Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Цель в жизни - это сама жизнь.(Иоганн Вольфганг Гёте)
 

Ad

Agabazar: Елена Енькка

Agabazar06.11.2018 12:5715176 views

Елена Енькка

Кам-ха вӑл Елена Енькка?

Чернов Виктор Семёнович пур. Вӑрмар районӗнчи Шӑхальтен тухнӑ ҫын. Чӑваш культуринче те тарӑн суха касси тунӑскер. Вӑт ҫав ҫыннӑн хӗрӗ пулать те ӗнтӗ Елена Енькка.

Мӗнпе чапа тухнӑ-ха вӑл?

Икӗ кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ "Повествование о чувашах" кӗнеке пур. Ҫавӑн авторӗ тата кӗнекене ӳкерчӗксемпе-карччынсемпе майлаштараканӗ — Елена Енькка.

Чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартакан кӗнеке. Йӑла-йӗрке, истори, хальхи тӑрӑм.

Кӗнекесем ҫырса кӑларас текенсем ҫук мар-ха ӗнтӗ. Асӑннӑ кӗнеке пирки мӗн калама пулать? Автор хӑй темӗнле акӑш-макӑш та асар-писер ҫӗнӗ япаласем тупса палӑртрӑм тесе каппайланмасть. Тӗрӗссипе унта пурте пӗлекен чӑнлавсемпе сӑнарлавсемех. Урӑхла каласан, хальччен ытти тӑнлӑ ҫынсем мӗн тупса палартнӑ, ҫавсене сӑпайлӑн та тирпейлӗн пӗлтерет пире Елена Енькка. Вӑт шӑпах ҫапла пулни ҫатӑрласа тытать те ӗнтӗ! Питӗ пысӑк ӑсталӑх кирлӗ кунта. Вӑл вара — пур.

Сӑнлав-карччын.

Марина Карягина тележурналист хӑйӗн "Ирхи тӗпел" кӑларӑмне Елена Еньккана халалланӑ. Урӑхла каласан, вӑл унран интервью илнӗ теме пулать.

Паллашӑр, тархасшӑн, ҫав интервьюпа, ӳкӗнмӗр!

Ӗлӗкхи, патша саманинчи чӑвашсене епле кӑна тата кам кӑна хурласа хӑртман-ши! Чухӑн, кӗлмӗҫ, тӗттӗм, халсӑр, ҫӑпаталлӑ, траххумлӑ, пыйтлӑ, навуслӑ-тислӗклӗ, пылчӑклӑ-лапраллӑ пулнӑ имӗш.... Тата ытти нумай-нумай унашкал сӑмахсемпе хӑртаҫҫӗ. Паллах, унашкаллисемсӗр мар пуль-ха ӗнтӗ. Анчах та ун чухнехи вырӑс тата ытти ҫыравҫӑсем (А.Фукс, Сбоев, Аноров, Риттих, И.Н.Юркин тата ыттисем те) чӑвашсене пачах урӑхла палӑртаҫҫӗ. Елена Енькка ҫавнашкал самантсене асӑрханӑ та — ҫав тери хытӑ хурланать. Анчах та хурлантараканни хайхи писсаччӗлсен сӑмахӗсем мар. Чӑвашсем пирки ыттисем, вӑл шутра пирӗн саманаташсем, элек манерлӗ хыпарсем сарнишӗн хурланать вӑл. Паянхи кун та чылайӑшӗ ҫавнашкал юррах юрлани ӑна питӗ тӗлӗнтерет.

Пӑрахмалла унашкал мӗскӗнлӗх юррине юрлама.

Хамӑн ачалӑха аса илетӗп. Хам ҫуралса ӳснӗ ҫурта. Патша саманинчех туса лартнӑ тетчӗҫ. Халь ҫук вӑл. Шутсӑр кивелнӗрен ӑна пӑснӑ та аттепе анне ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ.

Ҫав кивӗ ҫурта эп питӗ лайӑх астӑватӑп. Пысӑкчӗ вӑл. Пилӗк стеналлӑ мар, анчах та ҫав тери пысӑкчӗ. Анкарти пек. Пӳртре икӗ кӑмака ларатчӗ — ҫӑкӑр пӗҫерекенни тата каланкка евӗрли. Ҫавна май ҫуртран икӗ мӑръе тухатчӗ. Тен, мӑрйи, — пӗрлештернине пула, — пӗрре ҫеҫ-и, ҫапах та кӑмакасем — иккӗ, кӑна пит лайӑх астӑватӑп, йӑнӑшмастӑп. Шалти талккӑша хӑмасемпе ҫапса темиҫе пӳлӗме пайласа тухнӑ. Пӳрт ҫумӗнчи хуралтӑсем те (алкум, чӑлан, крыльцца) — ҫав тери йӗркеллӗччӗ. Ҫук, манӑн ӗлӗкхи несӗлсем шутсӑр пуян ҫынсем пулман. Ахаль хресченсем ҫеҫ. Тен, начартарах пурнакансем те пулнӑ пуль. Вара мӗн? Ун пеккисем хальхи пурнӑҫра та пур. Чухӑна тӑрса юласси тӗрлӗ сӑлтавсене пула сиксе тухма пултарать. Сӑмахран, ӗҫлеме ӳркеннине пула та.

