Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Начинай на чужой лад, чтобы закончить на свой.(Грасиан Бальтасар)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Санкт-Петербург

Аçтахар Плотников30.10.2007 13:515051 views
Ҫапла, эпӗ Питӗре ҫитсе куртӑм. Каласаччӗ ӗнтӗ, эпӗ Питере пӗрремӗш хут мар, иккӗмӗш хут лекрӗм. Анчах та пӗрремӗш хут лекнӗ чухне ку хула мана таса мар, кичем хула пек курӑнчӗ. Ун чухне мана кив хулана кӑтартманчӗ, ҫӗнӗ вырӑнсене кӑна курма тӳр килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнӗсем вара Раҫҫейри ытти хуласенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл мӗнпе чаплӑ пулни мана курӑнмасчӗ, мӗншӗн ӑна ҫапла мухтани мана паллӑ марччӗ.
Хальхинче вара мана кӑтартрӗҫ. Пӗр ҫын кӑна мар, иккӗн-виҫҫӗн. Пурте мана хулан чи паллӑ, чи лайӑх вырӑнсене кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ҫапла вара хальхинче хулана мана лайӑх енчен кӑтартрӑҫ. Алатар мана хӑй машини ҫинче лартса ҫӳрерӗ — ҫитнӗ хыҫҫӑнах кӗскен чи чаплӑ вырӑнсем тӑрӑх кӑтартса ҫӳрерӗ. Эпӗ хулана пӗлместӗп те, анчах та темшӗн вӑл мана ҫавӑртарса ҫӳрени туйӑнчӗ. Картта тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳремелле мар пек, анчах университет ҫуртне ҫитмешкӗн чылай ҫаврӑнса ҫӳрерӗмӗр. Анчах та нумай паллӑ вырӑнсене вӑл кӑтартрӗ. Ун чухне ирччӗ тата, кашни ҫурта, кашни палӑка лайӑк пӑхса тухма май пурччӗ. Ҫӳп-ҫапӗ те сахалччӗ. Халӗ суйлав вӑхӑчӗ ҫитнӗ май хулари чылай ҫуртсене юсаса тирпейлеме шутланӑ.
Мана, хула хӑнине, Егоров картине те, Исаак соборне те, кӗперсене те, юханшывсене те, каналсене те, дворец лаптӑкне те, тӗрлӗ палӑксене те кӑтартрӗҫ. Генадий Кудряшов вара мана шупашкар пралукне кӑтартрӗ. Вӑл пысӑк мар, унта пӗр ҫурт кӑна. Ҫапах та вӑл ҫурт ҫинче эпӗ икӗ асӑну хӑмине куртӑм. Пӗчӗк пулин те ку пралукра икӗ паллӑ ҫын пурӑннӑ :).
Питӗр чӑвашӗсем
Паллах, ҫак ҫулҫӳревре эпӗ нумай чаплӑ ҫынсемпе паллашрӑм, туссемпе тӗл пултӑм. Чи малтан Википедине хутшӑнакан ҫынсене асӑнас пулӗ — Викиконференцине кайсаччӗ те ӗнтӗ. Вечеслав Иванов, Денис Сахарных — вӗсемпе малтан тӗл пулманччӗ. Питӗ чаплӑ ҫынсем, чаплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Петрянь Андюпа тӗл пултӑм, унпа эпӗ чи малтан Эрзянь раськень уявра тӗл пулсаччӗ.
Ҫавӑн пекех интертетелте тахҫанах паллашнӑ ҫынпа, Алатарпа тӗл пултӑм. Питӗ чаплӑ ҫын. Ҫавӑн пекех Алексей Иванов-Ехветпе паллашрӑм. Нумай пӗлекен ҫын.

Тепӗр хут хулана ҫулла пырса курма чӗнчӗҫ, ун чухне кун ҫути ытларах пулӗ терӗҫ. Халӗ кӗр кунӗсем пулнӑ май час тӗттӗмленет. Ҫапах та мана кӗрхи Питӗр килӗшрӗ. Кив хулана кӗрхи тӗссем питӗ килӗшеҫҫӗ.

Тепре килсе куратӑпах!
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters