Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Бессильный гибнет, подражая сильному.(Федр)
 

Ad

Валерий Алексин: Кинооператор — тӗлӗнмелле професси

Валерий Алексин13.09.2018 11:017487 views

image

Юрий Плющев кинооператор тата фотохуджник ҫинчен Минск хулинче пурӑнакан Дмитрий Михелев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ пӗр вунӑ ҫул каяллах ҫапла каласа панӑччӗ: «Беларусьфильмри» чӑваш юлташлӑхне кӗрет вӑл, сахал мар документлӑ тата илемлӗ фильм ӳкернӗ. Елчӗкре ҫуралнӑ, Шупашкарта ҫитӗннӗ, Николай Никитин чӑваш ҫыравҫин ывӑлӗ...» Анчах ун ҫинчен ҫийӗнчех ҫырса кӑтартасси пулмарӗ: Мускава, Раҫҫей ҫинчен ют ҫӗршыв ҫыннисене каласа паракан студие, чӗнсе илнӗ иккен ӑна, хӑҫан таврӑнассине каласа хӑварман. Вӑхӑт иртсе пырать, анчах куҫа-куҫӑн лараса калаҫма хӑҫан май килӗ? Тав Турра, «Фейсбук» урлӑ кӑштах сӑмахласа илме май килчӗ.

- Кинооператор – питӗ сайра тӗл пулакан професси. Алла кинокамера тытас ӗмӗт епле ҫуралчӗ?

- Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ фотографи енне туртӑннӑ. Ман «Смена-6» фотоаппарат пурччӗ, каярах «Зенит» ҫине куҫрӑм. Шупашкарти пионерсен Керменӗ ҫумӗнчи фотокружока ҫӳреттӗм. Ӑна Михаил Егоров ертсе пыратчӗ. Вӑл ҫав тапхӑрти паллӑ фотожурналистчӗ, ун сӑнӳкерчӗкӗсем хаҫат-журналта тӑтӑшах ҫапӑнса тухатчӗҫ. Паллах, вӑл пире ытла нимех те вӗрентмен пек туйӑнать, анчах хамӑр тӗллӗн ӗҫлеме чармастчӗ, ҫавӑнпа ӑна яланах ӑшшӑн аса илетӗп. Малтанхи сӑнӳкерчӗксене «Молодой коммунист» хаҫатра пичетлеттӗм, каярахпа «Комсомольская правда» тата ытти хаҫатсемпе туслашрӑм. Шкул хыҫҫӑн нумай тиражлӑ стройтрестӑн «Знамя труда» тата агрегат завочӗн «Рабочая жизнь» хаҫатсенче ӗҫлесе пӑхрӑм, репортажсемпе статьясем (сайра хутра сӑвӑсем те) чылай пичетлесе кӑлартӑм. Ҫак хушӑра Хусан университетӗнче филологи факультечӗн журналистика уйрӑмӗнче кӗретсӗр майпа вӗрентӗм. Мускаври кинематографи институчӗ ҫинчен шутлама пуҫласан, иккӗмӗш курс пӗтерсен, вӗренме пӑрахрӑм. Мана «куҫакан фотографи» илӗртме тата тӗлӗнтерме пуҫларӗ.

- Тӗнчипех паллӑ ҫак институт сана хӑйӗн капашсӑр пысӑк конкурсӗпе хӑратман-и?

- Конкурс текенни чӑнах та пысӑкчӗ, анчах темле майпа пултаруллисене суйласа илме пӗлетчӗҫ. Лайӑх ас тӑватӑп, ректор кабинечӗ умне вӗренме кӗрекен ҫамрӑксем нумайӑн пуҫтарӑннӑ, иртме ҫук. Экзамен тытнисене пӗрерӗн-пӗрерӗн чӗнсе кӗртеҫҫӗ. Телейлисен хушшинче Мускав ачисем нумайрахчӗ, вӗсем паллӑ режиссерсемпе кинооператорсен ачисемччӗ. Сӑмахран, пирӗнпе пӗрле Григорий Александров мӑнукӗ вӗренме кӗчӗ. Малалла направленипе килнисене чӗнсе кӗрте пуҫларӗҫ, вӗсем Фрунзе, Рига, Вильнюс, Баку хулисенчен килнисемччӗ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем те кӗресшӗн паллӑ института, вӗсене те вырӑн параҫҫӗ. Черетре ҫирӗм тӑваттӑмӗш эпӗ пултӑм. Ман хыҫҫӑн тепӗр ҫамрӑка чӗнсе кӗртрӗҫ те секретарь коридора тухса кӑҫаллӑха оператор факультетне вӗренме урӑх илместпӗр тесе пӗлтерчӗ. Телей тени манран пӑрӑнса иртмерӗ, пуҫтарӑннисем хушшинче талантлӑ ачасем нумайччӗ. Вӗсен шанчӑкпа ҫиҫекен куҫӗсем сӳннине курса юлни халӗ те асрах.

Операторсен факультетӗнчи эп лекнӗ уйрӑмра ют ҫӗршывсенче ӗҫлекен киножурналистсене хатӗрлетчӗҫ, вӗсене тӗрлӗ континентсенчи корпунктсем кӗтетчӗҫ. Хамӑн студент чухне ӳкернӗ фильмсене, вӗсем хӑш-пӗр енчен пулса ҫитеймен пулин те, эпӗ яланах ӑшшӑн аса илетӗп. Сӑмахран «Машинист» фильма ӳкернӗ май темиҫе хутчен чукун ҫулпа рейса кайма тиврӗ, тепловоз машинистчӗн кабининче ларса ҫӳресе ҫак йывӑр та яваплӑ професси ҫыннине уҫса пама тӑрӑшрӑм. «Рядом с магистралью» фильмра интенационаллӑ стройотрядсем Байкалпа Амур магистралӗ тунине ӳкерсе кӑтартрӑм, Диплом хӳтӗлеме ӳкернӗ «Пятый» фильм Сергей Бондарчук кинорежиссер хӑйӗн «Степь» картинине епле ӳкерни пирки каласа парать. Ҫак ӗҫсене ӳкернӗ чух йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ, вӗсене ҫӗнтерсе пултарулӑх ӗҫӗн савӑнӑҫне туйса куртӑм, хам ҫула тӗрӗс суйласа илнине тарӑннӑн ӑнланса илме те май пачӗ ҫакӑ.

- «Беларусьфильма» мӗнле лекрӗн? Кунта ӳкернӗ хӑвӑн пӗрремӗш фильмна ас тӑватӑн-и?

- Ун чухнехи йӗркепе «хӗрлӗ» дипломпа пӗтеринсене ӗҫ вырӑнӗ суйлама ирӗк пурччӗ. Ленинградри документлӑ фильмсен студийӗ, Сведловскри кинохроника студийӗ... Эп темшӗн «Беларусьфильма» куҫ хыврӑм. Мӗншӗнне ӑнлантарса параймастӑп. Кунта чаплӑ режиссерсемпе операторсем ӗҫленӗ, тен, ҫакна шута илнӗ пуль...

«Беларуьфильмри» хамӑн пӗрремӗш ӗҫе эпӗ пит савӑнсах аса илместӗп. Ун режиссерӗ вӑйсӑртарахчӗ, ҫавӑнпа тӳрех ӑнӑҫлӑ утӑм тума май килмерӗ. Каярахпа Александр Карпов-Кӗҫӗннипе палашрӑм. Дмитрий Михелеев та ун чухне чи интереслӗ режиссерсенчен пӗриччӗ.

- Режиссурӑна куҫас шухӑш Сирӗн пулман-и?

- Лайӑх режиссерпа ӗҫленӗ чухне кун пек шухӑш сана аптратмасть. Эп хам пултарнӑ таран ӑна пулӑшатӑп, вӑл сана хӑш-пӗр тӗллевсене еплерех пурнӑҫламаллине уҫса парать. Пӗрне-пӗри ҫур сӑмахранах ӑнланни документалистикӑра та, илемлӗ фильм ӳкернӗ чух та питӗ пӗлтерӗшлӗ.

- Пурнӑҫа кӗреймен ӗмӗтсене аса илсен чуна канӑҫсӑрлӑх хупӑрласа илмест-и?

- Пурнӑҫа кӗмен ӗмӗтсем кашниннех пур, пултарулӑх ҫыннин вара ун пеккисем темӗн чухлех. Шутласан, вӗсенчен хӑшӗсем начарах та пулман иккен. Анчах вӑхӑта каялла тавӑраймӑн...

- Чи малтанхи «профессине», фоторепортер ӗҫне, Эсир халӗ те пӑрӑхмастӑр...