Калас тесен тем те каласа кайма пулать. Акӑ Шӑнкӑртам текен ҫав тери пысӑк тутар ялӗ. Патӑрьел районӗнче вӑл. Хальхи вӑхӑтра таҫтан килнӗ ҫынсем ҫав яла кураҫҫӗ те — пӗҫҫе шарт! ҫапса тӗлӗнеҫҫӗ. Калӑпӑр, Никита Тӗнче текен велоҫулҫӳревҫӗ, тутарсен ку тӗлӗшпе, — "пуяссипе", — хӑйне майлӑ "менталитет" пур пуль тесе шутлать.

Ваттисем вара пачах урӑххине каласа параҫҫӗ. Шӑнкӑртам кунашкал ҫӗкленсе кайни нумаях та мар-ха. Пӗр ҫирӗм-вӑтӑр ҫултан ытла мар. 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ҫеҫ. Унччен вара Шӑнкӑртам та, унти ытти тутар ялӗсем те таврари чӑваш ялӗсенчен хавшакрах пулнӑ чӑннипе. Вӑт кун пирки, чӑн та, шухӑша кайма пулать.

Аяларах паракан видеора Елена Енькка (Михайлова) Чӑваш Наци Конгресӗн 10-мӗш пухавӗнче тухса каланине курӑр (49:30 хыҫҫӑн пӑхмалла).

Пенза облаҫӗнче Ҫӑрттанлӑ районӗ пур. Вырӑсла "Неверкинский район" теҫҫӗ. Район центрӗ, Ҫӑрттанлӑ, чӑваш ялӗ шутланать. Тӗресрех каласан, унта ӗлӗкренпех чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ. Акӑ мӗн тенӗ:

В 1877 году в селе 214 дворов, волостное правление, 2 церковно-приходских школы, больница, лавки, 3 ветряных мельницы, 2 ярмарки, базар. Село состояло из двух крестьянских общих – русской (бывшие крепостные помещика Хардина) и чувашской. На одну русскую семью приходилось в 1886 году 1,7 десятины надельной земли, на одну чувашскую – 16,5 десятины.

 

<Куҫару: 1877-мӗш ҫулта ялта 214 кил, вулас кантурӗ, 2 чиркӳ-приххут шкулӗ, пульницца, 2 ярмӑрркка , пасар, лавккасем, 3 ҫиларманӗ. Ял икӗ пайран тӑнӑ: вырӑссем (Хардин улпутӑн унчченхи креппостнойӗсем) тата чӑвашсем. Кашни вырӑс килйышне 1,7 теҫеттин, кашни чӑваш килйышне 16,5 теҫеттин ҫӗр тивнӗ>

Курӑсан, кашни чӑваш килйышӗн, вырӑссеннипе танлаштарсан, вунӑ хута яхӑн пысӑкрах ҫӗр пайӗ пулнӑ ку ялта.

2 чиркӳ-приххут шкулӗнчен , ахӑртнех, пӗри чӑвашсен, тепри вырӑссен пулнӑ пулмалла.

Чӑвашсем вырӑссенчен мӗнпе те пулин каярах пулни кунта сисӗнсех каймасть, ҫемҫен каласан.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (4)]

Comments:

вова // 1353.98.6942
2018.11.06 20:34
Если бы у меня было такое право, я бы Елене Енькка присвоил звание ГЕРОЙ ЧУВАШИИ! Люблю и уважаю таких людей.
Agabazar // 3538.2.9213
2018.11.06 22:44
Agabazar
"Чăвашстан Геройĕ" ят — çук. Çук япала пирки мĕн калаçмалли пур?
Елена Енькка пек çынсене министăра лартмалла. Пурăна-киле, тен, пирĕн элтепер те пулса тăрĕ.
вова // 8746.5.4119
2018.11.15 08:07
Что такое Елена Енькка? Это, прежде всего, ее учебники и учебные программы "Родного края" для 6-7 классов. Это попытка из ничего сделать что-то! Этот могучий, по своим делам, человек попытался заставить нас воплотить сказку в жизнь, попытался заставить нас, чувашей, поверить в то, что мы, когда-то, могли быть такими, как ей хочется, и, кстати, нам тоже хотелось бы видеть нас, чувашей, такими.Но, как говорил классик-политик, хотели как лучше, а получили как всегда.Радуйтесь- в школах Чувашии К.Р.К. (Родной край) практически не ведется.
Agabazar // 3530.76.9239
2018.11.15 11:58
Agabazar
Эх, мĕн тери сÿйеççĕ эс Вова. "Тăван Ен" текен предмета шкула кĕртнĕ çын — Елена Енькка мар. Ăна уйрăм пĕччен çын тума та пултараймасть çак ĕçе, енчен те вăл Хрущёв е Брежнев пекки пулмасан.

"Тăван Ен" предмета шкула патшалăх кĕртнĕ, уйрам çын мар.

Унашкал предмет совет саманинче те пулнă, ăна ун чухне ытти предметсем çумне çыпăçтарса вĕрентнĕ пулас. Ятарлă вĕренткĕчсем те ун чухнех пулнă. Килте халĕ те вырткаласа çуреççĕ унта-кунта. В.Ф.Каховский хатĕрленĕ вĕренткĕч. Унашкал вĕренткĕчсем историпе çеç мар, географипе те пулнă. Чи малтанхи унашкал вĕренткĕчсене 1920-мĕш çулсенчех Гурий Комиссаров та хатĕрленĕ ("Чăваш халăхĕн историйĕ" тата "Эпир çуралнă çĕршыв" ятлă вĕсем)

Енчен те хальхи саманара ку предмета йĕхревлĕн хăвалаççĕ пулсан, çавна тăваканни те Елена Енькка мар. Вăл мар ăна, çав предмета, хăвалать шкулсенчен. Елена Енькка мар. Савăн пекех Акапасар та мар.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters