Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Препядствия в любви только усиливают ее.(Шекспир)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑвашсем выльӑхран та начартарах-ши?

Аçтахар Плотников03.04.2018 14:4316406 views

Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр:

Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт.

Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе. Турӑшӑн та! Выльӑх хӑйӗн чӗлхипе мӗкӗрни, какалатни е вӗрни те вӑл таранах вӗсен чунӗсене вӗрилентерсе ямасть вӗт! Пирӗн тӑван чӗлхе кӑна.

Е, калӑпӑр, суту-илӳсенче янракан юрӑ-кӗвӗ. Ӑҫта ан пыр — таҫта та вырӑсла е акӑлчан чӗлхиллӗ юрӑсем ҫеҫ янраҫҫӗ. Чӑвашлине лартсан ку тӳрех темшӗн халӑха тарӑхтарса ярать, йӗрӗнтерет. Сасӑ-кӗвӗ кӑна-ҫке. Тутарлине лартсан та вӑл таранах сӑмсине пӑрмӗччӗҫ. Шӑп та лӑп чӑвашли вӗсене лӗклентерет те. Ейпух, ашакӑн сассине кӑмӑллӑрах йышӑнаҫҫӗ.

Кам айӑплӑ? Вӑхӑт ҫавнашкал-ши? Чӑвашӗсем хӑйсем ытла йӑвашланса кайнӑ-ши? Пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартам. Пӗрре маршруткӑна малти вырӑна, водитель патне лартӑм. Лешӗ — чӑваш. Чӑвашла юрӑ итлесе пыратчӗ. Анчах эпӗ ларсанах тӳрех юрӑ сассине пӗчӗклетрӗ (эп лариччен никам та ҫукччӗ). Хӑварма ыйтсан ҫеҫ сассине унчченхилле пек тавӑрчӗ. Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тума пулать? Пӗрремӗшӗ — йӑвашлӑх курӑнать. Чӑвашлине илтсен йӗрӗнекенсене тарӑхтарас мар тесе водитель хӑйне хӗсет. Иккӗмӗшӗ — енчен те сассине эп ларсанах чакарчӗ пулсан — апла-тӑк кунашкаллине вӑл хӑнӑхнӑ. Уншӑн вӑл йӑлари япала. «Вырӑсӗсене» килӗшмест пулсан — хӗсӗнмелле, ним ҫук вырӑнтан харкашу кӑлармалла мар. Ҫапла чылайӑшӗ, 99%, пурӑнать те паянхи кун.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (38)]

Comments:

2018.04.06 19:31
Акапасар, каçарăр та, тен мана кунта америкăн ятарлă службисен хутăштарнă? Е тата анăçри Европăран-ши, тен? Хама та çакă сĕре те кăсăк пулса кайрĕ. Пĕр çулхине çакăн йышши сăмахсем каланăччĕ ĕнте ман адреспе. Çавах та пурте вĕсем евĕр мар пулĕ тесе тăраттăм, çук иккен,йынăшнă. Енчен те тĕрĕсне калатăн, тÿрех анăç çине ĕçлетĕн, вĕсенчен укçа-тенкĕ илетĕн. Апла пулсан питĕ аванччĕ, анчах та çакна та шута илмеллле, манăн несĕлĕн девизĕ: "Честь и Достоинство, Добро и Благодетель", çавăнтан пăрăнассăм çук.
Attila // 4069.6.5211
2018.04.06 22:27
Халӗ Чӑваш Республика формально кӑна,эпӗ уйлап ку РЕЗЕРВАЦИНЕ ҫавӑрнӑ..унта питӗ централизованно пӗтересшӗн питӗ вӑйлӑ чӑваш ҫыннин историпе культурине..Патша вӑхӑтӗнче пӗтереймен халь пӗтместь..Ку вырӑс нацистсем Госдумара ларнипе ЛДПР питӗ вӑйлӑ ӗҫлет чӑваша пӗтересшӗн..Мари мордва парӑннӑ вырӑса ҫаврӑнчӗҫ..юлчӗ чӑваш ҫыннине пӗтерме..Эпир манас пулмасть эпир ВӑЙЛӐ ХУННСЕН(ГУННСЕН)-Ҫыннисем пире 1500 ҫул пӗлнӗ АЗИНЧЕ те Европара та..вырӑс мухтанчӑксене 300-400 ҫул пӗлеҫҫӗ..ЭПИР ПИТӗ ВӑЙЛӐ ХАЛӐХ МАНСА АН КАЙӐР УН ҪИНЧЕН,мухтанӑр ӑҫта кайсанта,ЧӐВАШ ҪЫННИ пулнине ан пытарӑр..Эп нихҫан та пытарман.. Чӑваш РЕЗЕРВАЦИНЧИ вырӑс нацистсене вырӑнне кӑтартма ан вӑтанӑр,чӑвашла ушкӑн ҫӗрте калаҫмалла..
2018.04.09 22:27
Atilla, енчен те эпир хамăр манмасассăн хамăрăн историе, чĕлхене, пире никам та пĕтереес çук.
Agabazar // 1742.55.2346
2018.04.09 23:01
Agabazar
Пĕлмен япалана манма та çук.
Малтан — пĕл, унтан манасси-манмасси пирки те калаçма пултаран.
2018.04.10 06:41
Акапасар, эпĕ кунти хăш пĕр, тăванлăха манăçтарнă Йăван пек, пурăнмастăп. Хамăн несĕле вуннăмĕш сыпăк таранах пĕлетĕп. Енчен те кам-тăр астумасть хăйĕн несĕлне вăл унăн хуйхи, манăн мар. Тата çакна каласа хварассăм пур: "Мы с Вами на брудершафт не пили, чтобы Вы могли себе бесцеремонно мне тыкать," - сказал кот Бегемот. Ку Булгаков çыравçăн "Мастер и Маргарита" романран. Ют çынна эсĕ тесе чĕнни хăвăн йĕркесĕрлĕхне уççăн палăртни çеç вăл, кунта вара мăнаçланмалли нимĕн те çук.
Agabazar // 2886.82.9470
2018.04.10 10:13
Agabazar
Бегемот каланине чăвашла куçарса пар-ха, тархасшăн. Ниепле те ăнкараймастăп мĕн пирки иккенне.

Вуннăмĕш сыпăк пирки пушали халлап çапма пултаратăн. Пурпĕрех никам та тĕрĕслеймест.
2018.04.10 19:20
Пултармастăп, Бегемот чăвашла калаçман, хăвăрăн сăмахăр. Несĕлте мăнаçланмалли пулмасан е пытармалли пур, тĕрĕс, пĕлмише персен аванрах. Кунпа пĕтĕмпе килĕшетĕп
Agabazar // 3087.69.9320
2018.04.10 22:26
Agabazar
Бегемот тени унта чăннипе çынна пĕлтерет. Метафора теççĕ.
2018.04.11 18:53
Тавтапуç, Акапасар, хĕрĕх тăхăр çул çăкăр çĕртсе çавна тавçăрса илеймеччĕ, халĕ те каларăр, уçрăр. Пĕлмесĕрех çĕр айне кĕреттĕмччĕ иккен
Agabazar // 2202.74.5130
2018.04.11 19:07
Agabazar
Тархасшăн.

Pages: 1, 2, 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters