Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Власть, над которой безнаказанно глумятся, близка к гибели.(Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чаплӑ таврапӗлӳҫӗ

Аçтахар Плотников19.07.2007 23:395296 views
Эпӗ халӗ Чаплӑ таврапӗлӳҫӗ — Почётный краевед. Ку шая мана В. Станьял хӑпартрӗ.
Ӗҫӗ ытларикун пулса иртрӗ. Эпӗ Рыкша юханшывӑн чӑвашла ятне пӗлес тесе Алина Аркадьевна патне килтӗм. Алина вырӑнта ҫуккӑччӗ те Станьяла тӗл пултӑм. Игрук мана парнеленӗ кӗнекене ҫӗтернӗ пулӗ тесе вӑл мана хӑй патне илсе кайрӗ — хӑй ҫырнӑ сӑввисен кӗнекине парнелеме. Ун вырӑнне урӑх кӗнеке (леш кӗнеки ун ӗҫ вырӑнӗнче юлман пирки) парнелерӗ — ҫав вӑхӑтра калаҫнӑ май хам фотосессисем ирттерни пирки каласа кӑтартрӑм. Фотосессисенче пулнӑ чухне мӗнле те пулин хут кирлӗ тесе (тав Турра, халиччен ман ун пирки пӑтӑрмах пулман-ха), тата уйрӑмах нумай ӳкерсе ҫӳренӗ пирки вӑл мана чаплӑ таврапӗлӳҫӗсем шутне кӗртрӗ — корочка ҫырса пачӗ. Халӗ вара «Мӗн кунта ӳкерсе ҫуретӗн?» тесе ыйтсан вӑл япалана кӑтартса «Сирӗн тавралӑх ҫинчен ытларах пӗлес тетӗп» тесе калавма май пулать ӗнтӗ. //Эпӗ халӗ апла ан ыйтччӗр тесе ял ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне тӗрлӗ майсемпе усӑ куратӑп — сӑмахран, «Сирӗн ял хитре теҫҫӗ те ҫавӑнпа ӳкерме килтӗм» тетӗп. Апла каласан вара ял ҫыннисем ял таврашӗнчи чаплӑ вырӑнӗсене те тӗллесе калаҫҫӗ. Ҫавӑн пек эпӗ пӗлтӗр Иван Мучи палӑкӗ патне тухсаччӗ. Ҫынсем каламан пулсан айӑккинчен иртсем кайӑттӑм...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters