Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Когда пьешь вино любви, кое-что надо оставлять в бокале.(Ирвин Шоу)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Ентешӗн юбилейлӑ выставки

Тимӗр Акташ28.06.2018 21:377342 views

Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарти художествӑллӑ музейӗнче ҫак кунсенче Чӑваш художниксен пӗрлӗхӗн членӗ Виктор Артемьевӑн юбилейлӑ выставка уҫӑлнӑ.

Артемьев 1958-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ТАССР Аксу районӗнчи Фёдоровский посёлокӗнче ҫуралнӑ. ТАССР Лениногорск хулари педучилищин художествӑллӑ уйрӑмне пӗтернӗ. Ҫар хыҫҫӑн Мускаври искусствӑсен университетне пӗтернӗ.

Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулине пурӑнма куҫнӑ. ГЭСстрой предприятийӗнче, ЧПО «Химпромӑн» ОРС, Троллейбус управленийӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Халь шкулта учитель пулса ӗҫлет.

Пушӑ вӑхӑтра, паллах, художник этюдсене, картинӑсене ӳкерет. Уҫӑ вырӑнта пленэрӗнче тӑван ялта, Чӑваш Енче, хулара та, пейзажсене, ытларахӑш хитре ҫутҫанталӑк пейзажсене калӑплать. 2016-мӗш ҫулта ЧР халӑх художникпа Шупашкарта пурӑнакан Николай Енилинпа (вӑл ТР Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнчен) пӗрле Самар облаҫӗн Атӑлӑн сылтӑм енчи Шигон районӗнчи чӑваш ялсенче те пленэрӗнче ӗҫлерӗҫ.

Артемьев Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑна мар Шупашкарти выставкисенче те хастар хутшӑнать. 2016-мӗш ҫулта тӑван ялта та выставкана тунӑ.

Юбилейлӑ выставкӑна уҫма Ҫӗнӗ Шупашкара Аксу районӗнчи Фёдоровский, Кисы ялсенчен, Чистай хулинчен — тӑванӗсем, ентешсем те хӑнана килчӗҫ. Вӗсем юбиляра саламларӗҫ, ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Вернисаж Ҫӗнӗ Шупашкарти музейӑн директорӗн ҫумӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ художник Александр Ильин уҫнӑ, Артемьевӑна ӑшшӑн саламларӗ.

Николай Енилин юбиляра ҫӗнӗ картина ӳкерме рамка парнелерӗ.

— Виктор Артемьев — художник кӑна мар, вӑл тӑван чӗлхепе прозӑллӑ очерк та ҫырнӑ, — терӗ ентеш-журналист, историк Владимир Долгов. — Вӑл чӑваш илемлӗ литература произведенийӗсене вулама юратать. Ҫакна шута илсе эпӗ юбиляра ЧР халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн виҫӗ кӗнекене, унӑн автографсемпе парнелетӗп.

Тата тепӗр пирӗн ентеш — Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫыравҫӑ-афганец Анатолий Хмыт (Ефимов) хӑвӑн чаплӑ икӗ кӗнекеллӗ роман «Леш тӗнчерен» (Шупашкар, 2011) парнелесшӗн.

Анатолий Хмыт СССР — Афганистанри вӑрҫӑ (1979-1989) ҫинчен мӗнле ҫырнӑ роман ҫинчен каласа пачӗ. Ҫурри произведенийӗ Аксу тӑрӑхӗн чӑваш ялсенче, Чистай хулинче мӗнле пулса иртни ҫинчен кӑтартать.

Чӑваш журналист Илле Иванов Артмемьевӑна Самар облаҫӗнчи Шигон районӗнчи чӑвашсен наципе-культура автономийӗн ярса панӑ Тав хучӗпе чысланӑ.

Вернисажра сӑвӑсем те вуларӗҫ, нумай салам сӑмахӗсем те каларӗҫ.

Юбиляр та, унӑн тӑван хӗрӗ Алёна визажист те хӑнасене тав турӗҫ.

Фуршет хыҫҫӑн юбиляр хӑнасене автобуспа Атӑл хӗрринчи пӗр кафене илсе кайрӗ. Унта вӗсем валли вырӑнти вокаллӑ-инструменталлӑ ансамбль паллӑ хитре юрӑсене шӑрантарнӑ.

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар хули, 2018. Июнь уйӑхӗн 27-мӗшӗ

Фотосӑнра: Ҫӗнӗ Шупашкарти художествӑллӑ музейӗнчи Виктор Артемьевӑн (вӑл пӗрремӗш ретре) вернисажӗнче. 2018-мӗш ҫулхи июнь уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Фото авторӑн.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Agabazar // 2212.13.3858
2018.07.10 18:58
Agabazar
Аксусен тепĕр ентешĕ Дина Садикова епле пурăнать?
Хамăр ял // 2266.7.7219
2018.07.14 00:04
Вăл, элле, Шупашкартан тахçан куççа кайнă пуль.
Agabazar // 3530.76.9239
2018.07.19 06:31
Agabazar
The comment was deleted.: Дубль
Agabazar // 3530.76.9239
2018.07.19 06:31
Agabazar
Шел, Дина Садикована чăваш халăхĕшĕн усăллă ĕçсем тумашкăн тÿр килмерĕ.
Agabazar // 1441.48.8792
2018.07.21 12:35
Agabazar
Халĕ акă культура министăрлăхĕнче Аксу тавраш çынни тĕрмешет. Чăваш халахĕшĕн усăллă ĕçсем тума тÿр килĕ-ши ăна?
Agabazar // 3879.83.8290
2018.07.22 03:04
Agabazar
Ентешĕн юбилейла куравĕ уçăлнă.
Agabazar // 3879.83.8290
2018.07.22 03:04
Agabazar
The comment was deleted.: дубль
Agabazar // 2205.16.4177
2018.07.28 09:07
Agabazar
Ÿнер тĕлĕшпе аксусен "чи паллă" ентешĕ — искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters