Чи ҫывӑх вӑхӑтра дневник ҫинче " Суту-илӳпе илӗртӳ центрӗсем чухӑнсем валли" ятлӑ статьяна вырнаҫтаратӑп. Кӑсӑкланакансем тишкӗрсех тӑрӑр. Нимӗн ҫӗнӗлӗх тупмасассӑн та, к ӑшт та пулин тен урӑхларах куҫсемпе пӑхма тытӑнӑр ҫакӑ ыйту ҫине. Мӗншӗн чӑваш чӗлхи пирки хускатмастӑп хамӑн дневниксемпе статьясенче? Манӑн шутпа унчченхи ике статья уҫҫӑнах палӑртаҫҫӗ ҫакна. "Халва!" тесе к ӑшкӑрнипе ҫӑварта пылак пулас ҫук. ППЭ ҫинчен вунӑ статьяна яхӑн ҫыртӑм аргументласа, кам та пулин хӑлхине чикекен пулчӗ-ши? Пушӑлла чан ҫапнин усси сахал: итлеҫҫӗ те илтмеҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ те курмаҫҫӗ, тенӗ ҫакӑн йышши пулӑмсем пирки Иисус Христос.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.