑтартма килӗшрӗ. Шел те ятне астуса юлаймарӑм. Вӑрманҫӑ кӑтартса янӑ ҫулӗ нефтепровод тӑрӑх пырать иккен — эпӗ кӑлӑхах унтан пӑрӑннӑ.
Ҫапла вара Ырашпулӑх ялӗ патне тухрӑм. Эх! Эпле хитре вырӑнсем унта, Ырашпулӑх патӗнче! Вӑрманӗсем ҫырми-ҫатрисем питӗ хитре курӑнса выртаҫҫӗ. Нефтепровочӗ кӑна ку сӑна тӗксӗмлетет. Ырашпулӑха ҫитсен шыв тултарас терӗм те пӗр хӗрачаран ӑҫтан шыв ӑҫма пулнине ыйтрӑм. Вӑл вара чӑвашла хитре мана ӑҫта ӑсма пултарнине кӑтартрӗ. Темиҫе сӑнӳкерчӗк тунӑ хыҫҫӑн Ишек ялне уттартӑм. Ҫула тӑрӑх Ырашпулахран вилӗ пытарма тухнӑскерсем тӗл пулчӗҫ. Вӗсем вара мана Ишек ҫӑви таран пӗрле илсе ҫитерчӗҫ. Ҫул тӑрӑх пынӑ май хӑйсен ялти йыварлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Ҫулне халӗ те туман теҫҫӗ — ҫапла вара ялне ни пушар машшини, ни васкавлӑ пулӑшу кӗреймест теҫҫӗ. Ялти пуҫламӑш шкула та ача сахал пулнипе хупса хунӑ имӗш. Вара ачисем тӑватӑ ҫухрӑмра ларакан Ишеке ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ хам та ҫухрӑмра ларакан шкула уй урлӑ ҫӳресе... Кунта вара ачисен тӑватӑ ҫухрӑм утмалла. Шкул автобусӗ пур пулӗ те анчах ҫулӗ ҫук. Хӗлле ку яла пачах та ҫитме ҫук тесе пычӗҫ манпа пӗрле пыракансем.
Ишек ҫӑви ялӗ ҫумӗнчех вырнаҫнӑ. Кунта ку тӑрӑхри 14 ялти ҫынсене пытараҫҫӗ терӗҫ. Ишеке ҫитсен чӑваш чӗлхин сасси сахаланма пуҫларӗ. Ҫамрӑксем вырӑсла калаҫни илтӗне пуҫларӗ. Ман тӗллев — Ишекри музейе кӗрсе курассиччӗ те ҫавӑнпа эпӗ ӑна шурама пуҫларӑм. Музейре мана Смирнова Екатерина Павловна хапӑл тусах кӗтсе илчӗ те музей тӑрӑх экскурси ирттерчӗ. Музей ҫинчен, ял ҫинчен каласа пачӗ. Экспоначӗсем ҫинчен те нумай пӗлтерчӗ. Музей кун-ҫулӗнче самай вырӑн Ленинградри блокадӑран илсе килнӗ ачасен кун-ҫулӗ йышӑнать иккен. Кун пирки музей сурчӗ ҫинче хӑма та ҫакӑнса тӑрать, 40 ҫултан ку яла таврӑннӑ ачасем лартнӑ хурӑнсем те тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Екатерина Павловна ку тӑрӑхри ялсенчи паллӑ ҫынсем ҫинчен нумай каласа пачӗ.
Эпӗ вара унпа сывпулашса Ишекрен ҫул хӗррине тухрӑм. АВтобус ҫине ларса вара килелле ҫул тытрӑм.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters