Пӑнчӑ лартма васкамӑпӑр. Паллӑ мар, хӑш енне лару-тӑру пӑрӑнать. Малалла чӑвашла та ҫырнисем пулӗҫ.
Ишутов - хулара ӳснӗ чӑваш. Эп пӗл тӑрӑх, шкулта чӑваш чӗлхи пулман, анчах та чӑвашла ӑнланать.
Пăнчă лартма васкамалла мар. Мĕншен тесен нумаях пулмасть çеç-ха В.В.Путин кунашкал айăплавсем кăларса тăратакан саккунсене çемçетмелле тенĕ. Паллах, саккунăн кутăнла вăйĕ çук, вăл паян мĕнле çавăн пек "усă кураççĕ" унпа, — анчах ВВПутин асăрхаттарнине каланă хыçççăн шута илменни кулăшла пулнă пÿлĕччĕ.
Agabazar // 2726.81.7010: Паллах, саккунăн кутăнла вăйĕ çук, вăл паян мĕнле çавăн пек "усă кураççĕ" унпа, — анчах ВВПутин асăрхаттарнине каланă хыçççăн шута илменни кулăшла пулнă пÿлĕччĕ.
Йăнăшатăр. Саккунăн çемçетес енелле ялан кутăнла вăйĕ пур. Ун пирки ПК (пуçилле кодексĕн) 10 статьинче тĕплĕн çырса пĕлтернĕ. Статьи: пуçилле саккунăн кутăнла вăйĕ ятлă(Обратная сила уголовного закона-ст.10).