- Фотоаппарата эпӗ нихӑҫан та алӑран яман. Хӑй вӑхӑтӗнче кун пирки «Московский комсомолец» хаҫатра «Самоигральная натура» статьяра каласа панӑччӗ. ВГИК хыҫҫӑн та тӗрлӗ выстӑвкӑсене хутшӑнаттӑм. Вӗсенче ҫӗнсе илнӗ дипломсем ман сахал мар. 2000-2006-ҫулсенче кӑна вӑтӑр ытла фотовыставка уҫрӑм. Вӗсенчен чылайӑшне ООН, Белоруссири Америка посольстви гранчӗсемпе йӗркеленӗ.

- Эсӗ Чернобыльте нумай ӗҫленӗ, документлӑ фильмсем ӳкернӗ, фотовыставкӑсем йӗркеленӗ. Чернобыль сан тавракурӑмна кӑштах та пулин улӑштарчӗ-и?

- Паллах, Чернобыль ман шухӑш-кӑмӑла самаях улӑштарчӗ. Сергей Лукьянчиков режиссерпа Украинӑпа чикӗленекен Поллессӑри радиации зонинче документлӑ фильм ӳкертӗмӗр, ун чухне вӑл мана ҫапла асӑрхаттарчӗ: «Ҫак хӑрушӑ вырӑна кайран килес килекен пулать». Тӗрӗс сӑмах иккен. Кунта тӑтӑшах килекен пултӑм – фильм е фото ӳкерме. Кунта сана пӗчченлӗх туйӑмӗ хыттӑн ярса илет, кунашкаллине эсӗ ниҫта та курман, ҫакна ӑнлантарса пама та хӗн. Ҫӳретӗн ялтан яла, сана ертсе ҫӳрекен егерсӗр пуҫне никам та ҫул. Йӑлтах пуш-пушӑ. Кунта тахҫан ҫынсем пурӑннӑ, пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Халь никам та ҫук... Ҫак пысӑк тунсӑха фотографисем урлӑ кӑтартса пама тӑрӑшрӑм. «В поисках Чернобыля», «Эхо Чернобыля» фотовыставкӑсем йӗркелерӗм, вӗсене уҫнӑ ҫӗре Джордж Кролл посол та хутшӑнчӗ... Ку хӑйневӗр уйрӑм истори.

...Пӗррехинче мана арӑм ҫапла асӑрхаттарчӗ: «Эс темиҫе ҫул ӗнтӗ нимех те ӳкерместӗн, пуҫунта сан Чернобыль кӑна». Чернобыльпе аӑсӑрхануллӑ пулас пулать...

- Чӑваш Республикипе ҫыхӑну тытатӑр-и?

- Эп Елчӗк салинче ҫуралнӑ, Горький хулинчи медицина институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн анне кунта врач пулса ӗҫленӗ. Кайран Мускав облаҫӗнчи Александров хулине куҫса кайрӑмӑр. Анчах анне каллех Чӑваш Республикине таврӑнчӗ, Сӗнтӗрвӑрри хулинче ӗҫлерӗ, 5-7 классем унта пӗтертӗм. Унтан Шупашкар, 8-10 классем, Ленин проспектӗнчи 22-мӗш шкул, эпир «Чувашия» гостиницӑна хирӗҫ пурӑнаттӑмӑр. Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ Слава Казаковпа туслӑччӗ, вӑл та ВГИКра операторсен факультетне пӗтерчӗ, халӗ Питӗрте пурӑнать.

Шупашкарта ман туссем нумаях мар: Юрий Ювенальев художник, Ҫеҫпӗр рольне илемлӗ фильмра вылянӑ Иосиф Дмитриев артист кӑна. Вӗсемпе тӗл пулса калаҫас килет.

Кунта фотовыставка йӗркелес шухӑш та пурччӗ, анчах темшӗн тытӑнса пӑхмарӑм. Халь ӗнтӗ укҫа-тенкӗ енчен чӑрмавӗ пысӑк.

Шупашкар – илемлӗ хула. Атӑл питӗ илемлӗ, Атӑл тепӗр енчи вӑрман та. Мускавра RT телеканалта ӗҫленӗ чухне (2006 – 2015) эп унта кайса килме те пултарнӑ, анчах каллех кулленхи ӗҫсем чӑрмантарса тӑнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Agabazar // 1693.65.2013
2018.09.13 13:00
Agabazar
Вуласа тухрăм.
Базиль Кириллов // 3518.73.3886
2018.09.13 14:07
Тиркемеллисем пуркала, анчах ҫырма халь вӑхӑт ҫук...

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters